Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелĕх гороскоп

Çынпа хутшăнма çăмăл мар ку эрнере, уйрăмах çывăх çынсемпе. Эсир хăвăра халран кайнăн туятăр, юратнă çыннăр тимлӗх уйăрмасть пек туйăнать. Анчах çакна пула кулянма кирлӗ мар. Юрату — икӗ çын тăрăшни. Эсир тăрăшнипе мăшăрăр лайăхрах пулать, вăл та сирӗн çине çакăн пекех ырă витӗм кӳрет.

ТАКА 21.III-20.IV 

Хальхи пурнăçа улăштарса çӗнӗ проекта пуçăнас килет. Теветкелленме ан хăрăр, хăюллăрах пулăр. Эсир çине тăма пӗлни, тӗллевлӗ çын пулни çитӗнӳ патне çитерет. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Партнерсемпе хутшăнусем кăткăсланаççӗ. Пӗр-пӗринпе тӳрӗ кăмăллă пулмалла, сирӗн хушăра вăрттăнлăхсем ан пулччăр. Çыхăнусене çирӗплетессипе ӗçлемелле, компромиссем тупмалла. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Ку эрнене хатӗрленӗ плансем пурнăçланса ӗлкӗреймеççӗ, улăштарма тивет вӗсене. Кӗтмен лару-тăрăва йышăнма хатӗр пулăр. Эсир хуть мӗнле çӗрте те çухалса каймастăр, çӗннине хăвăрт хăнăхса шутланине пурнăçлама май тупатăр.

РАК 22.VI-22.VII 

Иртни çинчен шутлани çак кунсенче пит хумхантарать сире. Ан манăр, пуласлăхăн пӗлтерӗшӗ иртнинче мар. Халь пулса иртекен ӗçсене тимлӗр, малашлăха плансем тăвăр, иртнине пуласлăха ан сӗтӗрӗр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ывăнса çитнине, халран кайнине туятăр. Çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтма ан именӗр е специалистпа тӗл пулса калаçăр. Сывлăхăра тимлени, канни вăй пухма пулăшать.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Интуици вăйланнине хăвăр та сисетӗр çак кунсенче. Шанмалла ăна, шалти сасса итлени, туйăмсене шанни тӗрӗс йышăну тума пулăшать, тӗллевӗрсем патне çитме май парать.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ку эрнере сирӗн çине ытти çынсем витӗм кӳни куçкӗрет. Çын хыççăн ан кайăр, хăвăрăн шухăшăрсенчен ан пăрăнăр. Йышăнусене хăвăр тӗллӗн тăвăр, ирӗклӗ пулăр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Эсир шутлани кăшт та пулса пымасть пек туйăнать. Пит пăшăрханса аллăра ан усăр. Лару-тăрăва лайăхлатма мел шырăр, çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтăр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ку эрнере сиксе тухакан ыйтусене татса пама ытти чухнехинчен ытларах вăхăт кирлӗ пулать. Ан васкăр, пӗтӗм ӗçе харăс вӗçлеме ăнтăлни кăлăхах. Ума лартнă тӗллев патне пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн çывхарни аван. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Йывăрлăхсене çӗнтерме хăнăхнă ӗнтӗ эсир, хăвăра ытларах шансан çак эрнене çăмăллăнах ирттерсе яратăр. Кирлӗ пулсан çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтăр, хирӗçлемӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Халь эсир нихăçанхинчен ытла креативлă. Çӗнӗ идейăсене пурнăçа кӗртме, çӗнӗ проектсене пуçлама аван кун пек чух. Экспериментсенчен ан хăрăр, çӗнни сирӗншӗн ялан илӗртӳллӗ пултăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Çывăх çыннăрсемпе килӗштерсех пӗтерейместӗр çак кунсенче. Тӳсӗмлӗрех пулăр, çынсене ытларах тимлӗр. Пӗр-пӗрне пулăшасси çинчен куллен аса илӗр, йывăрлăха лексен çеç мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев