Эрнелӗх гороскоп 03.04 – 09.04
Тӗлӗнмелли чылай пулать çак кунсенче
ТАКА 21.III-20.IV
Тӗлӗнмелли чылай пулать çак кунсенче. Эсир «ăнманскер» тесе алă сулма хатӗр чух пуçару çитӗнӳ кӳрет, шанса тăракан ӗçсем пачах урăхла – чăхăмланса лараççӗ. Халь никама та критиклемелле мар, уйрăмах çурăм хыçӗнче питлени сиенлӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Унчченхинчен харсăртарах пулни ума лартнă тӗллевсене пурнăçлама пулăшать. Çемьеллисен чăтăмлăрах пулмалла: мăшăрăра юрама хӗнтерех çак кунсенче, шав тиркешет. Çавăнпа пӗрлехи ӗçсене тытăнмасан аванрах, вăрçăнса кайăр тата.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Ӗçре мӗн пулса иртнисене (уйрăмах ӗç планӗсене) айккинче каласа çӳремелле мар. Çакă карьера пусмипе улăхнă чух такăнтарма пултарать. Çăлтăрсем хӗрарăмсене ку эрнере имидж улăштарма хушмаççӗ.
РАК 22.VI-22.VII
Ку тапхăрта сире халиччен интереслентермен сфера тăруках кăсăклантарма тытăнать. Тен, çакă пурнăçăра тӗпрен улăштарӗ. Çывăх çыннăрсенчен пӗри эсир панă сăмаха аса илтерет, ăна пурнăçлама хистет. Нумай пулмасть мăшăрӗпе уйрăлнисен чӗре суранӗ ӳт илме тытăнать.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ӗçре укçапа çыхăннă чăкăлтăшлă пулăмсем кăмăлăра пăсаççӗ. Чăннипе хăвăр чӗрре кӗмесен çакă сире пит пырса тивмест. Пӗчченнисем хăйсемпе интересленекен кăмăллă пӗлӗшӗпе хутшăнăва кӗме хирӗç мар.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Çемьери çынсем хыпарсемпе савăнтараççӗ. Çакăнпа çыхăннă тăкаксем те пулӗç, анчах ку сире кулянтармӗ. Пӗтӗмӗшле илсен эрне сирӗншӗн ăнăçлă. Халь савнă çыннăра туйăмăрсем çинчен калама та, тахçан хирӗçнӗ çынпа мирлешме те пултаратăр.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çак кунсенче эсир хуть кама та темӗн пирки те ӗнентереетӗр. Çак пултарулăх ӗçре те пит пулăшать, харкам хутшăнусенче те аван. Çав вăхăтрах аслăрах çултисем мăнна хума тытăнаççӗ, ку вара çамрăксемпе хирӗçтерсе яма пултарать.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Хăвăрпа мăнаçланма сăлтавсем тупăнсах тăраççӗ. Кам-тăр ӗçре пысăк çитӗнӳ тăвать, кам-тăр бизнесра тупăш илет. Теприсен питӗ паллă çынпа романтикăлла хутшăнусем пуçланнине пӗтӗм çын пӗлет, ăмсанать.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Кил хуçалăхӗнчи вак-тӗвек ӗçсене тунă чух кăмăлăр пăсăлӗ: е мӗн-тӗр ванса каять, е килти чӗрчун чирлесе ӳкет. Тăруках хăвăра тиркесен тата? Никама та ан итлӗр, ăмсаннипе сивлеççӗ. Çывăх çыннăрсемпе ытларах пулăр, вӗсем сюрпризпа савăнтарӗç.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Интуици çивӗчленни нумай ыйтăва татса пама пулăшать, уйрăмах финанссемпе çыхăннисене. Халь укçа-тенкӗре пӗр-пӗр тупăш кӳрекен ӗçе инвестицилеме те, пӗчӗк процентлă кредит илме те шикленмелле мар. Çак кунсенче туянакан япаласем чылайччен савăнтарӗç.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çанă тавăрса çамка çине тар тухиччен тăрăшса ӗçлеме вăхăт çитрӗ. Нумай пулмасть çӗнӗ ӗçе вырнаçнисене е ӗçре айăпа кӗнисене тӳррӗн пырса тивеççӗ ку сăмахсем. Харкам ӗçсенче лару-тăру хăй еккипе пырать, нимӗн хумханмалли те çук. Çивӗч ыйтусене татса парасси пирки çемьепе канашламалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Таврари çынсем мӗн каланине тимлӗр, уйрăмах çывăх çыннăрсен сăмахӗсене хăлхана чикӗр. Çак эрнере сирӗн улталама юрамасть, пӗчӗк суя та çийӗнчех çиеле тухать, хăвăрăнах намăсланмалла пулать. Кăмăл екки хыççăн кайса укçа тăкакламалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев