Тӗнчене чăвашлăха хӳтӗлеме килнӗ вăл
Чăваш писателӗ, фольклорист тата этнограф Юркка Иванӗ çуралнăранпа паян, мартăн16-мӗшӗнче, 155 çул çитрӗ. Вăл революцичченхи чăвашсен пӗрремӗш писателӗсенчен пӗри. Хăйӗн пӗрремӗш калавне 1886 çулта çырнă. Произведенийӗсем уйрăм кӗнекен пичетленнӗ. Тӗп ӗçӗсем: халăх юррисен пуххи (пин ытла юрă кӗнӗ), «Указатель этнографической литературы о чувашах», «Ют çӗрти чăвашсем» (Пермь кӗпӗрнинчи чăвашсем), «Чăвашсен...
Чăваш писателӗ, фольклорист тата этнограф Юркка Иванӗ çуралнăранпа паян, мартăн16-мӗшӗнче, 155 çул çитрӗ. Вăл революцичченхи чăвашсен пӗрремӗш писателӗсенчен пӗри. Хăйӗн пӗрремӗш калавне 1886 çулта çырнă. Произведенийӗсем уйрăм кӗнекен пичетленнӗ. Тӗп ӗçӗсем: халăх юррисен пуххи (пин ытла юрă кӗнӗ), «Указатель этнографической литературы о чувашах», «Ют çӗрти чăвашсем» (Пермь кӗпӗрнинчи чăвашсем), «Чăвашсен йăлисем», «Чăвашсем авал епле пурăнни», «Чăвашсен авалхи тӗнӗ» тата ыттисем. Чăваш телевиденийӗ çыравçă çинчен «Юркка Иванӗ» (режиссерӗ В.Ф. Карсаков) фильм та ӳкернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев