Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çитӗнӳ тума меллӗ тапхăр

Халиччен шутлама хăяйман ӗмӗтсем те пурнăçа кӗреççӗ. Анчах хăйпе хăй, эсир тăрăшмасăрах çапла пуласса ан кӗтӗр. Харпăр пурнăç йӗркеленет, халиччен пăшăрхантарнă хутшăнусем лайăхланаççӗ.

ТАКА 21.III-20.IV 
Эрнен пӗрремӗш çурринче ӗçлӗ тӗлпулусем ăнăçлă иртеççӗ. Харпăр хутшăнусене лайăхлатма та аван вăхăт ку тапхăр. Ялан ывăниччен ӗçленипе, стрессене пула эрнен иккӗмӗш çурринче шала кайнă чирсем çивӗчленес хăрушлăх пур. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Кăткăс ыйтусене татса пама меллӗ кунсем пуçланаççӗ. Халь пулса иртекен ӗçсене эсир ыттисенчен çивӗчрех куратăр, ăнланатăр, çакă сире пулăшать те. Эрнен иккӗмӗш çурринче уйăх тӗттӗмленсе килнипе эмоцисем ирӗке кайса хутшăнусене пăсасран асăрханăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Пӗлӳ илме, вӗренӗве кӳлӗнме эрнен пӗрремӗш çурри ăнăçлă. Наукăра ӗçлекенсен эксперименчӗсем çӗнӗлӗхсем уçӗç. Кӗçнерникунран финанс ыйтăвӗсене татса пама кирлӗ мар теççӗ çăлтăрсем. 

РАК 22.VI-22.VII 
Тапхăрăн малтанхи кунӗсенчех сирӗн чап сарăлать, репутацие ӳстерме шанăç пулать. Çакна тума хăвăрăн ытларах тăрăшмалла теççӗ çăлтăрсем. Оратор пултарулăхне аталантарни авторитет çӗнсе илме май парать.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Юлташăрсемпе тăтăш хутшăнатăр çак кунсенче, ытларах чух телефонпа, паллах, анчах ку туслăхшăн чăрмав мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче çывăх çыннăрсемпе, тăванăрсемпе хирӗçесрен асăрханăр. Çак кунсенче малашлăха плансем тумалла.
ХӖР 23.VIII-22.IX 
Кил-çуртăра хăтлăрах тума тăрăшни сирӗншӗн чун ыйтни. Çав вăхăтрах çемьери хутшăнусем ăшпиллӗ пулни хитре сӗтел-пуканран пӗлтерӗшлӗреххине асра тытăр. Харпăр пурнăç эрне вӗçленнӗ май кăткăсланать. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Тапхăр пуçламăшӗнче романтика туйăмӗсем çавăрса илеççӗ. Пӗчченнисене çăлтăрсем мăшăр тупма май пурри çинчен пӗлтереççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурри йывăртарах иртет — стрессенчен асăрханса çеç ӗлкӗр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Çăлтăрсем сире сывă пурнăç йӗркине пăхăнса рациона тӗрӗс йӗркелемеллине аса илтереççӗ. Ытларах улма-çырла, пахча çимӗç çимелле. Эрнен иккӗмӗш çурринче юратнă çыннăр юнтарнине чӗрене çывăха ан илӗр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Малтанхи виçӗ кун юратнă çыннăрпа хутшăнусем питӗ ăшпиллӗ пулаççӗ. Ӗçлӗ çырусем çӳретме те меллӗ çак вăхăт, анчах укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама хăтланни кăлăхах пулӗ тесе асăрхаттараççӗ çăлтăрсем, теветкелленмелли операцисене ан хутшăнăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Çак кунсенче еткерпе çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ. Юсав ӗçӗ ирттерекенсемшӗн те ăнăçлă кунсем. Кӗçнерникунтан инçе çула тухма хушмаççӗ çăлтăрсем. Пӗлмен çынпа калаçу пуçармалла мар. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Хуть мӗнле ыйтăва татса панă чух та ăнăçу сирӗнпе пулать. Уйрăмах наукăра, спортра çитӗнӳ тума шанăç пысăк. Эрне вӗçленнӗ май ӗçре хастарлăх кăтартмасан сирӗншӗнех аван. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Эрне пуçлансанах сывлăхăр пирки чупкалăр — медосмотр иртӗр, профилактика сиплевӗ çинчен аса илӗр. Килте тăвас ӗçсене эрне вӗçне палăртăр. Юлташăрсемпе сахалрах хутшăнăр, вӗсене пула юратнă çыннăра кӳлешме пуçлатăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп