Хусан чăвашӗсем улах ларчӗç
Хусанти Чăваш культурин кунӗсен программипе иртнӗ улах каçне «Салам» (Хусан, ертӳçи Светлана Садыкова), «Шăхаль» (Çӳлту районӗ, ертӳçи Вероника Натарова) фольклор ансамблӗсем тата «Весна» дуэт (Лайăш районӗ, Габишево) солисткисем Елена Макаровапа Эльвира Савельева тата Анатолий Осипов йӗркелерӗç.
Мероприяти октябрӗн 7-мӗшӗнче каçхине Туслăх Çуртӗнче иртрӗ. Килти пек кăмăллă та ырă атмосфера хуçаланчӗ 1-мӗш хутра вырнаçнă уявсен залӗнче. Саксемпе сӗтелсене тӗрленӗ алшăллисемпе илемлетнӗ. Сӗтел çийӗ чăваш апат-çимӗçӗпе йăтăнса ларать. Улах ларма килнӗ кашни çын мӗн-тӗр килтен илсе килнӗ. Хăшӗ кукăль, тепри кăмпа-тавраш, виççӗмӗшсем чăкăт, пиçнӗ çӗрулми илсе килнӗ. Елена Макарова ӗлӗкхи йăлапа чугунра тулă пăтти пӗçернӗ.
Паллă ӗнтӗ, мӗнле улах пулӗ алă ӗçӗсӗр? Саламсем кӗнчелине те, çыхмалли йӗпписемпе çăмхисене те, тӗрлемелли кăшăлне те хăйсенчен хăварман. Ансамбль артисчӗсем улах юррисене ӗнӗрлесе ларнă май Лидия Ярослав ӗлӗкхи йăла çинчен каласа пачӗ.

Çапла ал ӗçпе аппаланса ларнă вăхăтра алăка килсе шаккарӗç. Ку ӗнтӗ хӗрсем патне каччăсем çитнине пӗлтерчӗ. Сӗрме купăс, гитара, хут купăс каласа кӗрсе тăчӗç зала кааччăсем. Хăйсем маттур, купăс каласа юррисене шăрантараççӗ кăна. Хӗрӗсем те юлмаççӗ. Арçынсем кăна юрлакан салтак юрринчен пуçласа «Çумăр çăвать ман çине» юрă таранах шăрантарса пачӗç. Курма килнисем те вӗсемпе пӗрле хаваспах хутшăнчӗç – ташларӗç те, юрларӗç те. Аслăраххисем хăйсен çамрăклăхне аса илсе ялта улах ларнине аса илчӗç.

Лайăшсем те пӗрле те, уйрăмшар та юрларӗç.
Мероприяти тирпейлӗ, илемлӗ иртрӗ. Хулан шавлă пурнăçне, кулленхи кунри хӗвӗшӗве мантарчӗ вăл.
Улах вӗçнелле Чăваш наципе культура автономи Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев йӗркелӳçӗсене пурне те Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Тăван культурăна упрас ӗçе тӳпе кӗртнӗшӗн тав турӗ.
Улах кӗреке сӗтелӗ хушшинче сăйланнипе вӗçленчӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев