Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çак эрнере сăн-пите çеç мар, чуна илемлӗрех тăвас тесе те тăрăшмалла

Эрнелӗх гороскоп 13.03 – 19.03

ТАКА 21.III-20.IV

Çынсемпе хутшăннă чух асăрханулăх чăрмантармасть. Килте мӗн пулса иртнине йăлт каласа памалла мар. Çывăх тăванăрсенчен пӗрин çинчен элек илтетӗр, чӗре çывăхне ан илӗр. Канмалли кунсенче шала кайнă чирсем хăйсем çинчен аса илтерме пултараççӗ, йывăр ан йăтăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Эрнен пӗрремӗш çурринче партнерсемпе питӗ ăнăçлă калаçса татăлма май пулать. Мăшăрăр ырă хыпарпа савăнтарать. Юлташăрсемпе тӗл пулма, клубсене тухма та ăнăçлă вăхăт. Çав вăхăтрах укçа-тенкӗпе асăрхануллă пулăр, çухатасран сыхланăр. Эрне варринче мӗн-тӗр ваннипе тăкакланма тивӗ. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак кунсенче мӗн тумаллине пӗлместӗр: ӗçе мӗнрен пуçламалла, хăш еннелле каймалла, хăш тӗллеве маларах пурнăçлама вăй хумалла... Хăш-пӗр чух хăвăра пач урăхла тыткаламалла, тепӗр чух халичченхи меслетсемпе усă курсах çитӗнӳ тăватăр. Килте усрама чӗрчун туянасшăнччӗ-тӗк, туянăр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Çул çинче те, интернетра та нумай çынпа хутшăнма тӳр килет çак кунсенче. Ăс-хакăла ӳстерес текенсем интереслӗ çынпа паллашаççӗ. Эрне варринче закон хуралçисен умӗнче хăвăрăн чыса хӳтӗлемелле пулӗ. Канмалли кунсене килте ирттерсен аванрах.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Сирӗнтен чылайăшне стресс чăтса ирттерме тивет çак кунсенче. Ку тăванăрсем, пӗлӗшӗрсем кăткăс лару-тăрăва лекнипе çыхăнма пултарать.  Мăшăрăн ăçтан нумай укçа-тенкӗ пулнине эрнен пӗрремӗш çурринче уçăмлатма тăрăшăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Бизнесра та, çемьере те хутшăнусене лайăхлатассипе ӗçлеме тӳр килет. Тахçантанпа сире шухăшлаттаракан çивӗч ыйтусене татса пама меллӗ ку кунсем. Эрне варринче тавлашăва ан кӗрӗр, ырă ятăр кайӗ. Канмалли кунсенче руль умне ан ларăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Пӗрре татса панă ыйтусем патне таврăнма тӳр килет. Эрне пуçламăшӗнче апат йӗркине улшăнусем кӗртетӗр. Тен, пӗр-пӗр диетăпа интересленсе çӗнӗлле апатланас тейӗр. Эрне варринче эмел препарачӗсемпе асăрхануллă пулмалла. Канмалли кунсенче чикӗ леш енчен килнӗ граждансемпе тӗл пулмалла мар. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Юратакансем çак кунсенче туйăмсен авăрне путаççӗ. Эсир пурнăç çине шанса пăхма пуçлатăр. Ыррине ӗненни вăй-хал хушать, йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать. Сирӗншӗн халь чи кирли – çитӗнӳсемпе çырлахса лăпланса лармалла марри, малалла талпăнасси. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Эрнен пӗрремӗш çурринче пӗччен ларса шутлама вăхăт тупмалла. Юлашки кунсенче пулса иртнисене тепӗр хут пуç тавра çавăрса шутлама кирлӗ ку. Çемьепе, тăванăрсемпе хутшăнусене лайăхлатма тăрăшатăр. Кил-çуртăра хăтлăрах тума япаласем туянатăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Пӗлӗшӗрсемпе, юлташăрсемпе курнăçас кăмăл ӳсет. Нумай пӗлекен интереслӗ çынпа паллашас шанăç пур. Çак эрнере дачăна, пикника кайнине çăлтăрсем ырлаççӗ. Сирӗнтен хăшӗсене çын ыйтăвне татса пама тивӗ, ку сирӗншӗн ӳлӗм усă курма кирлӗ опыт пулӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Эрнен пӗрремӗш çурринче пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ. Çак тапхăрта шутланă ӗçсене пурнăçлама ӗлкӗретӗр, тупăш ӳстерме те май пулать. Кӗçнерникунран эрне вӗçленичченех асăрханмалла: е техника ванать, е укçа çухататăр, е çаратма хăтланӗç. Сумлă çынсемпе тавлашăва ан кӗрӗр.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Çак эрнере сăн-пите çеç мар, чуна илемлӗрех тăвас тесе те тăрăшмалла. Тапхăрăн пӗрремӗш çурри ăнăçлăрах иртет. Пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăр.  Халиччен тунă йăнăшсене тӳрлетме питӗ меллӗ вăхăт çак кунсем. Эрнен иккӗмӗш çурринче имидж улăштарма хушмаççӗ çăлтăрсем, ăнăçсăр пулать çӗнӗ сăнар. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев