Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелĕх гороскоп

Эрнен пӗрремӗш çурринче пулса иртекен ӗçсем суяпа, иллюзипе çыхăннă. Йӗркелӳ япăххи пуçланă ӗçе вӗçне çитерме памасть. Канмалли кунсем çывхарнă май çынпа килӗштерсе ӗçленипе, дисциплинăна пăхăннипе лару-тăру лайăхланать. Сипленекенсен уяв кӗрекинче эрех-сăра ӗçмесен аванрах.

ТАКА 21.III-20.IV 

Çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал туйăмăрсене асăрхаса ӗлкӗрме памасть. Уçă сывлăшра спортпа аппаланни лару-тăрăва çăмăллатать, тарăхни-пăшăрханни туххăмрах иртсе каять. Çывăх çыннăрсемпе тимлӗрех пулăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку тапхăрта пӗр енчен хăвăра шанни, ума лартнă тӗллеве çитме талпăнни ӳсет. Тепӗр енчен — ыйтусене татса панă чух тавçăруллăрах, çаврăнăçуллăрах пулмалла. Таврари çынсемпе калаçнă чух сапăр пулмалла, кăмăла йӳле ямалла мар.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Ку эрнене сирӗншӗн çав тери ăнăçлă теме çук. Яланхи оптимизм таçта çӗтнӗ, пурăнмалăх хал юлман пек. Маларах калаçса татăлнă килӗшӳсем шанăçа тӳрре кăлараймаççӗ. Тен, юхăма хирӗç кайма кирлӗ мар? 

РАК 22.VI-22.VII 

Ӗçре ырă улшăнусем курăнма пуçлаççӗ. Чунпа вăйланнине туятăр. Çакă хăвăра ытларах шанма пулăшать. Тимлӗрех пулма хушаççӗ çăлтăрсем — шутланине пурнăçлама май паракан шанăç вӗçерӗнсе каясран асăрханăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ку тапхăрта сирӗнпе çапла пулса тухасран асăрханăр: шăпа паракан шанăçпа усă курма ӗлкӗреймесен шутлани пурнăçланмӗ. Хăвăра лайăх енчен кăтартни çак кунсенче питӗ пӗлтерӗшлӗ.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Халь сирӗн пысăк суйлав тума тивет, йăнăшас мар тесен пӗтӗм пурнăç опытне пăхса тухăр. Пӗчченнисен пӗр ыйтăва хуравламалла — кирлӗ-ши халь шăпа пӳрнине шырама? Çемьеллисен юратнă çыннипе мирлӗ пурăнма майсем тупмалла. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Эрне туйăмсен фонтанӗпе, эмоцисен çавраçилӗпе асра юлать. Мӗншӗн тесен шăп халь ăмсанаканăрсемпе тăшманăрсем сире ура хума хăтланаççӗ. Хăвăр та сăлтавсăрах кӳренме, вăрçăнма хатӗр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ку эрнере улшăнусем кирлине çивӗч туятăр. Çын ыйтăвӗсене — тăванăрсен, ачăрсен, юлташăрсен — татса парассине нумай вăхăт уйăратăр. Çавăнпа хăвăрăн ӗçсем патне канмалли кунсем хыççăн таврăнни вырăнлăрах пулать.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Халь питӗ нумай ӗçлемелле, хăвăрăн тивӗçсене пурнăçланисӗр пуçне тата та ӗç хушса парӗç. Çакна пула вăй-хал, тимлӗх чакнине туятăр. Кăна элек сарма юратакансем хăвăрт асăрхӗç, тиркесе калаçма тытăнӗç. Финанс лару-тăрăвӗ кăткăсланни те сисӗнет.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Инвестицисем хывма меллӗ тапхăр. Çула тухма, тӗлпулусем палăртма лайăх. Паллашусем юрату романӗ патне çитерӗç. Çак ăнăçлă вăхăтпа туллин усă курса юлмалла сирӗн. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Вăйран кайнине сисетӗр. Çавăнпа ку эрнере лăпкăрах ӗçпе аппаланни вырăнлăрах пулӗ сирӗншӗн. Шутланине пурнăçлама укçа-тенкӗ çителӗксӗрри чăрмантарать. Тăванăрсем, çывăх çыннăрсемпе юлташăрсем пулăшма хатӗрри савăнтарӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Социаллă çыхăнусем аталанаççӗ. Эрне пуçламăшӗ пăтранчăк, мӗншӗн тесен сире мӗнле-тӗр ӗçсене, такамсен ыйтăвӗсене татса пама хутшăнтараççӗ. Çак кунсенче хăвăршăн пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусем палăртма хушмаççӗ çăлтăрсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп