Октябрӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа 11-мӗшӗччен Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57) Чӑваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Хулара пурӑнакансемпе хӑнасем валли йӗркелӳçӗсем анлă программа хатӗрленӗ.
Октябрӗн 5-мӗшӗнче 11.00 сехетре ачасем валли чăваш тӗррипе паллаштаракан мастер-класс иртет. Çак кун ачасем чăваш тӗррипе, эрешсен символикипе, тӗрлӗ çӗвӗсен вăрттăнлăхӗпе паллашӗç.
Октябрӗн 6-мӗшӗнче юрӑ пултарулӑхне кӑмӑллакансем чӑваш эстрада артисчӗсен концертне кайса курма май пулать.
Октябрӗн 7-мӗшӗнче 18.00 сехетре «Улах» иртет. Ӗлӗк-авалтан каçхине хӗрсем ал ӗç тума ялти пӗр киле пуçтарăннă, каччӑсем вӗсем патне хăнана пынă. Çамрăксем пӗрле юрланă, ташланă, халӑх вӑййисем вылянă.
Октябрӗн 9-мӗшӗнче 18.00 сехетре чӑваш çамрӑкӗсен тӗлпулăвӗ иртет.
Октябрӗн 10-мӗшӗнче искусствăна кăмăллакансем Раççей тава тивӗçлӗ художникӗн Владимир Акимовӑн пултарулӑхӗпе паллашма пултараççӗ, Хусанта унăн ӗçӗсен куравӗ 16.00 сехетре ӗçеме пуçлать. Владимир Акимов – Самара облаçӗнче çуралса ӳснӗ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра Çырчаллинче пурӑнать. Пултаруллӑ ӳнерçӗн картинисенче чӑваш ялӗн сӑн-сӑпачӗ, шӳт, арт-искусство пысӑк вырӑн йышӑнаççӗ.
Октябрӗн 11-мӗшӗнче «Тутарстан Чӑваш пики 2025» республика конкурсӗн финалӗ иртет, мероприяти 15.00 сехетре пуçланать. Хусанта çак кун чăвашсем чи илемлӗ, чи пултаруллă, тăван культурипе йӑлисене тарӑн пӗлекен пикене суйлаççӗ.
Нет комментариев