Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрне варринче чун хавалӗ кăшт чакать, кăшт канса илсен те вырăнлă ку вăхăтра

Эрнелӗх гороскоп  21.02 – 27.02

ТАКА 21.III – 20.IV
Пӗтӗмӗшле илсен ку тапхăр сирӗншӗн кăмăллăн иртсе каять, эрне пуçламăшӗнчи пӗр май пыракан ӗçсем те кăмăлăра пусараймӗç. Кӗçнерникунпа эрнекун чи ăнăçлă кунсем, хушма укçа ӗçлесе илме май тупăнӗ çак кунсенче е тата мӗнле-тӗр шанăç килсе тухӗ. Канмалли кунсенче ӗçлеме хушмаççӗ çăлтăрсем – халсăр пулса чире каясран асăрханăр. Хаклă япала туянассине те урăх вăхăта палăртмалла.   

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Скорпион паллинче катăлса пыракан уйăх Вăкăра сывлăха ытларах тимлӗх уйăрма хушать. Хăвăра кăшт япăхрах туйсанах ӗç калăпăшне çăмăллатăр, нарăсăн 21-23 мӗшсенче уйрăмах шута илӗр асăрхаттарнисене. Эрнене вак-тӗвек ӗçсемпе ирттерни кăмăлăра та лайăхлатӗ, сывлăхăра та сиенлемӗ. Канмалли кунсенче укçа-тенкӗ енчен тупăш илме ансат пулӗ.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Хӗлӗн юлашки эрни кăткăс иртет. Сывлăх хавшани те сисӗнет, ӗçӗ те кал-кал пымасть. Çак тапхăрăн малтанхи пайӗ кичемлӗхпе аптраса иртет, эрне вӗçӗнче уйăх Ухăçă паллине кӗрет те сирӗн лару-тăрăва сиен кӳрет: шутласа хунисене пурнăçлаймастăр, çынсемпе тавлашса-хирӗçсе пӗтесрен сыхланăр. Çавăнпа яваплă ыйтусене ку эрнере татса пама кирлӗ мар. 

 

РАК 22.VI – 22.VII
Малтанхи виçӗ кун савăнмалли тупăнсах тăрать, пӗччен Раксен Турă çырнипе тӗл пулма шанăç пур. Çемьеллисем çывăх çыннисемпе хутшăнусене лайăхлатаççӗ. Эрне вӗçӗнче лару-тăру пач улшăнать – кăшт тавлашуранах пысăк хирӗçӳ тухас хăрушлăх пур. Тăванăрсемпе хутшăннă чух чăтăмлăрах пулăр.

 

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çанна тавăрса ӗçлеме вăхăт çитнӗ, лару-тăру  çине-çинех тупăнса пырать. Тӗпрен илсен ку Арăслансен харкам пурнăçӗпе çыхăннă. Çывăх çыннăрсемпе пӗр-пӗрне ăнланасси кăткăсланать, çакна пула хирӗçӳсем сиксе тухаççӗ. Çак эрнере çăлтăрсем  сире çӗнӗ çынсемпе паллашма хушмаççӗ, уйрăмах çемье çавăрас тӗллевпе (нарăсăн 25-мӗшчен тăхтăр).      

 

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Эрнен пӗрремӗш çурринче эсир питӗ хавхалануллă. Уйăх катăлса пыни те вăй-халăра чакараймасть, ик алăра ӗç вӗресе тăрать. Темӗнле кăткăс ыйтăва та татса паратăр çак кунсенче, пур çӗре те ӗлкӗретӗр, туххăмрах пӗтӗм ӗçе вӗçлетӗр. Укçа-тенкӗ пирки савăнăçлă хыпар килӗ. Анчах эрнекун питӗ асăрханăр – улталанса çын мăшкăлӗ ан пулăр.
 
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку тапхăрта сирӗн ӗçре çитӗнӳ тума май пур, укçа-тенкӗ енчен юп куратăр. Эрнипех Тарасасем вăй-хал хушăннине туяççӗ, чун хавалӗ пит пысăк  – темӗнле  пысăк ӗçе кӳлӗнме хатӗр. Суту-илӳ ӗçӗсене çăлтăрсем эрнен пӗрремӗш çурринче  ирттерме сӗнеççӗ. Канмаллисенче пӗччен вăхăт ирттерни çывăх çыннăрсемпе хутшăннинчен аванрах пулӗ ку тапхăрта.

 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Хӗлӗн юлашки эрни питӗ ăнăçлăн иртет сирӗншӗн. Шутланине пӗр шикленмесӗр пурнăçлама тытăнăр. Çак тапхăрта пуçăннă кашни ӗç савăнăç парнелӗ Скорпиона, хутшăнусем пирки те çакнах каламалла. Пысăк япала туянма та меллӗ вăхăт халь. Канмаллисенче çын çине тухăр – унта ӗçлӗ çынсемпе паллашма, усăллă калаçусем ирттерме пулать.
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере эсир профессипе, финанссемпе çыхăннă ыйтусене çăмăллăнах татса паратăр. Карьерăра та, бизнесра та çитӗнӳсем тума меллӗ вăхăт. Хăйӗн ӗçне уçма хатӗрленекенсене çăлтăрсем кӗçнерникун е эрнекун çине пусăм тума сӗнеççӗ. Укçа-тенкӗ хывса юп курас текенсене канмалли кунсемпе усă курма сӗнетпӗр. Питӗ асăрхануллисен лотерея билечӗ те пулин туянмалла. Харкам пурнăçра улшăнусем çук.  

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрнен пӗрремӗш çурринче тусăрсенчен пулăшу ыйтмалла, вӗсем панă канаша ăса илмелле. Эрне варринче чун хавалӗ кăшт чакать, кăшт канса илсен те вырăнлă ку вăхăтра. Канмаллисем вара Ту качакине чăннипех савăнтараççӗ, кӗтмен ырă парнесем кăмăла килӗç.

 

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Эрнен пӗрремӗш çурринче уйăх Скорпион паллинче пулнине астуса финанс ыйтăвӗсене татса пама тăхтамалла. Тимлӗх чакнине пула пысăк йăнăш тăвасран сыхланăр. Ӗçтешӗрсемпе, пуçлăхăрпа тавлашма меллӗ вăхăт мар. Эрнекун юлташăрсемпе вăхăта ирттерни стресран хăтăлма май парӗ. Канмаллисене лăпкă лару-тăрура канса ирттермелле.
 
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Укçа-тенкӗпе, ӗçпе çыхăннă ыйтусене татса пама ăнăçлă эрне. Ӗç шыракан Пулăсемшӗн лайăх вăхăт. Кӗтмен тупăш илесси те çак эрнерех. Кӗçнерникун укçа-тенке çирӗп тытăр, ан тăкаклăр. Ӗçтешӗрсемпе ан тавлашăр. Канмаллисене юлташăрсемпе ирттерӗр, кану кăмăлăра çӗклӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев