Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусана НАТО техникине илсе килнӗ

Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Тӗп стадион умӗнче «Сила в Правде, гордость и Победа» курав ӗçлеме пуçлать. Унта анăçри çӗршывсен Украина валли янă 14 çар техникине курма пулать.

Хусан çыннисем тата хула хăнисем валли экскурсие çар çыннисемех ирттерӗç. Вӗсем танксене, бронетранспортерсене тата ытти техникăна тăшманран мӗнле туртса илни çинчен каласа парӗç.

Унсăр пуçне АПШра, Швецире, Украинăра туса кăларнă стрелоксен хӗçпăшалне те тăратӗç выставкăра, экспонатсен шучӗ 40-е яхăн. Вӗсен хушшинче АПШ-ра туса кăларнă Браунинг пулемечӗ тата украинсен УАГ-40 гранатомечӗ.

Куравӑн тӗп задачи – анăçри хӗç-пăшала çӗнтерме пултарнине кăтартасси. Çамрăксене патриотла воспитани парасси те тӗп тӗллевсенчен пӗри.

Экспонатсемпе аслă классенче, колледжсемпе техникумсенче вӗренекенсене тата студентсене те паллаштарӗç.

Курав Хусанта 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен  ноябрӗн 13–19 мӗшӗсенче ӗçлет.

Сӗнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка СВО