16.04 – 22.04. Çăлтăрсем мӗн калаççӗ?
ТАКА 21.III - 20.IV Лайăх эрне, уйрăмах укçа енӗпе. Çăлтăрсем эрне тăршшӗпех укçа кӗрсе тăрасса шантараççӗ. Тахçанах ӗмӗтленнӗ япалана туянма пултаратăр. Харпăр пурнăçа ырă улшăнусем кӗртме тăрăшăр. Вӗренме, канма кайма, паллашусемшӗн те ăнăçлă вăхăт. Çынсемпе хутшăнусем ырă. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере харпăр аталанăва тимлӗх уйăрмалла. Спортзала çӳреме пуçлани...
ТАКА 21.III - 20.IV
Лайăх эрне, уйрăмах укçа енӗпе. Çăлтăрсем эрне тăршшӗпех укçа кӗрсе тăрасса шантараççӗ. Тахçанах ӗмӗтленнӗ япалана туянма пултаратăр. Харпăр пурнăçа ырă улшăнусем кӗртме тăрăшăр. Вӗренме, канма кайма, паллашусемшӗн те ăнăçлă вăхăт. Çынсемпе хутшăнусем ырă.
ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере харпăр аталанăва тимлӗх уйăрмалла. Спортзала çӳреме пуçлани усăллă. Ăмăртусене хăюллăнах хутшăнăр, çӗнтерме шанчăк пур. Имидж пирки шутласа пăхăр, ку карьерăпа улăхма пулăшӗ. Арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсем япăхма пултараççӗ, итлеме пӗлсен хирӗçӳрен хăтăлса юлатăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере хăш-пӗри эзотерикăпа интересленсе кайӗ. Çăлтăрсен вырнаçăвне пăхсан, эсир вăрттăнлăхсем патне туртăнма пуçлани, кăткăс ыйтусен хуравне пӗлме ăнтăлни палăрать. Ку чухне аутотренинг, йога курсӗсене çырăнни пулăшӗ. Юлташсемпе туслăх çирӗпленет. Сывлăх çинчен ан манăр, шăнса пăсăлас хăрушлăх пур.
РАК 22.VI - 22.VII
Ку эрнере мӗн-тӗр çӗннине туяс килет, хăш-пӗри шухăш-кăмăлпа çывăх çынна шыраса çӳрӗ. Тунтикунпа вырсарникунсăр пуçне хăнана кайни хăйне пӗр интерес пулӗ. Пӗр-пӗр пысăк тавлашăва хутшăнма пултаратăр. Эрне паллашусемшӗн ăнăçлă, савни тупас шанчăк пур. Пӗрлехи ӗç юратнă çынпа хутшăнусене çирӗпрех тăвӗ.
АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ума конкретлă тӗллев лартсан, ăна пурнăçлатăрах. Должноçпа ӳстерме, е ӗç укçи çумне хушса пама пултараççӗ. Çак тапхăрта пурте сирӗн тавра çаврăнаççӗ тейӗн, социаллă статус та ӳсет, кунта витӗмлӗ çынсен пулăшăвӗсӗр мар. Сиенлӗ хăнăхусене пăрахма та эрне ăнăçлă.
ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере çӗнӗлле шутламалли лару-тăрăва лекме пултаратăр, ӗлӗкхи мелсем ӗçлемеççӗ. Интереслӗ шухăшлă çынсемпе паллашатăр. Çак тапхăрта ыттисене пулăшма, тӗрев пама тăрăшмалла. Мăшăрсемшӗн хутшăнусене лайăхлатмалли тапхăр. Хăш-пӗр плана улăштарма тивӗ. Урăхла шутлакансемпе чăтăмлăрах пулăр.
ТАРАСА 24.IX - 23.X
Çак тапхăрта сиенлӗ хăнăхусене пăрахăçласа сывă пурнăç йӗркипе пурăнма тытăнма çăмăл пулать. Ӗçре ӗлкӗрейместӗр пулсан, лайăх план тăвăр, кун йӗркине çирӗплетӗр. Эрне тăршшӗпех çивӗч ыйтусене оперативлă татса пама тивет. Мӗн-тӗр тăвиччен малтан аванрах шутлăр.
СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере ӗçлӗ хутшăнусене аталантарма, çирӗплетме тивӗ, çав шутра мăшăрланăва та. Ӗçтешпе е юратнă çынпа пӗр чӗлхе тупма йывăртарах пулнă-тăк, халӗ вӗсене лайăхлатма шанăç пур. Чи кирли - итлеме, килӗшме пӗлни. Çынна шанма пӗлни хутшăнусенчи шайлашăва тавăрӗ.
УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере ӗç нумай, çапах та лартнă тӗллевсене пурнăçласа хăвăрăн чи лайăх енсене кăтартма пултаратăр. Кулленхи кунри тивӗçсем йышланаççӗ. Чирлӗ тăванăра пăхма тивӗ. Юрату фронтӗнче йăлтах аван. Хăшӗсем тинех мăшăрланма шутлӗç.
ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Тӗплӗ те çирӗп кăмăллă Ту качакисене романтикăлла туйăмсем çавăрса илӗç. Хăшӗсем юратса пăрахса творчество патне туртăнӗç. Сăвă çырас, картина ӳкерес текенсем те пулӗç. Талантăрсене кăтартма ан вăтанăр. Тунтикунпа вырсарникунсăр пуçне, концертсемпе куравсене çӳрени усăллă пулӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта ытларах çемьепе, тăвансемпе пулас, кил хăтлăхӗпе йăпанас килӗ. Хăшӗсем хваттере е çурта тирпейлес тейӗç, инçетрен тăванăрсем килме пултараççӗ. Юрату та савăнтарӗ, пӗчченнисен ӗçре е киле кайнă чух питӗ те интереслӗ çынпа паллашас шанчăк пур.
ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере çынсемпе нумай хутшăнмалла пулӗ. Çӗннине, тăванăрсемпе юлташăрсен пурнăçӗнчи çӗнӗлӗхсене пӗлес туртăм вăйланать. Кашни кун кампа та пулин тӗл пулма пултаратăр. Хăш-пӗр çынпа хутшăнусем уйрăмах çывăхланӗç. Вӗренӳшӗн те аван эрне, çăмăллăнах кăткăс материала ăса хыватăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев