Тахçантанпа пыракан хирӗçӳ çивӗчленет. Хутшăнусем мирлӗ пулччăр тесе нумай вăй хума тивет сирӗн. Çак кунсенче хăнасем кӗтӗр — е тăванăрсем килсе çитеççӗ, е юлташăрсем.
ТАКА 21.III-20.IV
Тунтикунри хирӗçӳсен сăлтавӗ — тахçантанпа татса паман ыйтусем. Халь сирӗн хутшăнусенче консервативлă, кăнттам пулмалла мар. Кӗçнерникунранах лару-тăру лайăх енне улшăнать. Çемьере пӗр-пӗрне ытларах шанатăр, шел, çак вăхăтрах сывлăх хавшани палăрать.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Эрнен пӗрремӗш çурринче çăлтăрсем сире ăнсăртран тӗл пулнă çынпа романтикăлла хутшăнусене кӗресрен асăрхаттараççӗ, çитменнине тата хăвăр çемьеллӗ пулсан.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Планетăсене тинкеререх пăхсан ку эрнере ӗçӗрте лару-тăру кăмăлăра хуçасси паллă: пуласлăх иккӗленӳллӗ, ирӗклӗх çителӗксӗр. Анчах лару-тăрăва улăштарма хăтланни пулăшаймӗ. Татах йăнăшатăр.
РАК 22.VI-22.VII
Харкам хутшăнусенче эрнен пӗрремӗш çурринче манма пуçланă сурансем çивӗчленеççӗ. Шел те, кăмăла хуçакан ыйтусене татса пама май килмест халь, мӗншӗн тесен эсир пӗр-пӗрне ăнланмастăр. Эрне вӗçӗнче çула ан тухăр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Эсир килӗшмесӗр хирӗçлени çак кунсенче çирӗп туслăха та аркатма пултарать. Эрне вӗçлениччен еткерпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет. Ипотекăпа, пысăк кредитсемпе çыхăннă ӗçсене ăнăçлăн вӗçлетӗр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Тунтикун — юнкун вăл е ку енӗпе сирӗн пӗлӳ çителӗксӗррине кăтартать. Кулянма кирлӗ мар, пӗлӳ ӳстерме тытăнмалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче ăнăçу сирӗнпе пулать.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Эрнен малтанхи кунӗсенче хăвăр мӗн шутланине пурнăçлама кăткăссине ăнланса илетӗр. Анчах ку пуçа усмалли, хурланмалли сăлтав мар, астăвăр. Кирлех-и сире çитӗнӳ тума васкани? Тен, утăм хыççăн утăм туса васкамасăр тӗллевӗр патне çывхармалла?
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Тапхăр пуçлансанах юлташăрсемпе укçа-тенкӗ енчен уçăмлăх кирли сисӗнет. Çакăнпа çыхăннă ыйтусене халех, тӳрӗ кăмăлпа татса памалла. Харкам хутшăнусенче эрне вӗçленеспе пӗрлехи интерессем пысăк вырăн йышăнаççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Пулса иртнӗ хурлăхлă пулăмсем татах асăра килсе кăмăлăра хуçӗç. Çăлтăрсем сире мӗн пуррипе çырлахма хушаççӗ, пулни-иртнине манăçа хăварăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче кăткăс ыйтусене çăмăллатма май пулать.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Сирӗн канашсене, сӗнӳсене, асăрхаттарусене çывăх çыннăрсем ытлашши çывăха илеççӗ. Тӗрӗссипе кунта чăн сăлтавӗ хăвăрта. Хăвăра сăнăр, ытла çирӗп ыйтмастăр-и вӗсенчен?
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Пурнăçра пуриншӗн те тӳлемеллине çак кунсенче лайăх ăнланса илетӗр. Тӗлсӗр тăкакланнисене аса илсе ӳкӗнетӗр, анчах иртнине тавăрма çук. Пӗтӗмлетӳсем туса ӳлӗм çакăн пек йăнăшсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче укçа-тенкӗпе типтерлӗрех усă курма вӗренетӗр. Çакна тума умма пурнăçланма пултаракан тӗллев лартмалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Тунтикун-ытларикун пулса иртекен кăмăла хуçакан ӗçсем эсир кун йӗркине тӗрӗс палăртманнипе çыхăннă. Сирӗн ăна улăштармах тивет, анчах васкама кирлӗ мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче юлташăрсенчен нумай çӗнӗ хыпар пӗлетӗр.
Нет комментариев