Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çитес эрнере (19.03-25.03) мӗн кӗтет?

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере ыттисен проблемисене татса парса вăхăтăра ан пӗтерӗр - хăвăрăн та çителӗклӗ. Ӗçре ӗç парса тултарӗç, ытларикун партнерсемпе çыхăнусем йӗркелеме тивӗ. Эрне варринче канса илсен те юрӗ. Çемьепе пӗрле вăхăта ирттерме тăрăшăр. Канмаллисенче романтикăлла тӗлпулусем ăнаççӗ, юратнă çыннăр савăнтарӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрнере ыттисен проблемисене татса парса вăхăтăра ан пӗтерӗр - хăвăрăн та çителӗклӗ. Ӗçре ӗç парса тултарӗç, ытларикун партнерсемпе çыхăнусем йӗркелеме тивӗ. Эрне варринче канса илсен те юрӗ. Çемьепе пӗрле вăхăта ирттерме тăрăшăр. Канмаллисенче романтикăлла тӗлпулусем ăнаççӗ, юратнă çыннăр савăнтарӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Çак тапхăрта нимӗнле конфликтсем те пулмалла мар, хутшăнусене сӳтсе явмалла мар. Нерв системин çирӗплӗхне тӗрӗслекенсем пайтах пулӗç. Эрне варринче витӗмлӗ çынсемпе тӗл пулатăр, тӗрлӗ сделкăсем тăватăр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ улшăнусемсӗр, çапах преми кӗтме пултаратăр. Эрне вӗçнелле кăткăс лару-тăрăва çакланасран асăрханăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку эрнере ырă çынсем пулăшнипе идейăр­сене пурнăçлама пултаратăр. Харпăр плансене никама та ан пӗлтерӗр, конкурентсем çывăрмаççӗ. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене кӗçнерникун татса пама ăнăçлă, финанс лару-тăрăвӗ лайăхланӗ, ăна кирлӗ çӗре вырнаçтарасси пирки шутлăр. Юратнă çын кӗтмен парне туса тӗлӗнтерӗ.

РАК 22.VI - 22.VII

Харăсах темиçе ӗç тума тивӗ. Вăхăтăра планласа ăна пуш калаçусемпе ан ирттерӗр. Сирӗн идейăсемпе пысăк çынсем интересленӗç, ăнăçу пулатех. Юнкун хутшăнусем йӗркелемешкӗн ăнăçлă кун, уйрăмах савни, мăшăр çуккисемшӗн, анчах ан васкăр. Сывлăхăра тимлӗр, шăнса пăсăлма пултаратăр. Канмаллисенче хăнана кайма тивӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрнере плансене пурнăçлама ăнăçлă самантсем пулӗç, анчах конкурентсем кансӗрлеме пултараççӗ. Официаллă тӗлпулусемпе калаçусемшӗн аван вăхăт, сирӗн илӗртӳлӗх тӗлӗнмелле япаласем тăвать. Укçа-тенкӗпе йывăрлăхсем пулмӗç, перекетленӗ тап­хăрсем хыçа юлӗç. Пурнăçпа киленме, тăванăрсене савăнтарма пӗлӗр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Шалти сисӗме шанăр, йăнăшасран ан хăрăр, ним туманни çеç йăнăшмасть. Кăткăс ӗçсемшӗн ăнăçлă вăхăт, пултарулăхăра асăрхаççех, ӗç укçи çумне хушса тӳлӗç. Азартлă вăйăсенчен асăрханăр. Канмаллисене килтен аякра ирттерни çемьешӗн усăллă пулӗ, туслăх çирӗп­ленӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Çавра çулсем шырăр, ку кунсенче ӗçсем чăхăмлаççӗ. Юлташсемпе ӗçтешсен пулăшăвӗ кирлӗ пулӗ. Ют çӗршыври партнерсем умӗнче пултарулăхăра кăтартма майсем пулаççӗ. Кӗçнерникун укçа енӗпе ăнма пултарать, лотерея илсе пăхăр. Эрнекун хăнасем килсе çитме пултарӗç. Юратуллă тӗлпулусемшӗн вăхăт юлмӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрнере теме те хатӗр пулмалла - ӳкесси те, вӗçесси те пулӗ. Финанс ӗçӗсемшӗн ăнăçлă тапхăр, пысăк укçа илеймесен те лару-тăру лайăхланма тытăнать. Ӗçтешсемпе, пуçлăхсемпе хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ, дипломати пултарулăхӗ кирлӗ пулӗ. Пӗчченнисем тахçанах кӗтнӗ çынпа тӗл пулма пултараççӗ. Канмаллисене килте ирттерӗр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере философ пулма тивӗ, укçапа çыхăннă лару-тăру кăткăсланӗ. Эрне варринче ӗçсем майлашăнма тытăнӗç. Кӗçнерникун усăллă паллашусем пулӗç, тупăшлă контрактсем тăватăр. Çемьери проблемăсене те тимлӗх уйăрмалла, тăвансемпе тимлӗ пулăр. Хăшӗсем канма кайӗç. Савнипе тӗл пулма вырсарникун ăнăçлă.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Теветкелленме ан хăрăр, творчествăлла плансем пурнăçланма тивӗç. Ку эрнере малашлăхшăн усăллă çыхăнусем йӗркелеме пулӗ, анчах конкурентсенчен асăрханăр. Сирӗнпе пысăк çынсем интересленме пултараççӗ. Кӗçнерникун укçапа çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ. Юратура пуçаруллăрах пулăр, мăшăрăра депрессирен туртса кăларма тăрăшăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Пӗр харăсах темиçе çӗре çитме пулмӗ, канма пӗлӗр. Эрне капла аван, ытларикун тахçанхи конкурентсемпе тӗл пулма хатӗрленӗр. Вӗсем ура хураймӗç, çапах вӗсен сăмахне ан шанăр - тӳлевсӗр сыр шăши капкăнӗнче кăна пулнине астăвăр. Çемьепе çыхăннă проблемăсене татса пама тивӗ. Канмаллисене юлташсемпе ирттерӗр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ӗç енӗпе эрне активлă пулӗ, карьерăпа çыхăннă ыйтусене татса пама ăнăçлă тапхăр. Планăрсене хăвăрта тытăр, çынна ан пӗлтерӗр. Талантăрсене кăтартма майсем пулӗç. Финанс сфери лайăхланӗ, усăллă паллашусем йӗркелетӗр. Юратуллă хутшăнусем те телейлӗ пулӗç. Килте ан ларăр, тӗрлӗ мероприятие хутшăнма тăрăшăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев