Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çăлтăрсем яланах систереççӗ пире, вӗсене асăрхама çеç пӗлмелле

Йышăну тунă чух чӗре мӗн каланине илтсе ăспа шутласа илме ӗлкӗрмелле. Халь туйăмăрсене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Ума тӗллев лартма та лайăх çак кунсенче. Хăвăр «кӗрӗк арки йăваласа» лармасан ӗмӗтленнисем пурнăçланаççӗ.

ТАКА 21.III-20.IV

Пӗлӳ пухма аван ку эрнере, улшăнусене йышăнма та хатӗр пулăр. Хăвăра питӗ шанатăр халь, пысăкрах яваплăх илме ан хăрăр. Çывăх çыннăрсене тимлӗх уйăрасси çинчен манмалла мар. Хăюллăн малалла талпăнăр, кану çинчен те ан манăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Профессире те, харкам пурнăçра та çӳлерех çӗкленме ăнăçлă вăхăт. Арçынсен паян тумалли ӗçе ырана хăвармалла мар. Хӗрарăмсен кашни илӗртӳллӗ сӗнӗве йышăнмалла мар – сывлăхăра, ӗçе сиен кӳрӗ. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Ӗçре те, шухăшсенче те йӗрке тума вăхăт çитнӗ. Çапла майпа капланса килнӗ ӗçсенчен хăтăлма май пулать. Çак кунсенче пит пӗлтерӗшлӗ йышăнусем тума тӳр килӗ, анчах хăрама кирлӗ мар çакăнтан. 

РАК 22.VI-22.VII 

Ку эрнере чуна савăнтаракан тӗлпулусемпе савăнăç кӳрекен романтика хумӗ çавăрса илет сире.  Анчах тапхăр-тапхăр пӗччен юлса пулни-иртни çинчен шутлани те кирлӗ. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Пурнăçăрти пысăк улшăнусем шăп çак эрнере пулаççӗ. Ан шикленӗр, ырă çӗнӗлӗхсем çинчен калаççӗ çăлтăрсем. Кил-çуртăра, çемйӗре ытларах тимлӗх уйăрмалла. Тен, интерьера çӗнетме вăхăт? Тӗплӗн çуса тасатма та вăхăт-тăр.  

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Эсир ывăнса çитнине туятăр, анчах алă усса кресло çине лаш! ларма иртерех.  Çийӗнчех пурнăçламалли ӗçсем пайтах сирӗн. Çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтма ан вăтанăр. Харкам пурнăçпа çыхăннă йышăну тунă чух ан васкăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çынпа калаçнă чух асăрхануллă пулăр. Шутламасăр персе янă сăмаха пула хирӗçӳсем сиксе тухӗç, çывăх çыннăрсемпе хутшăнусем пăсăлӗç. Хăвăра лăпкă тытсан, стресран хăтăлма спортпа аппалансан – йăлт аван пулать.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Хăвăрта иксӗлми вăй-хăват туятăр, ырă ӗçсем тунă çӗре ямалла ăна. Ӗçре эсир çаврăнăçуллă, пур ыйтăва туххăмра татса паратăр, интуици нихăçанхинчен çивӗч. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пулса иртеççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Кӗтмен пулăмсемпе пуян ку эрне. Ӗçре сиксе тухакан йывăрлăхсене пула ытти чухнехинчен тимлӗрех пулмалла. Çывăх çыннăрсене ăнланса пӗтерейместӗр, анчах пӗр-пӗрне юратсан, хисеплесен çакăншăнах хирӗçӳ тухмӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ырă улшăнусемпе савăнтарать эрне. Уйрăмах финанс ыйтăвӗсене татса паракансене ăнăçу кӗтет. Таврари çынсене çителӗклӗ тимлӗх уйăрăр. Çыхăнусене çирӗплетме, тахçанхи туслăха çӗнӗрен чӗртсе тăратма лайăх.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Çак кунсенче хăюллă пулăр, çӗнӗ проектсене пуçăннă чух хăвăрăн кандидатурăна сӗнме ан именӗр. Ку тапхăрта  вăй хушăннине туятăр, творчество проекчӗсене пуçланă çӗре, ӗçе тăрăшуллăрах тума ярăр ăна. Çывăх çыннăрсемпе хирӗçме хушмаççӗ çăлтăрсем. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Таврари çынсемпе хутшăннă чух асăрхануллăрах пулăр. Çывăх çыннăрсем çинчен усал сăмах илтсен пӗтӗмлетӳ тума ан васкăр – тен, ку элек кăна? Пуçланă ӗçсене вӗçлеме, финанс ыйтăвӗсене татса пама лайăх эрне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп