ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 06.05 – 12.05
УХĂÇĂСЕМ, ку эрнере пурте сирӗнпе паллашасшăн. Ан васкăр, сире шанчăклă çын кирлӗ. ШЫВТĂКАНСЕН укçапа тирпейлӗ пулмалла, çухатас хăрушлăх пур.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере палăртса хунă ӗçсене пурнăçлама тăрăшмалла, кун валли вăхăт сахал пулсан та. Пулăшу ыйтма ан вăтанăр. Юратура пит ăнмасть, мăшăра е савнă туса васкатас килменнипе. Укçа енӗпе те хӗсӗкрех, планламан тăкаксем пулаççӗ. Кăмăл улшăнсах тăрӗ, çапах кӗрешӗве хатӗр пулатăр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ савăнтарманнипе пурнăç çине сӳрӗкрех пăхатăр. Тем тусан та ӗç вырăнтан хускалмасть. Ытларикун ӗç енӗпе лайăх май пулӗ, ан вӗçертӗр. Юратура вара ăнать, савнă çынпа пӗр чӗлхепе калаçатăр. Канмаллисене çутçанталăк ытамӗнче ирттерӗр. Эрне савăнăçлă пулăмпа вӗçленӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнене çемьепе, ачасемпе ирттерме тăрăшăр. Авторитетăр пысăк, усă курса юлăр. Ӗçре пулманнине шанатăр, кӗçнерникун куç уçăлӗ. Партнерсемпе хутшăнусене йӗркелеме урăх çул шырăр. Эрнекун укçа кӗрӗ, ăна тӳрех ан тустарăр, отпуск планлама пуçлăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Тинех тахçанах ӗмӗтленнине пурнăçлама пултаратăр, сăмахран, пӗр-пӗр чӗрчун усрава илме. Ӗçре йышăну тума хăюсăрланнине пуçлăхсем сисеççӗ. Сире хушма ӗç парса тултарӗç, «çук» теме пӗлӗр. Эрнекун ӗлӗкхи туссемпе тӗл пулаятăр, сирӗн пӗрлехи плансем çуралӗç.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Харпăр пурнăçра улшăнусем пуласса кӗтӗр. Эсир çине тăнипе кивӗ хутшăнусем вӗçленеççӗ. Кун пирки пач хуйхăрмастăр. Кӗçех интереслӗ çынпа тӗл пулатăр. Укçа-тенкӗ кӗрсех тăрӗ, тупăшлă ӗç сӗнекенсем пулӗç. Аçăр-аннӗре пулăшма тăрăшăр, хăйсем ыйтма вăтанаççӗ.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ялан планпа пурăнакан Хӗрсен пурнăçне эрне хӗвӗшӳ илсе килӗ. Пулăшу ыйтакансем нумайланӗç, хирӗçлеме хăю çитерейместӗр. Чи малтан тăвансем, ӗçре те тарăхтаракансем çителӗклӗ. Мăшăрпа тавлашас мар тесен шăп тăма пӗлӗр. Канмаллисенче хăюлăх кăтартатăр тата пуринчен те ирӗклӗ пулатăр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Алтнă шăтăка хăвăрах çакланма пултаратăр. Пуçлăхсемпе ытлашшипех çемçе пулнипе вӗсем сире ӗç парса тултарӗç. Хăш-пӗри ӗçрен кайма шутлӗ, пурин те ун пек май çук. Укçа çитсе пымӗ, çавăнпа тăкаксене чакарăр. Сире хирӗç кавар тăвакансем пулӗç, уйрăмах бизнесра. Кăмăла юрату çӗклӗ, тӗлпулăва чӗнекен тупăнӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Вăй-хал ӳснине туятăр. Энергие туртса илекен çынран тинех хăтăлатăр. Имиджа улăштарни хавхалантарӗ. Юратури хутшăнусем çирӗпех мар, сире улталама пултараççӗ. Ӗçре пысăкрах должность сӗнме е преми пама пултараççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Пӗрре пăхма ӗç йывăр пек туйăнсан та ăнăçу пуласса шанăр. Сире пулăшакансем пур, усă курăр. Харпăр бизнес пирки шутласа пăхăр. Кивçене тавăрса парӗç. Ку эрнере пурте сирӗнпе паллашасшăн. Ан васкăр, сире шанчăклă çын кирлӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрне канлӗ иртӗ, ниçта та васкамалла мар. Кăткăс проекта вӗçлесен канма та юрать. Отпуска кайни усă кӳрӗ. Ӗçре улшăнусен кирлӗлӗхне хальлӗхе ăнлансах пӗтерейместӗр. Должноçпа ӳстерме шантарни пӗрре пăхма çеç ăнăçлă, шанчăклă. Хаклă япала туяннă чух пӗлекен çынсемпе канашлăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Тимлӗхе çухатнипе хăвăра начар туйма пултаратăр. Теветкеллӗ çулçӳреве ан кайăр, кирли çук-тăк, руль умне ан ларăр. Контроле илеймен пулăмсем пирки шухăшлатăр. Укçапа тирпейлӗ пулăр, çухатас хăрушлăх пур. Канмаллисенче пӗрремӗш вырăнта харпăр пурнăç пулӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере хăвăра кăшт çăмăлттайрах тыткалатăр. Проблемăсенчен çăмăллăнах хăтăлатăр. Тăвансемпе кăна мар, пӗлмен çынсемпе те хуçаланма пултаратăр. Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама тивӗ. Ӗçре пуринчен те иртсе кайма май пулать. Канмаллисенче юлташсемпе тӗл пулни кăмăла çӗклӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев