Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 11.05 – 17.05

Ку эрнере тавралăх, сывлакан сывлăш улшăнать тейӗн – халӗ никама та нимӗн пирки те ӗнентерес килмест, пирӗнтен чылайăшӗ хăйне ытларах тимлеме пуçлать: мӗн шухăшлатăп, кăмăл мӗнле, мӗнрен улшăнать. «Хăйне-хăй пурнăçланӗ», – тесе шутланă ӗçе хамăрăнах вӗçлеме тивет.

ТАКА 21.III – 20.IV
Хирӗçлекенсем тупăннипе яланхи хăвăртлăха чакарма тивет. Яваплăхăра ӗçтешӗрсем çине куçарни ӗçе çăмăллатать. Камăн финанс ыйтăвӗ çивӗч пулнă, ку эрнере кун йӗркинчен çухалать. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак кунсенчи лару-тӑру сире «чаршав хыçӗнчен» тухма хистет, хăвăр çинчен пурте илтмелле пӗлтермелле. Эрне варринче куçман пурлӑхпа çыхӑннӑ хыпара пула çуллахи плансене улăштарма тивет.  Енчӗкӗре укçа-тенкӗ кӗрсех тăрать – хӗлле вăй хуни халӗ те усă кӳрет. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрнипех сирӗн пата тӗрлӗ хыпарпа васкаççӗ. Тӗлӗнмелле, хăшӗ суя, хăшӗ чăн пулнине мӗнле уйăрса ӗлкӗретӗр? Ӗçтешӗрсемпе е тусăрсемпе тавлашса кайсан çӗнтерӳçи эсир пулатăр. Хоббипе аппаланни пурнăçшăн усăллă пулнине ăнланса илетӗр.

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере сирӗнпе пулса иртекен ӗçсем савăнăç кӳрекен дежавю пек туйăнаççӗ. Халь интуици вăйланни хăрушлăх çыв­харнине вăхăтра сисме пулăшать. Çак кунсенче тахçан-тахçан çухалнă япала тупăнать, çапла эсир  пурнăçăн пӗр тапхăрӗ вӗçленнине ăнланса илетӗр.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Тăруках эсир çынсен чунӗсенчи йӗркесӗрлӗхе уççăн курма тытăнатăр, анчах çынна кӳрентересрен хăраса çакна пытаратăр. Ку эрнере эсир тахçанах манма тăрăшнă парăма тавăрса параççӗ, ку питӗ вăхăтлă, вырăнлă.
ХӖР 23.VIII – 22.IX 
Эсир аплодисментсене сцена çинчи çăлтăр пек юрататăр. Алă çупасса кӗтсен пысăк проектăр вырăнтан та хускалмӗ. Чапшăн мар, ӗçе пурнăçлассишӗн ӗçлемелле. Ӗç коллективӗнче пӗр-пӗрне вăрттăн курайманнине сиссен пурне те «лектеретӗр».

ТАРАСА 23.IX – 23.X 
Эсир темиçерен пӗрне суйласа илессине кунран куна куçарни кăлăхах, пурпӗрех компромисс тупаймăр. Таврари çынсем вăрçăнакансене эсир дипломатла çăмăллăн çураçтарма пӗлнине тивӗçлипе хаклӗç, тахçантанпа пыракан тавлашăва вӗçлеме явăçтарӗç. 
 
СКОРПИОН 24.X – 22.XI 
Тинех  ӗмӗтленнине пурнăçа кӗртетӗр. Чӗннӗ çӗрте çын нушине ăнланма, пӳлмесӗр итлеме пӗлни кирлӗ. Эрне варринче интуици çивӗчленет. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 
Эсир çак кунсенчи хӗрӳ лару-тăрăва хутшăнмасăр айккинчен сăнаса тăни хăвăршăнах лайăх – пӗтӗмлетӳ тӗрӗс­рех пулӗ. Кӗтмен çӗртен юлташăрсем аса илӗç, интереслӗ мероприятисене йыхравлӗç. Çавсенчен пӗринче пырса килнӗ шухăш сирӗн пурнăçăра тӗпрен улăштарӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 
Эсир ку эрнере яланхинчен те ӗçлӗрех, анчах хăвăра питӗ аван, вăйпитти туятăр. Килӗштермен çын панă ырă канаша малтанах йышăнасшăн та пулмăр, анчах унăн сăмахӗсем чăнах та тӗрӗссине кӗçех ăнланса илӗр. Çемьери хӗвӗшӳре сирӗн çирӗп сăмахăр йӗрке тăвӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Ку эрнере çывăхри икӗпитлӗ çынсене сăнран пӗлекен пулатăр. Ку сире кулянтармасть, пачах урăхла – хăвăра ирӗке тухнăн туятăр. Çак кунсенче илтнӗ хыпар ӗçлӗ калаçусенче çӗнтерме май парать. Мӗн-тӗр пайлассипе е пай хушса ӗçе кӗрессипе çыхăннă финанс ыйтăвне ăнăçлăн татса паратăр.  
 
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 
Ӗмӗтри инçет çывхарсах пырать. Ку эрнере сире аякран вӗренме чӗнӗç. Çăмăлттайла укçа-тенкӗ тăкаклани бюджетăра «çисе ярӗ», анчах кун пирки кулянма тивмӗ,  шăпа сире хушма ӗç тупса парӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп