Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелĕх гороскоп

Эрне сюрпризсемпе пуян. Çывăх çыннăрсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр, тавлашуран хирӗçӳ сиксе тухасси те час. Çав вăхăтрах эсир малалла аталанма, ӳсме май тупатăр. Тӗллевӗрсем, ӗмӗтӗрсем çинчен ан манăр. Тӗллевӗр патне çитме теветкелленессинчен хăрамалла мар.

ТАКА 21.III-20.IV

Пур сферăра та çитӗнӳ тума шанăç пулать ку эрнере. Шутламан çӗртен ӗçре хӳтӗлевçӗ, пулăшакан тупăнать. Компанире пысăк улшăнусем пулсан та сире ку хăратмалла мар, мӗншӗн тесен сире хӳтӗлекен пур.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ыттисене хуйхăра пулăшас тесе эсир хăвăра кирлине те пама хатӗр. Кун пек хăвăрăн тăнăçлăха алран яниех пулать. Хăвăра лайăх пултăр тесен тăрăшмаллине ăнланса илетӗр. Вăй-хăвата вăхăтра кӗртмелле. Ку таврари çынсене кирлӗ пек пулăшма май парӗ. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Иртнине хыçа хăварма, уйрăмах чуна ыраттарнисем пулнă-тăк, çăмăл мар. Çак эрнере тахçанхи сурансем ӳт илнине туятăр. Иртнӗ вăхăтăн негативӗсене паянхи пурнăçăра, малашлăхăра наркăмăшлама памалла мар. 

РАК 22.VI-22.VII 

Ку эрнере харкам пурнăçри ӗçсем сирӗншӗн чи пӗлтерӗшлисем пулаççӗ. Тӳрех çанă тавăрса ӗçе пуçăниччен пуç тавра шутласа илме ан ӳркенӗр. Профессире шăпа шанăç панине асăрхама ӗлкӗрӗр — финанс лару-тăрăвне те лайăхлатма май парӗç, ирӗклӗх те кӳрӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Çӗнӗ эрне сирӗншӗн питӗ ăнăçлă пулать, тăнăçлăх кӳрет. Ӗçре те йăлт аван. Халь сирӗн мӗнле те пулин пуçарупа пуçлăх патне çитмелле. Ăна ырласа йышăнӗç.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Халь савнă çыннăрпа çывăхрах пулма тăрăшăр. Хăвăр ăна юратни çинчен калама ан ӳркенӗр, ан вăтанăр. Профессире тăп! чарăнса шутласа илни аван — малашне те çакăнта çапла ӗçлесе тӗллевӗр патне çитейӗр-и?

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ретроградлă Меркурие пулах çак кунсенче канăçăр çухалать: вак-тӗвекшӗнех пăшăрханатăр, тарăхатăр. Ку тапхăрта васкамасăр кулленхи ӗçсемпе аппаланни вырăнлă. Çӗннине, хăвăршăн пысăк пӗлтерӗшлине çак кунсенче пуçăнма сӗнмеççӗ çăлтăрсем. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Тахçантанпа кӗтекен хыпарсене эрне пуçламăшӗнче илетӗр. Ку сире пысăк пӗлтерӗшлӗ проектсене пуçарма паллă парать. Ку тапхăрта сирӗн мӗнле-тӗр йышăну тума тивет. Çакăншăн хыпăнмалла мар. Ку эрнере пессимистла çынсенчен аяккарах çӳрӗр, вӗсем вăй-халăра пӗтерӗç.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Пур енчен те ырă тапхăр сирӗншӗн. Ӗçӗрте пуçлăх яланхи пек çирӗп ыйтмасть, çывăх çыннăрсемпе сирӗн хушăра ăнланмалла мар ыйтусем юлмӗç. Канмалли кунсене çемйӗрпе ирттерӗр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ку эрнере эсир юлхаврах. Тунтикун васкамасăр пуçтарăнса эрнелӗх план хатӗрлетӗр. Анчах çăлтăрсем сире васкавлăрах пулма хушаççӗ. Мӗншӗн тесен çак кунсенче тумалли ӗçсене вăхăтра пурнăçласа ӗлкӗреймесен те пултаратăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Эсир тахçантанпа ӗмӗтленнӗ пысăк, хаклă япала туянма питӗ меллӗ вăхăт. Йăлт аван пулать, туяннă япала тахçанччен сире савăнтарӗ. Пӗчченнисене çăлтăрсем юлташӗсемпе пысăк ушкăнпа канма сӗнеççӗ, унта шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулас шанăç пур. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Ӗçре те, харкам пурнăçра та кăткăс эрне пулать сирӗншӗн. Нумай ӗçлеме тивет, çав вăхăтрах пуçаруллă тата хастар пулма ӗлкӗрмелле. Çывăх çынсемпе хирӗçес хăрушлăх пур, анчах эсир лару-тăрăва лăплантарма май тупатăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп