Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çăлтăрсем ку эрнене мӗн шантараççӗ?

ПУЛĂСЕНЕ Çăлтăрсем темиçе çынна çитмелӗх вăй-хал параççӗ. ТАРАСАСЕМ пур енӗпе те пуринчен те иртсе кайма тăрăшни ӗçтешсене, пуçлăха та килӗшмӗ.

ТАКА 21.III-20.IV Ку эрнене çемьене халалламалла. Ӗçсене пăрахсах кил ырăлăхӗпе киленӗр. Ӗçре те çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Çитӗнӳ тума пултаратăр. Вăй-хал ӳсет, активлăх нумай. Юратура та савăнăç чикӗсӗр пулӗ. Укçа-тенкӗ тыткаламалăх пур, анчах перекетлӗх çинчен ан манăр.

ВĂКĂР 21.IV-21.V Çак тапхăр пит çăмăллиех мар, уйрăмах хӗрарăмсен килте те, ӗçре те пăтăрмахсем пулӗç. Çывăх çын тарăхтарнипе кашни вак-тӗвекшӗн тăрăнатăр. Наянлăх та пусса илет. Вăй-хала пуçтарса хăвăра улăштарма тăрăшăр. Эрне вӗçнелле инçе çула тухма пултаратăр. Пӗлмен çынсене ан шанăр.  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 22.V-21.VI Ку эрнере çăмăл укçа мӗнле кӗрет, çапла тухса кайнине асра тытмалла. Финанс лару-тăрăвӗ улшăнмасть, енчен те харпăр бюджета алла илме пултарсан, малашне ӳсӗм пулатех. Кивçене парса татăр, унсăрăн çывăх çынсем те шанма пăрахӗç. Ӗçре тытăннă проектсене вӗçлеме тăрăшăр. 

РАК 22.VI-22.VII Вăй-хал тапса тăнипе ăна ăçта хумаллине пӗлместӗр. Проектсем, çӗнӗ ӗç пуçлани ăнать. Юратнă çыннăра тимлӗх çитмест, вăл çавна кăтартмасть пулин те. Малашнехи хутшăнусем сиртен килеççӗ, сăмаха виçсе калăр, тăвайманнине ан шантарăр.

 АРĂСЛАН 23.VII-23.VIII Çак тапхăрта теветкелленме ан хăрăр, укçа-тенке тупăшлă бизнеса хывни ăнать. Çапах малтан лайăх бизнес-план тăвăр, специалистсемпе канашлăр. Эсир пит çӳле кармашатăр, тăрăшнин усси пулӗ, анчах плансене хăвăрта тытăр. Килтисем те сире пулăшӗç, тӗрев парӗç.

 ХӖР 24.VIII-22.IX  Ку эрнере конкурентсем, ăмсанакансем чăрмантарсан та хуть мӗнле йывăрлăха та çӗнтерме пултаратăр. Вӗсем сире хирӗç вăйсăр. Юлташсемпе пӗлӗшсене лайăх сăнăр, вӗсен хушшинче сутăнчăк пур. Анчах кун пирки хăйне ан систерӗр, чееленсе ӗç-пуç çинчен ыйтса пӗлме тăрăшăр. Юратăва пурте пăхăнаççӗ, эсир те кӗтмен çӗртен юратса пăрахма пултаратăр. 

ТАРАСА 23.IX-22.X Пур енӗпе те пуринчен те иртсе кайма тăрăшни ӗçтешсене, пуçлăха та килӗшмӗ. Вӗсем сире каппайчăк вырăнне хурӗç. Çавна пула çухалса кайма, хăвăра шанма пăрахма пултаратăр. Пăшăрханса  ан ӳкӗр, лару-тăрăва виçсе йăнăшсене тӳрлетме тăрăшăр. Патшалăх инстанцийӗсем тăрăх çӳреме вăхăт мар, усси пулмӗ.

 СКОРПИОН 23.X-21.XI Çак тапхăрта çӗнӗ идейăсемпе проектсем канăç памӗç. Вӗсене пуçлăха кăтартма вăхăт çитнӗ. Хăш-пӗр ӗçтеш çилленнӗ те, унăн проекчӗсене  тимлӗх уйăрманнипе. Унпа калаçса илни сирӗншӗн те усăллă пулӗ, тен, пӗрлехи проект çуралӗ? Çемьел­лисен килте йăлтах йӗркеллӗ, тăвансенчен ырă хыпар çитме пултарать. 

 УХĂÇĂ 22.XI-21.XII Ку эрне аван та, начар та мар. Ыркăмăллăхпа чун ăшши енӗпе шăпа тӗрӗслевне иртетӗр. Мӗнле пуласси хăвăртан килет. Çывăх çынсемпе тирпейлӗ пулни авторитета упраса хăварма пулăшӗ. Кирлӗ йышăнусем тума вăй-хала пуçтарма тивӗ. Кăтарту хăвăртан кăна килет. Апат режимне пăхăнмалла, унсăрăн вар-хырăм пăсăлма пултарать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I Ку эрнере кăткăс суйлав тума тивӗ, улшăнусем пулӗç, иккӗленӳллӗ ту­йăм­сем çуралӗç. Çывăх çынна хак па­ма çăмăл пулмӗ, килте кам майлă пулмаллине те пӗлместӗр. Эсир «нейтралитета» упрама тăрăшни хăш-пӗрне килӗшмӗ. Кӗнеке вулăр, искусствăра çӗнӗ юхăм тӗпчеме пуçлăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I- 19.II Çак тапхăрта вăй-халпа хавхалану çăлкуçне тупатăр тейӗн. Çакăнпа усă курса юлăр. Ку ӗçе çывăх çынсене, юлташсене явăçтарсан тата та пысăкрах çитӗнӳ тăваятăр. Кăтарту тӳрех пулмӗ, çапах лартнă вăрлăх шăтса тухатех.  

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III  Çăлтăрсем темиçе çынна çитмелӗх вăй-хал парнелӗç. Хăвăра шанса ӗçлесен хуть те мӗнле çитӗнӳ те тăваятăр. Вак-тӗвекпе вăхăтăра ан пӗтерӗр, пысăк проектсене хăюллăнах пуçăнмалла. Тӗлпулусем, ӗçлӗ калаçусем, кирлӗ документсемпе ӗçлесси ăнса пырӗç. Эрне пысăк юрату валли мар, анчах нимӗн те пӗр вырăнта тăмасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп