Эрнелĕх гороскоп
Такасем йыхравсене йышăнăр, çынсемпе хутшăнăр. Арăслансем паян çынпа хирӗçесрен асăрханăр.
ТАКА 21.III-20.IV
Çынран ютшăнса çӳрес вăхăт иртнӗ, никамран вăтанмасăр хăвăра лайăх енчен кăтартăр. Халиччен туса ӗлкӗрейменнине çак эрнере вӗçлӗр, çӗнӗ çитӗнӳсем патне ăнтăлăр. Йыхравсене йышăнăр, çынсемпе хутшăнăр. Кил-çуртăра хăтлăх кӳнӗ чух улшăнусем кӗртӗр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Пурнăçăр çине урăх куçпа пăхăр. Юлташăрсемпе ӗçтешӗрсем кăмăлăра пăссан та, вӗçӗмсӗр чăрмантарсан та, ӗçӗрсене юратупа хӗрхенӳ туйăмӗ илем кӳтӗр. Парнесем туянса чылай тăкакланма тивет тесе асăрхаттараççӗ çăлтăрсем. Ӗçре çӗнӗ технологисемпе усă курни пысăк çитӗнӳсем тума май парать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Савăнăç, асамлăх вăхăчӗ пуçланать. Чи хăюллă ӗмӗтӗрсене пурнăçлама май килӗ çак кунсенче. Карьерăра çитӗнӳ тăвасса шантараççӗ çăлтăрсем, кама-тăр хăй тахçан шутланă ӗçе куçма сӗнӗç. Юнкун пуçлăхпа калаçни чылай ыйтăва уçăмлатӗ.
РАК 22.VI-22.VII
Эрне пуçламăшӗнче вăйран кайичченех ӗçлеме тивет, анчах çакна пула финанс лару-тăрăвӗ лайăх енне улшăнни кăмăлăра çӗклет. Шăматкун тахçан тума шутланине пурнăçлама меллӗ вăхăт. Вырсарникун хӗвӗшӳпех иртсе каять, анчах кăмăллă юлăр çакăнпа.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку эрнере сирӗн çаврăнăçуллăрах, çепӗçрех пулмалла. Тунтикун çынпа хирӗçесрен асăрханăр. Ытларикун пӗр-пӗр проекта пуçланă чух чăрмавсем сиксе тухни сире ку ӗçе пăрахăçлама систерет. Эрнекун пуçăннă ӗçе васкамасăр, тӗплӗн пурнăçласан йăлт йӗркеллӗ пулать.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Харăсах темиçе ӗçе тытăнмасан эрне ăнăçлăн иртет. Çывăх çыннăрсемпе ытларах хутшăнăр. Эрне варринче сирӗн пултараслăх ӳсет, майне кăна тупмалла. Вырсарникун «пуш параппан çапса» вăхăт ирттернишӗн ӳкӗнмелле пулать.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Ку эрнере сирӗн шухăшсем нихăçанхинчен тӗрӗс пулмалла. Сумлă çынсем пулăшнипе юнкун ӗçре çитӗнӳ тăватăр. Кӗçнерникун илнӗ хыпар савăнтарать. Эрне вӗçӗнче çулçӳреве тухма сӗнеççӗ çăлтăрсем.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Шутласа хунă плансене пурнăçлама ырă вăхăт çитнӗ. Килӗшӳсем тума, хăвăрпа пӗр шухăшлисене тупма меллӗ вăхăт. Пӗтӗмӗшле илсен ӗçре ăнса пырать — маларах ӗçленӗ çӗртен пуçлăх сирӗнпе çыхăнса таврăнма ыйтать, унчченхинчен чылай пысăкрах шалу тӳлеме шантарать. Харкам пурнăçра шутланисене пурнăçлас тесен хăвăрăн принципăрсене пăхса тухса хăшне-пӗрне улăштармалла.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Çак кунсенче йывăрлăхсемпе стрессем вӗçленеççӗ. Сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ идейăна ырласа йышăнни пурнăçа кӗртме май парать. Пуçланă ӗçсене эрне вӗçлениччен вӗçлеме тăрăшмалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ку эрнере сире ырă улшăнусем кӗтеççӗ. Çак кунсенчи тӗлпулусем нумай вăхăта илеççӗ, анчах ӳлӗм самай тупăш кӳрӗç. Юлташăрсем, пӗлӗшӗрсем пулăшу ыйтсан ан хирӗçлӗр. Вырсарникун тăванăрсемпе юратнă çыннăрсем валли уяв хатӗрлӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Пурнăçа хакласси çине çак кунсенче урăхларах пăхма тытăнатăр. Тен, сирӗн халиччен хутшăнман çынсемпе çыхăну тытма пуçламалла? Ку эрнере пулса иртекен ӗçсен ахрăмӗ тем вăхăтран сирӗн пата таврăнӗ. Плансем сисӗнмеллех улшăнӗç.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Юлташăрсем хăнана чӗнсен ан хирӗçлӗр. Çӗнӗ çынсемпе паллашни сире нумай интереслӗ, кăмăллă самант парнелӗ. Питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗçсене юнкунччен вӗçлеме тăрăшмалла, мӗншӗн тесен эрне хӗвӗшӳллӗ пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев