Эрне варринче сире кăмăлсăрлантаракан пăтăрмахсенчен чылайăшӗ хăйне-хăйех пӗтет
Эрнелӗх гороскоп 19.12 – 25.12
ТАКА 21.III-20.IV
Эрне пуçламăшӗнче таврари çынсемпе асăрхануллă пулмалла. Пур пӗлӗшпе те харкам пурнăçăра сӳтсе явма, планăрсем çинчен каласа пама кирлӗ мар – ятăр кайӗ. Эрне варринче интереслӗ çынпа паллашатăр, ку тавракурăмăра анлăлатӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Эрне пуçламăшӗнче пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса памалла пулать. Çӗнӗ çула парнесем туянма хальлӗхе бюджетăр чухăнрах, анчах эрне варринче лару-тăру лайăхланать: е тусăрсем кивçен укçа парӗç, е мăшăрăр преми илӗ. Эрне вӗçӗнче хăнана чӗнӗç, килӗшӗр. Вӗренекенсемшӗн тапхăр ăнăçлă.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Çемьеллисен тапхăр пуçламăшӗнче мăшăрӗпе тавлашмалла мар. Эрне варринче сире кăмăлсăрлантаракан пăтăрмахсенчен чылайăшӗ хăйне-хăйех пӗтет. Çакăнта çемье юлташӗ лару-тăрăва лайăхлатма тăрăшни те пулăшать ахăртнех. Ку эрне юратнă çынпа клуба, театра тухма меллӗ вăхăт.
РАК 22.VI-22.VII
Эрне пуçламăшӗнче сирӗн ирӗк чакать – сывлăхăр хавшанипе-и, çынсен кăмăлӗнчен иртейменнипе-и, укçа-тенкӗ ыйтăвӗ чарса тăрать-и – кашнин хăйӗн сăлтавӗ. Апла пулин те эрне варринче эсир чăрмавсене çӗнтерсе ума лартнă тӗллевсем патне хăюллăн çывхаратăр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Эрне пуçламăшӗнче юлташăрсемпе, юратнă çыннăрпа хутшăнусем япăхаççӗ. Эрне варринче ку ыйту хăйне-хăйех пӗтет. Халь дискотекăна кайма та, хăна тăрăх çӳреме те лайăх вăхăт. Ачисем ашшӗ-амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарӗç. Сирӗн вара çакăншăн ырласа пӗр-пӗр театра е цирка илсе каймалла вӗсене.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Эрне пуçламăшӗнче килте хăвăра канăçлăн туймастăр. Аслă çулсенчи тăванӗсемпе пурăнакансене уйрăмах кăткăс пулӗ çак кунсенче, сăлтавсăрах хирӗçӳсем тухӗç. Юсав ӗçӗсене пуçăнмасан лару-тăру лăпкăрах пулӗ. Эрне варринче çемьене тăнăç, савăк пурнăç таврăнать.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Тунтикунранах хӗвӗшӳ пуçланать. Тăванăрсем, юлташăрсем пулăшу ыйтса тӗллевӗрсенчен пăраççӗ. Эрне варринче юратнă çыннăр тӗлӗнтерет, савăнтарать. Халь мăшăрăрпа тăванăрсем патне, юлташăрсем патне хăнана кайма меллӗ вăхăт. Эрне вӗçӗнче кил-çуртăрта юсав тытăнсан аван.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене тунтикунах татса пама тытăнмалла. Çӗнӗ çул çывхарнă май туянмаллисем нумай, укçа çителӗксӗр пуласран шикленетӗр. Ку тарăхтарать. Хăвăра парне тума ан манăр. Çемьеллисен ачине пукане театрне е цирка илсе каймалла.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Эрне пуçламăшӗнче мăшăрăрпа хутшăнусем япăхаççӗ. Юратнă çыннăр сире сахалрах тимлӗх уйăрнă пек туйăнни çакăн сăлтавӗ. Юнкун, кӗçнерникун яланхи сăнара улăштарас тейӗр. Эрне вӗçӗнче кил-çуртăра хăтлăх кӳме мӗн-тӗр туянмалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Сывлăхăра тимлӗх уйăрмалли çинчен астутараççӗ çăлтăрсем. Эрне варринче пӗр тапхăр пӗччен юлса чунпа канмалла. Юнкун, кӗçнерникун килте ӗç тума лайăх, эрне вӗçӗнче пӗлӗшӗрсем ырă хыпарпа савăнтараççӗ. Çак эрнере сирӗн питӗ пултаруллă, хăйнеевӗрлӗ çынпа паллашма тӳр килет.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Эрне пуçламăшӗнче кану учрежденийӗсене çӳреме хушмаççӗ çăлтăрсем – пăтăрмах сиксе тухӗ. Çемьеллисен ачине тимлемелле – сирӗнтен айăпне пытармасть-и? Эрне варринче хăнана чӗнӗç е корпоратив пухӗç, айккинче ан юлăр. Эрне вӗçӗнче шăв-шавран аякрах пулăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Пысăк тӗллеве Çӗнӗ çулччен пурнăçлама палăртнă пулсан та халран кайиччен ӗçлемелле мар. Эрне варринче шутланисем хăйсемех пурнăçа кӗрӗç. Çак кунсенче сире е пысăкрах должность сӗнӗç, е шалăва ӳстерӗç. Электрон техники туянма меллӗ вăхăт ку тапхăр. Эрнене юлташăрсемпе пӗрле вӗçлӗр. Эсир ӗмӗтленнисенчен хăшӗ-пӗри çак канмалли кунсенчех пурнăçланас шанăç пур.
Евдокия Егорова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев