Эрне вӗçлениччен мирлешессе шантараççӗ çăлтăрсем
Эрнелӗх гороскоп 05.12 – 11.12
ТАКА 21.III-20.IV
Вӗренӳпе карьерăн пысăк тимлӗх уйăракансене ку тапхăрта ырă улшăнусем кӗтеççӗ. Çакă сирӗн репутаци çине те витӗм кӳрӗ, çын çинче сумăра та ӳстерӗ.Тунтикун таврари çынсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр сире. Хăвăра питлекенсенчен, тиркекенсенчен пăрăнса çӳрӗр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Çак кунсенче инçе çула тухма тӳр килӗ, ӗçпе-и, турист пек-и, кăна çăлтăрсем палăртмаççӗ. Çулçӳреве тухма самай пысăк укçа кирлӗ пулать, укçа-тенкӗ ыйтăвне çăмăллăнах татса паратăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче, мăшăрăр сирӗнтен темӗн пытарать пек туйăнать. Юратнă çыннăр хăйне пит ирӗклӗ тыткалани çапла шутлаттарать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Партнерпа укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса парсах эрне иртсе каять. Енчен те эсир унпа тахçанах тату пурăнмастăрччӗ-тӗк эрне пуçламăшӗнче хирӗçсех каятăр. Сăлтавсенчен пӗри – япала туяннă чух мăшăрăрпа канашлама тивет. Эрне вӗçлениччен мирлешессе шантараççӗ çăлтăрсем.
РАК 22.VI-22.VII
Мăшăрăрпа хутшăнусене çирӗплетессипе ӗçлӗр, мăнкăмăллă ан пулăр. Тен, мăшăрăр йывăрлăхра, сиртен пулăшу кирлӗ. Тунтикун, ытларикун сывлăхăра тимлӗх уйăрăр. Вăй-халăра упрăр, эрне вӗçӗнче юратнă çыннăрпа хутшăнусем япăхаççӗ.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку эрнере çывăх çыннăрсене ытларах тимлӗх уйăрăр. Романтикăллă хутшăнусенче туйăмăрсене çеç кăтартни сахал. Савнă çыннăн ӗçӗсемпе интересленӗр, тен, ăна пулăшу кирлӗ. Апат çинӗ хыççăн чашăк-кашăк çуни те хутшăнусене лайăхлатӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Çемьеллисен ку эрнере кил-çурта хăтлăрах тăвассипе аппаланмалла. Тен, ачăра хăйне пӗр пӳлӗм кирлӗ е сӗтел-пукан туянмалла ун валли. Çав вăхăтрах эрне пуçламăшӗнче çемьери лару-тăру çивӗчленет. Эрне вӗçӗнче харкам машинăпа çула тухмалла мар. Кӳршӗсемпе шăв-шав тухасса систереççӗ çăлтăрсем.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Ку эрнере тăванăрсемпе, пӗлӗшӗрсемпе нумай калаçма тӳр килет. Хваттере приватизацилеме меллӗ вăхăт халь, пурăнмалли çурт-йӗр туянма та лайăх. Хваттерте сӗтел-пукана вырăнтан вырăна куçарнине те ырлаççӗ çăлтăрсем. Тунтикун, ытларикун çула тухмасан лайăхрах. Канмалли кунсенче çынна кивçен укçа памалла мар.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Суту-илӳ тума ăнăçлă эрне ку сирӗншӗн. Тунтикун е ытларикун укçа-тенкӗ ыйтăвӗ çивӗччӗн тухса тăрать ума. Канмалли кунсем çывхарнă май сывлăх йăшни сисӗнет. Пӗтӗмӗшле илсен çак тапхăрта сирӗн услам тăвас пултарулăхăра аталантармалла.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Эрне пуçламăшӗнче партнерпа шухăшсем пӗр килмеççӗ. Çемьеллисен çивӗч ыйтусене тапратмалла мар. Ку эрнере пуçланă ӗçсене лăпкăн, васкамасăр вӗçлемелле. Айккинчен пăхса тăракансем критиклесен те, васкатсан та хăвăртан ан иртӗр. Эрне вӗçӗнче романтикăлла тӗлпулу кӗтет сире.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Çак кунсенче вăхăта пӗччен юлса шăплăхра ирттермелле. Тăп чарăнса тăрса хăвăр çине, тавралăха пăхса пӗтӗмлетӳсем тума вăхăт çитнӗ. Йога, медитаци, мантрăсем, кӗлӗсем вуламалла. Тунтикун, ытларикун сывлăхăра тимлӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Харкам ирӗклӗх сирӗншӗн нихăçанхинчен пӗлтерӗшлӗрех. Юлашки вăхăтра хăвăра ирӗкре мар пек туйнăран пулӗ. Те çакă чирпе çыхăннă, те çынпа. Канмалли кунсем çывхарнă май хăвăрăн машина çинчен обществăлла транспорт çине куçса лармалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ку эрнере тахçантанпа ӗмӗтленни пурнăçланать. Пуçлăхăр сире ырă сюрпризсемпе савăнтарӗ. Тӗслӗхрен, кӗтмен çӗртен преми парӗ е шалăвăра ӳстерӗ. Шăпа ытти енчен те парнесемпе савăнтарӗ. Ӳлӗм сире пулăшса тăракан çынпа çак кунсенче паллашас шанăç пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев