Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çитӗнӳ пуличчен нумай вăй хумалла, тар тăкмалла

Пурнăçри пулăмсем пӗр ахаль килсе тухмаççӗ. Астрологсем систернине тимлекенсене çăмăлрах: йывăрлăхсенчен пăрăнса юлма ӗлкӗреççӗ.

ТАКА 21.III-20.IV
Пурнăçăра çӗнӗ страницăран пуçлăр. Ку эрнери пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗçсем сирӗн тӗнчекурăмăра тӗпрен улăштарма пултараççӗ. Çăлтăрсем
йышăнусем тунă чух хăюллă пулма хушаççӗ, çав вăхăтрах хăвăра килӗшмен сӗнӳсене хирӗçлеме те пӗлӗр. Профессири хăват ăнăçăва хăй патне туртать, çакăнпа усă курмаллах.

ВӐКӐР 21.IV-20.V
Эрне пуçламăшӗнче çаврăнăçуллăрах пулăр. Харкам пурнăçпа ӗçе пӗр шайра тытса тăма тăрăшмалла. Тахçантанпа пыракан ыйтусене çӗнӗ меслетсемпе татса пама ăнтăлăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче романтикăллă тӗлпулу кӗтет.


ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Кунсем пит хӗрӳ иртеççӗ, çӗнӗрен те çӗнӗ идейăсем пуçа килеççӗ. Ӗçтешӗрсемпе хутшăнни çав тери аван, кирлӗ çынсемпе тӗл пулни пулăшать сире.
Кӗтмен çӗртен укçа-тенкӗ тупăшӗ илетӗр, анчах тăкаклама ан васкăр. 


РАК 22.VI-22.VII
Тавракурăмăра анлăлатма, пӗлӗвӗре ӳстерме пайтах май пулать. Туйăмăрсене çывăх çыннăрсенчен ан пытарăр. Ӗçре йывăрлăхсем сиксе тухсан интуицие шанăр. Çӗнӗ çынсемпе паллашма хатӗр пулăр.


АРӐСЛАН 23.VII-22.VIII
Эрнене позитивран пуçласа питӗ тӗрӗс тăватăр. Эсир илӗртӳллӗ, хӗрӳллӗ пулни çӗнӗ проектсене çăмăллăн пуçлама, çынсене явăçтарма пулăшаççӗ. Ӗçпе хавхаланса çемйӗр çинчен ан манăр.

ХӖР 23.VIII-22.IX
Эсир вак-тӗвеке тимлеме пӗлни çак кунсенче питӗ кирлӗ. Харкам хутшăнусенче пӗр-пӗрне ăнланманни кăмăлăра пăсать, тӳсӗмлӗрех пулăр.
Мӗн-тӗр çӗннине вӗренме пуçлăр, çӗннине хăнăхса хăвăра ытларах хаклăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X
Ку тапхăр çӗнӗ тӗлпулусемпе, социаллă пулăмсемпе асра юлать. Çынсемпе хутшăнма хавас пулăр, çак кунсенче тӗл пулнă çынсем ӳлӗм пурнăçăра витӗм кӳрӗç. Харкам хутшăнусенче тӳр кăмăллă пулăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ку эрнере тимлӗ, хăюллă пулмалла сирӗн. Ӗçре тăрăшнине асăрхаççӗ, пуçаруллăрах пулсан, хăвăр хыççăн ыттисене ертсе кайма пултарсан тивӗçлипе хаклаççӗ. Укçа-тенкӗ тăкаклама тивет

УХӐÇӐ 23.XI-21.XII
Эсир оптимист пулнипе пӗтӗм чăрмава çӗнтереетӗр. Нумай пӗлме юратни, тӗпчеме тăрăшни ӗçре çитӗнӳ тума пулăшать. Çула тухма
май килсен ан хирӗçлӗр, мӗншӗн тесен ку тавракурăмăра анлăлатать.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Çанă тавăрса ӗçе пикенме вăхăт çитрӗ. Çак кунсенче çине тăрса тӗллев патне ăнтăлни пуçланă ӗçсене ăнăçлăн вӗçлесе çӗнӗ проектсене тытăнма май парать. Харкам хутшăнусене тимлӗх кирлӗ.

ШЫВТӐКАН 21.I-19.II
Пултарулăхăра туллин кăтартма хавхалантарать сире ку эрне. Хăйне евӗр идейăрсем таврари çынсене интереслентерӗç, çавăнпа творчество проекчӗсене хута яма питӗ меллӗ вăхăт халь.

ПУЛӐСЕМ 20.II-20.III
Эрне лăпкăн иртет, ку ăс-хакăла аталантарма пулăшать. Сирӗн медитаци техникипе çывăхрах паллашас килӗ, мӗн-тӗр çӗннине хăнăхасшăн пулăр.
Ӗçре вак-тӗвекпе тимлӗрех пулăр. Çывăх çынсемпе хутшăннă чух чунтан калаçăр, кăмăлăра уçăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп