Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Юратнă çыннăмăрсене ылтăн туй ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр

Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнче пурăнакан Анатолий Семеновичпа Лидия Кузьминична ЛАВРЕНТЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа çак кунсенче 50 çул çитрӗ

Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнче пурăнакан Анатолий Семеновичпа Лидия Кузьминична ЛАВРЕНТЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа çак кунсенче 50 çул çитрӗ. Юратнă çыннăмăрсене ылтăн туй ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Сывлăхăр юман пек çирӗп, кун-çулăр уй-хир пек аслă, вăрман пек пуян пултăр. Пире савăнтарса нумай-нумай çул пӗрле сывлăхпа пурăнмалла пултăр сирӗн.
Ылтăн туй ячӗпе саламлатпăр сире –
Килӗшӳллӗн тапайтăр ялан ик чӗре.
Пурнăçра юрату вăй парса-çке тăрсан
Ватлăх тарӗ сиртен аякран-аякран.
Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗсемпе кинӗсем, мăнукӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев