Эрне кӗркунне алăкне уçать
Пурнӑçӑн хӑнӑхнӑ çеммине улăштарма тивет. Таврара çӗнӗлӗх сывлăшӗ чӗтренсе тăрать: вӗренӳ çулӗ пуçланать, отпускра вăй пухнă хыççăн хаваспа ӗçе таврăнатпăр. Садра, пахчара çӗнӗ тапхăр – тухăçа пуçтарасси, çӗр лаптăкне çитес çула хатӗрлесси.
ТАКА 21.III – 20.IV
Эрне варринче çын ӗçне тума ыйтӗç. Эсир темӗнле кăткăс ыйтăва та татса пама пултарнине пӗлеççӗ вӗсем. Харкам пурнăçра чылайранпа курман юлташăр килсе тухать, юратнă çыннăрпа кăшт хирӗçнӗ хыççăн мирлешетӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикунранах улшăнăва сисетӗр, анчах вăл таврара пулса иртекенни мар, хăвăртан пуçланаканни. Творчество ӗçӗпе аппаланма пуçлатăр, кил-çурта тирпейленӗ чух та, ӗç вырăнӗнче те сисӗнет çакă. Эсир илеме çивӗчрех курма тытăнатăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне тăршшӗпех лабиринтран тухма хăтланнăн туятăр хăвăра – ыйту çине ыйту, пӗр ыйтăвне хуравлама хăтланни тепӗр ыйту çуратать. Çак кунсенче интуицие ытларах тимлемелле.
РАК 22.VI – 22.VII
Туйăмсен тыткăнӗнче ирттеретӗр эрнене: пӗччен юлса шухăшлас тенӗ çӗртенех çывăх çыннăрсене тимлеме пуçлатăр. Харкам пурнăçра тапхăр-тапхăр ностальгие парăнатăр – тахçанхи сăнӳкерчӗксен альбомне сехетшер пăхса ларма хатӗр.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Сирӗн кашни сăмаха, хусканăва, ӗçе тимлеççӗ тата мӗн тавассине кӗтсе ытараймасăр сăнаççӗ. Ӗçтешӗрсем сирӗн идейăсене хавхаланса йышăнаççӗ. Çак кунсенче тахçанхи парăма тавăрса параççӗ.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Тăрăшса ӗçлемелли кунсем, кашни пӗчӗк ӗçе сирӗнсӗр пуçне никам та тӗплӗн тăваймӗ. Хутпа ӗçлекенсен хăш-пӗр документа темиçе хут пăхса тухма тивет. Эрне варринче хăвăр çинчен тиркесе калаçнине илтетӗр, кăмăлăра ан хуçăр – ăмсаннипе çапла калаççӗ.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çак кунсенче эсир кăткăс лару-тăрура: çирӗп йышăну та тумалла, килӗшӗве те сыхласа хăвармалла. Кашни кун сирӗнтен сапӑрлӑх кӗтет, компромисс тупма пӗлнине тӗрӗслет. Эсир итлеме çеç мар, илтме те пӗлнине юратнă çыннăр тивӗçлипе хаклӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Шалти туйăмсем, кӳренӳсем вăранса çиеле тухаççӗ, çăпан пек кӳпчесе шăтаççӗ тейӗн. Çакна чăтма йывăр пулӗ, анчах кайран чун çăмăлланӗ. Ӗçре ку эрнере уйрăмах тимлӗ пулмалла. Сирӗн интуици вăйлă, анчах ăна çак кунсенче шанмалла мар.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ирӗклӗх, вӗçӗ-хӗррисӗр инçет чӗнет сире. Тен, шутламан çӗртен пӗрер енне ларса каймалла, халиччен пулман çӗршывсенчи çынсемпе хутшăнмалла? Çăлтăрсем тупăш илессе систереççӗ, анчах укçана ӗçе хывма ан васкăр, вӗреннӗ çӗре е çулçӳреве ярăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрне çине тӑрса ӗçлемелли, авторитета çирӗплетмелли тапхăр пулӗ. Ӗçре кӑткӑс проект, пуçарӑва хӑвӑр алла илме ан хӑрӑр. Сывлӑха тимлӗх уйӑрни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулӗ: ӗç графикӗ тачӑ пулсан та шăмшака çемçетме хусканусем тумалли çинчен асрах тытăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çак кунсенче питӗ кăсăк çынсемпе тӗл пулатăр, вӗсен шухăшӗсем сирӗн тавракурăма тӗпрен улăштараççӗ. Финанс ыйтăвӗсене те çӗнӗлле татса паратăр – инновациллӗ е пӗрлехи проектсене хутшăнатăр е пӗр-пӗр ӗçе укçа хыватăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Туйӑмсен юхӑмне путни чӑнлӑхпа ӑс-хакӑл хушшинчи чикӗсене курма пулăшать. Пуçлăхпа уççăн калаçни сире шанăç кӳрӗ. Эрне варринче пултарулăх ӗçӗпе аппаланас килӗ, тахçан шутланă калава çыратăр, пуçланă картинăна вӗçлетӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев