Хусанти Туслăх Çуртӗнче эрне тăршшӗпех чăваш культурин кунӗсем пыраççӗ
Чи пӗчӗккисем тӗрлерӗç, ваттисем улах лараççӗ, çамрăксем хваттернике пухăнаççӗ, искусствăна юратакансем валли вара – куравпа концерт.
Вырсарникун, октябрӗн 5-мӗшӗнче, Хусанти Туслăх Çуртӗнче чăваш культурин кунӗсем уçăлчӗç. Эрнене пыракан мероприятин программи анлă. Çавсен шутӗнче тунтикунхи чăваш эстрада юрăçисен концерчӗ. Ытларикун аслă çултисем «Салампа» «Улах» фольклор ансамблӗсем йӗркеленӗ улаха пуçтарăнаççӗ. Кӗçнерникун çамрăксемпе студентсен хваттерникӗ иртет. Эрнекун, ӳнер искусствине кăмăллакансем Тутарстан халăх художникӗн Владимир Акимовăн куравне пуçтарăнаççӗ.
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче культура кунӗсем «Тутарстан Чăваш пики – 2025» илемпе пултарулăх конкурсӗпе чаплăн хупăнаççӗ. Унччен маларах Чăваш наципе культура автономи Канашӗн ларăвӗ иртет.
.jpg)
Культура кунӗсене чи пӗчӗккисем пуçларӗç. Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн вӗренекенӗсем пултарулăхпа паллаштарнисӗр пуçне хăйсемшӗн тăван халхăмăрăн тӗп ремеслисенчен пӗрне – тӗрлессине уçрӗç. Çак пултарулăхпа вӗсене амăшӗпе хӗрӗ – Людмила Ивановнăпа Ольга Криковасем паллаштарчӗç. Хусанта вӗсемсӗр паян пӗр чăваш мероприятийӗ те иртмест. Хальхинче те акă вӗсем тӗрлессипе мастер-класс ирттерме килӗшрӗç.
.jpg)
Людмила Ивановна ачаранах амăшӗнчен курса тӗрлеме хăнăхнă. Амăшӗ питшăлли тӗрлеме пуçласа хунă пулнă та çавна тытса хăй тӗрлеме пуçланă. Пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ вăл ун чухне. «Эпӗ ытларах хамăр тăрăхри тӗрӗсене тӗрленӗ. Тултарса тӗрленинчен пуçларăм, кайран хӗресле хăнăхрăм», – каласа парать вăл. Криковасем Чăваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Хусанта 2017 çултанпа пурăнаççӗ. Ют çӗрте, паллах, тăван чӗлхешӗн тунсăхлатăн. Çавăнпа вӗсем йăхташсене шырама пуçланă. Туслăх Çуртӗнче иртнӗ чăвашсен мероприятине килсен кунти чăвашсемпе туслашса кайнă та хăйсем те обществăлла ӗçе кӗрсе кайнă. Халӗ Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗнче тăраççӗ.
.jpg)
Хӗрӗ Ольга та ачаран амăше курса чăваш тӗррине ăша хывнă. «Аннерен вăрттăн йӗп тытаттăм та лараттăм кӗтесре аппаланса. Мана ал айӗнчен мӗнле-ха çапла илем тухма пултарни тыткăнлатчӗ ялан. Çапла ку ӗçе хам та кӗрсе кайрăм», – тет Ольга Крикова.
Культура кунӗсем чи пӗчӗккисенчен пуçланни тӗрӗс те пулӗ. Тăван культурăпа йăла-йӗркесене ачаран парса пымасан кайран интереслентерме кăткăсрах.
Мероприятие вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина уçрӗ. Чӗннӗ хăнасен шутӗнче ТР Чăваш наципе культура автономи Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, тутар çыравçи Рахман Шафигуллин, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили пулчӗç.
«Паян эпир сире чăваш тӗррин уявне пуçтартăмăр. Тумтире тӗрлесе чăваш хӗрарăмӗсем чылай çырусем çырнă. Чăваш Ен Пуçлăхӗ 2020 çулта Хушу кăларсах чăваш тӗррин кунне çирӗплетнӗ», – терӗ Сильвия Чаркина мероприятие уçса.
.jpg)
Константин Малышев вӗрентекенсене саламланинчен пуçларӗ хăй сăмахне. Культура кунӗсен пуçламăшӗ шăпах Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекенсен кунӗпе пӗр килчӗ. «Пирӗн тӗп тӗллев – Раççейӗн тивӗçлӗ çыннисене, чăн-чăн патриотсене ӳстересси», – терӗ Константин Анатольевич. Чăваш тӗрри çинчен каласа çапла пирӗн халăх илем патне туртăнса ăна хăйӗн тӗнчекурăмӗнче упраса хăварма ăнтăлнă терӗ. – Сăнаса пăхсан тӗрӗре ту-сăртсене те, хӗвеле те, чӗрчунсене те, пӗтӗмлетсе каласан таврари мӗн пуррине курма пулать. Метафора чӗлхипе мăн асатте-асаннесем килес ăрусене çак тӗнчекурăма парса хăварма тăрăшнă», – терӗ Константин Анатольевич.
.jpg)
Рахман Шафигуллин хăйне чăвашсен пысăк тусӗ тесе палăртаканскер пуçтарăннисене чăвашлах саламларӗ. Тутарпа чăваш халăхӗсен культурисем пӗр-пӗрне çывăххине палăртрӗ.
«Паянхи кун республикăра пурăнакансемшӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Эпир хамăрăн тăван çӗр çинче пурăнатпăр. Эпир чăвашсемпе мӗн авалтан пӗрле Тутарстан çӗрӗ çинче пурăннă. Чӗлхесем те пирӗн çывăх. Чăвашсен хушшинче ман юлташсем питӗ нумай», – терӗ аксакал.
Аслисем тухса калаçнă хушăра чăваш уйрăмӗн вӗренекенӗсем куракансене юрласа савăнтарчӗç – чăвашла та, вырăсла та. Çӗнӗ юрă премьери те пулчӗ çак кун.
Юлашкинчен Константин Малышев ЧНКА Канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин ятӗнчен Людмилăпа Ольга Криковасене Хисеп хучӗсемпе наградăларӗ.
.jpg)
Çакăн хыççăн ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем тӗрлеме сӗтел хушшине вырнаçса ларчӗç. Ачасем чăннипех интересленсе кайрӗç алӗçпе, ашшӗ-амăшӗ килӗсене аран çавăтса илсе тухса кайрӗ шăпăрлансене. Ку йышши мастер-классене татах килӗпӗр-ха тесе çеç ӳкӗте кӗртейрӗç. Юнра пурри тапса тухатех çав вăл.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев