Çынсемпе паллашма та, пушă вăхăтпа туллин усă курма та ăнăçлă тапхăр
Пӗлӗшӗрсем пулăшнипе укçа-тенкӗрен татăлмастăр е карьера пусмипе улăхатăр. Апата суйласа çимесен ӳт çине шатра тухӗ.
ТАКА 21.III-20.IV
Эрнен малтанхи кунӗсем творчество хумӗ çинче иртеççӗ. Сăвă-калав çырма та ансат халь сире, ăс-тăн вăййисенче эсир чи маттурри пулатăр. Ачасемпе пӗр чӗлхе тупма та, спортпа аппаланма та меллӗ вăхăт.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Тапхăрăн малтанхи кунӗсенче сывлăх çинчен аса илме тивет, чир-чӗре вăхăтра профилактика тумалла. Ӗç çинчен шутласси те ӳсет, нумай ыйтăва татса пама ӗлкӗретӗр çак кунсенче. Хушма ӗç тупас шанăç та ӳсет тапхăр вӗçлениччен.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.Vi
Тунтикунран хăвăра харкам хутшăнусенче питӗ пуçаруллă кăтартатăр. Юратнă çыннăра калаçтараканни, пӗрлехи канăва йӗркелекенни халь эсир пулатăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче вăхăтра шӳтлеме пӗлни ăнăçу кӳрет.
РАК 22.VI-22.VII
Тапхăрăн малтанхи кунӗсенче шухăшăрсем укçа-тенкӗ пирки пулӗç: парăмсем, инвестицисем пирки. Халь хăвăра шанни тӳрре тухать. Эрнен иккӗмӗш çурри еткер ыйтăвӗсене татса парассипе иртет, ăнăçу халь сирӗнпе.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку тапхăр пӗлӳ илме ăнăçлă, уйрăмах ют чӗлхене вӗренме меллӗ вăхăт. Инçет çулçӳреве тухнисене те ăнăçу, телей кӳрет. Спортпа профессионал шайӗнче аппаланакансем ăмăртусене хутшăнса çитӗнӳ тăваççӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Эрнен пӗрремӗш кунӗнче тӗллевӗрсене палăртмалла, ӗçсене пурнăçлама план хатӗрлемелле. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçре çитӗнӗвӗрсене асăрхаса пысăкрах должность сӗнӗç.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Юлташăрсемпе тунтикунранах хутшăнма пуçлăр, эсир вӗсемпе хăвăра çирӗпрех туятăр, пуçарулăх та ӳсет пек. Ку эрнере çӗнӗ çынсемпе паллашса тусăрсен йышне тата ӳстерӗр-ха.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Çăлтăрсем сире пӗр тапхăр пӗччен юлса шутлама хушаççӗ — хăвăр çинчен, малашлăх, пулса иртекен лару-тăрăвăн сăлтавӗсем пирки. Кӗçнерникунтан хирурги операцийӗсене ирттерме меллӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Эрнен пӗрремӗш çурринче эрудицие ӳстерме меллӗ вăхăт пуçланать. Кӗçнерникунран тарăнрах пӗлӳ илме май пулать. Çак кунсенче эсир экспериментсем ирттерме те, наукăна тӗпчеме те, тавракурăмăра анлăлатма та пултаратăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Тунтикунран ытларах тупăш илесси пирки шутлама пуçлатăр. Кунпа çыхăннă харпăр проектсем çине пусăм тăватăр. Пӗр хăвăра çеç шанăр, пур пӗлӗвӗрпе, хăнăхăвăрсемпе усă курăр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çынпа хутшăнса шухăшăрсене калама меллӗ вăхăт сирӗншӗн. Сахал пӗлекен çынсемпе (уйрăмах ют çӗршыв гражданӗсемпе) ан хутшăнăр. Хăвăрăн транспортпа çула тухма кирлӗ мар.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Малтанхи виçӗ кунра çемйӗр, кил-çуртăр çинчен ытларах шутлăр. Халь эсир кил-çурт строительствине пуçăнма та, тӗпрен юсав ирттерме те пултаратăр. Çемьери çынсемпе хутшăнусем лайăхланаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев