Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнекун каçхине мунчана е саунăна каймалла

Эрнелӗх гороскоп 07.11 – 13.11

ТАКА 21.III-20.IV

Тавракурăмăра ӳстерме меллӗ эрне сирӗншӗн. Вӗренӳ çине пусăм тусан аван. Социаллă сетьсенче, форумсенче çынсемпе хутшăнасси ӳсет. Эрнен иккӗмӗш çурринче партнерсемпе кал-кал ӗçлетӗр. Мăшăрланма ЗАГСа заявлени пама та меллӗ вăхăт. 

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Чун килӗшӗвне тупма пулăшакан эзотерика вӗрентӗвӗсене пуçăнсан лайăх пулать. Енчен те сирӗн экстрасенс пултарулăхӗ пур-тăк, çак кунсенче вăл уйрăмах çивӗччӗн палăрать. Таврари çынсем çине витӗм кӳресси ӳсет. Çавăнпа кăмăлăра асăрхăр, усал шухăшсене çывăха ан ярăр. 

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак кунсенче партнерсемпе хутшăнусем мӗнле пынине пӗтӗмлетме вăхăт, вӗсене лайăхлатма меслетсем шырамалла. Эрнен иккӗмӗш çурринчен кунсем романтикăлла иртеççӗ: тӗлпулусем, парнесем, ăшă, çепӗç сăмахсем... Ачасене тӗрӗс воспитани пама та меллӗ тапхăр ку. 

 

РАК 22.VI-22.VII

Кил-çуртра эрнипех йӗрке тăватăр. Шăп çак кунсенче туяннă техника ăнăçлă ӗçлӗ. Хăвăра япăхрах туйсан тухтăр патне çитмелле, тӗрӗс диагноз лартса ăнăçлă сиплӗç. Çемьери лару-тăру савăнтарать. Эрнекун каçхине мунчана е саунăна каймалла. 

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Хуть мӗнле ӗçе те кăмăлтан килӗштерсе пурнăçламалла, ӗçӗ те ăнать, ывăннине те асăрхамастăр. Çулçӳреве тухсан пулас савнипе паллашатăр. Эрнен иккӗмӗш çурри çынсемпе хутшăнма уйрăмах меллӗ. Ача пур-тăк, уншăн çак кунсенче чăн-чăн педагог пулса тăратăр. 

 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Кил-çурт валли пысăк япала туянма меллӗ кунсем çитрӗç. Кредитпа туянма та шикленмелле мар, эсир ăна çăмăллăнах тӳлесе тататăр. Çак эрнере укçа-тенкӗ хушăнать сирӗн – шалу ӳстерӗç-и, преми парӗç-и...Енчен те эсир карьера тăвассипе сӗмленсе пурăнатăр – эрнен иккӗмӗш çурринче ӗмӗтӗрсене пурнăçа кӗртме май пулать.  

 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Юлташăрсемпе, пӗлӗшӗрсемпе тӗлпулусем çине-çинех пулаççӗ çак кунсенче. Тахçан теме пула уйрăлса кайнă савнине çак кунсенче ăнсăртран тӗл пулнине хутшăнусене малалла тăсма паллă панă пек ăнланмалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче çула тухакансене ăнăçу кӗтет. Тавракурăмăр самай анлăланӗ. 

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Халиччен пурнăçлама васкаман ӗçсене вӗçлеме меллӗ вăхăт çитрӗ. Кил-çурт валли туяннă кăткăс техникăн инструкцине туххăмрах ăнланатăр, алла илетӗр. Эрне варринче пӗр-пӗр экзотика кайăкӗ туянма лайăх вăхăт. Эрне вӗçӗнче ăс-хакăл ӳстермелли практикăсемпе интересленӗр. 

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Юратнă çыннăр кăмăлне çӗклес тесе парнесем, сюрпризсем хатӗрлетӗр. Тахçан юратнă çынпа çӗнӗрен çӳресе кайма пултаратăр. Çавăн пекех халь творчествăра та пысăк ăсталăх кăтартатăр. Мăшăрсен хутшăнăвӗсем эрнен иккӗмӗш çурринче уйрăмах тату. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Пӗччен ларса шутлама вăхăт тупмаллах çак кунсенче. Юлашки вăхăтри лару-тăрăва пӗччен сӳтсе явма ансатрах, ăс-хакăла анлăлатассипе ӗçлеме те çын кирлӗ мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче сӗнекен ӗç вырăнӗ хальхинчен самай сумлăрах пулать. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Ытларах юлташăрсемпе, хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе вăхăта ирттермелле. Пӗрре татăлнă хутшăнусем çӗнӗрен сыпăнӗç. Иртнипе çыхăннă хыпарсем нумай илетӗр. Тахçан вӗсем сирӗншӗн чăнах та пӗлтерӗшлӗ пулнă. Социаллă сетьсенче сире пӗрер клуба, обществăна кӗме йыхравлӗç. Эрнен иккӗмӗш çурри нумайăшӗшӗн юратупа, чун килӗшӗвӗпе çыхăннă. Юратнă çыннăрпа туйăмсем тата хӗрӳрех пулаççӗ. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Ку эрнере пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парасси çине ытларах тимлӗх уйăрмалла. Тупăш ӳстерме шанăç пур халь. Пысăкрах шалуллă ӗç вырăнӗ сӗнӗç-и е хальхи ӗç çумне хушса тӳлӗç-и? Эрнен иккӗмӗш çурри кил-çуртри условисене лайăхлатма аван. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев