Хусанта йӗлтӗр спорчӗн çăлтăрӗсем ăмăртаççӗ
Йӗлтӗр спорчӗпе Раççей чемпионачӗ Хусанта хальччен иртменччӗ-ха, ку пӗрремӗш. Вăл çитес канмалли кунсенче, мартăн 1-мӗшӗнче, пуçланать. Старта Александр Терентьев, Савелий Коростелев, Александр Большунов, Анастасия Фалеева, Наталья Терентьева, Лидия Горбунова, йӗлтӗр спорчӗн ытти çăлтăрӗсем старта тухаççӗ. Спорт уявӗ хутшăнакансемшӗн те, куракансемшӗн те хаваслă пуласса шантарать. Ăмăрту пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлнăран лару-тăру хӗрӳ, юлашки тренировкăсем пыраççӗ, йӗркелӳçӗсен те ыйхи вӗçнӗ.
Тӗнчери чи вăйлă йӗлтӗрçӗсемпе пӗрре мар ăмăртнă Раççей спортсменӗсем мӗнле чупнине халӗ пирӗн пурин те хамăр куçпа курма май пур. Кун валли маларах билет туянмалла е тӳлевсӗр зонăсене курма кăна килмелле. Ăмăрту вырăнне çитме йывăрлăхсем çук, «Березовая роща» чарăнуран ятарлă автобуссем çӳреççӗ. Сăмах май, чемпионата Матч ТВ телеканалпа тӳрӗ эфирпа та курма пулать.
ТР спорт министрӗ Владимир Леонов «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, 2025 çулта Хусанта ку ăмăртусăр пуçне тата сӗтел çи теннисӗпе, ишессипе, çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионачӗсем иртмелле-ха. Юлашкине çак кунсенче татăклăн татса парӗç. Йӗлтӗрпе чупассипе Раççей чемпионатне ирттерме Хусана шаннăшăн Раççей Спорт федерацине тав турӗ вăл. Мирный поселокӗнчи йӗлтӗрпе биатлон комплексӗ çӗршывра чи лайăххисенчен пӗри пулнăран ку ăмăртăва тахçанах кӗтнӗ вӗсем. Раççей йӗлтӗр ăмăртăвӗсен вице-президенчӗ, Тутарстанри йӗлтӗр ăмăртăвӗсен президенчӗ Ильшат Фардиев пӗлтӗр иртнӗ Раççей кубокӗнче палăрнă мӗнпур çитменлӗхе шута илнине каларӗ. Базăн инфраструктурине малалла тата аталантарас шутлă. Планра – хăна çурчӗ лартасси. Ку ыйтупа ӗçлеççӗ вӗсем, мӗншӗн тесен куна тренировкăра ирттерекен спортсменсемшӗн çав тери кирлӗ вăл. Чăн та, марафон валли кăна вырăн çитсех пӗтмест-ха хальлӗхе.
Мартăн 1– 9-мӗшӗсенче медальсемшӗн 35 регионтан пурӗ 200 яхăн чи вăйлă йӗлтӗрçӗ тупăшӗ. Тутарстан команди те пӗчӗк мар – 46 спортсмен (вӗсем çине шанăç пысăк республикăн). Аса илтеретпӗр, спортсменсем 6 дисциплинăра: 20/20 километр дистанциллӗ скиатлонра, хутăш эстафетăра, классика стилӗпе спринтра, 10/15 çухрăма ирӗклӗ майпа уйрăмшар чупассипе, командăллă спринтра тата эстафетăра (4х7.5 км) медальсемшӗн тупăшӗç.
– Трасса лайăх, йӗркелӳ шайӗ пысăк, – çапла хакларӗç пулас ăмăртăва РФ сборнăйӗн аслă тренерӗпе Егор Соринпа Савелий Коростелев, Наталья Терентьева спортсменсем.
– Кама мӗнле пуль те, çаврăм (трасса) хăйне евӗрлӗ пулсан та, маншăн лайăх. Спортсменăн хуть мӗнле трассăна та хăнăхма пӗлмелле, – терӗ Наталья Терентьева Хусан трассин çитменлӗхӗсем пирки панă ыйтăва хуравласа. Савелий Коростелев сăмахӗпе, финиша çитмелли дистанци тӳрӗ вырăнпа пынăран спортсмена хăвăртлăха ӳстерме кансӗртерех-мӗн. Апла пулин те хӗрӳ тупăшăва хатӗр вӗсем. Апла-тăк, ăмăрту кунӗ çитессине кӗтмелли кăна юлать пирӗн.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев