Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрне улшăнусем хатӗрлет

Арăслансен тем пек курнăçланас килсен те хăйсене алăра тытма пӗлмелле. Унсăрăн авторитета пăсма мар, ята яма пулӗ.

Така 21.III – 20.IV

Тинех хăвăра хăнăхнă пек тыткалама пултаратăр: ыттисене кирлӗ пек тумалла мар, çын кӗтнине тивӗçтермелле мар. Ӗçсем çăмăллăн пурнăçланӗç. Ку эрнере карьерăпа мала кайма, пуйма, пулăшу кӳме пултаракан çынсемпе паллашма пултаратăр. Çемье валли вăхăт тупăр, тавлашуллă самантсене пусарма пӗлӗр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Ку эрнере харпăр потенциала уçма пултаратăр. Улшăнусен вăхăчӗ, ӗç енӗпе нумай сӗнӳ илетӗр. Çапах йышăнупа ан васкăр. Кун пек чух мӗн-тӗр кирлине асăрхамасăр юлма пулать. Ӗçтешсемпе тимлӗ пулăр, критикăна йышăнма пӗлӗр. Ку тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулăшӗ. Канмаллисенче кил валли усăллă япала туянма тăрăшăр. 

ЙӖКӖРЕШсем 21.V – 21.VI

Çак тапхăрта нумай ырри, романтикăлла тӗлпулусем пулӗç. Кам-тăр сире чунтан юратнине пӗлтерӗ, хатӗрленӗр. Эрне варринче ӗç енӗпе хăюллă шухăшсем çуралаççӗ. Кӗтмен çӗртен хăнасем килме пултараççӗ. Ӗçре те, килте те, çулçӳревсенче те ăнăçу малта пырӗ.

Рак 22.VI – 22.VII

Ӗçпе çыхăннă шухăшсене пурнăçлама сире шанчăклă тус кирлӗ. Вăл тупăнать. Çăлтăрсем таврари çынсене тимлӗрех сăнаса чунпа хăвăра çывăххине асăрхама сӗнеççӗ, вăл тахçанах çумра çӳрет. Эрне пуçламăшӗнче шалти туйăма илтме пӗлӗр. Пуçлăхсен шахвăртса каланине тимлӗр. Ӗçтешсен хушшинчи авторитет ӳсет.

АрĂСЛан 23.VII – 23.VIII

 Ыттисене критиклеме питӗ юрататăр та хăвăрăн çитменлӗхсем çине вара куç хупатăр. Чарăнма пӗлӗр, унсăрăн авторитетăра пăсатăр. Ытларикун тавлашуллă лару-тăрăва явăçтарасран асăрханăр. Эрне варринче малашлăха плансем туса хурăр. Канма вăхăт тупăр, унсăрăн сывлăх япăхма пултарӗ.

ХӖр 24.VIII – 23. IX

Малашлăхшăн усăллă пулакан ӗç суйларăр-тăк – çулран ан пăрăнăр. Ӗç дисциплинине çирӗп тытăр, кая ан юлăр, тӳрре тухма ан шутлăр. Эрне варринче хирӗçӳсем тухас шанăç пысăк, провокацисене ан парăнăр. Идейăсене практикăпа çыхăнтарса ӗмӗте пурнăçлама май пулӗ.

ТАраса 24.IX – 23.X

Ку эрнере харпăр илӗртӳлӗх вăйне туллин туйса илетӗр. Çынна итлеме пӗлни авторитетăра ӳстерӗ. Сирӗн сӗнӗвӗр ӗçтешӗрсене теветкеллӗ пек туйăнсан та çапах вăл кăна лару-тăрăва çăлса хăварӗ. Эрне вӗçнелле ыттисен проблемисене хăвăр çине ан илӗр. Хушма ӗç илнипе канмаллисенче кӗтнӗ кану пулмӗ.

Скорпион 24.X – 22.XI

Ку эрнере мӗн шутлани йăлт пурнăçланса пырӗ, çитӗнӳ тăватăр. Хуть мӗнле лару-тăрура та хăюлăх, активлăх, йышăнăва хăвăрт тума пӗлни кирлӗ пулӗ. Пуçлăхсем сирӗн идейăсене ырласа йышăнӗç, пысăкрах должность сӗнме пултарӗç. Юлташсемпе тӗлпулни, çӗнӗ шухăшсем, юрату пурнăçа савăнăçпа тултарӗç.

УхĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Çак кунсенче харпăр аталанăвăн çӗнӗ тапхăрне пуçлама юрать. Хăюллăнах çӗнӗ ӗçе пуçăнăр. Пуçаруллă пулни укçа-тенкӗ лару-тăрăвне самай çирӗплетӗ. Ăнăçу сирӗн енче. Эрне вӗçнелле тепӗр хут тӗл пулма шутламан çынна курма пултаратăр, çапах сире кирлӗ пулăшăва шăпах вăл парӗ.  

Ту ка­чаки 22.XII – 20.I

Çак тапхăрта ку çулти чи пысăк проблемăсене палăртса ăнăçлă татса пама май пур. Харпăр плансене пурнăçлама çине тăма тивӗ. Ӗçсене лăпкăн, хӗвӗшмесӗр, пысăк ӗçченлӗхпе тусан карьерăпа ӳсме шанăç пулать. Кӗтнӗ çитӗнӳ пулатех. Тахçанах кӗтнӗ хыпара илетӗр. Пурнăçра улшăнусем пулса иртӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Ку эрнере тинех тахçанах ӗмӗтленнӗ ӗçе пуçăнма пултаратăр. Кăмăла пăсакан вак-тӗвексем пулӗç, анчах вӗсем хăвăрт иртсе кайӗç. Пуçлăхпа кăмăллах мар калаçу пулӗ, вăл конкретлă йышăнупа вӗçленӗ. Ытлашши ан пăшăрханăр, çăлтăрсем сире хӳтлӗхсӗр хăвармӗç. Канмаллисене тăвансемпе ирттерӗр.  

ПулĂсем 21.II – 20.III

Канушăн питӗ лайăх эрне, шăп халӗ отпуск илме вăхăт. Çулçӳревре интереслӗ паллашусем пулӗç. Ӗçре иккӗлле лару-тăрăва лекме пултаратăр. Пуçлăхсемпе ан тавлашăр. Эрнекун карьерăшăн, творчествăлла ӳсӗмшӗн питӗ те лайăх кун пулӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп