Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 13.04 – 19.04

Ку эрне самай ӑнӑçлӑ пулать, хамăрта иксӗлми вӑй-хал туятпăр. Çанă тавăрса ӗçе тытăнас килет. Çак вăхăтра ума лартнă тӗллевсене пурнăçлама çăмăл. Халӗ спортпа туслашма та ансат.

ТАКА 21.III – 20.IV

Эрнипех кӑмӑл-туйӑм тӑрук улшӑнса аптратать. Анчах хăвăра çирӗп тытатăр, мӗншӗн тесен панă сăмаха пурнăçласси, яваплăха туясси сирӗншӗн саккун.  Хӑш-пӗр ӗçлӗ тӗлпулăва романтикӑлла хутшӑнăва куçарайсан харкам пурнӑçăра йӗркелеме май килӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Нумайлăха тăсăлакан, кăмăла май аталанакан хутшăнусемшӗн меллӗ вăхăт халь. Арçынсен шухăшӗсем укçа-тенкӗ çинчен çеç пулмалла мар, телее нимӗнле пысăк суммăпа та туянаймастăн. Хӗрарăмсен харкам пурнăçра çаврăнăçуллăрах, çепӗçрех пулмалла.  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Ку эрнери лару-тăру сире пултарулӑха кăтартма вӗрентет, креативлӑрах ӗçлеме хӑнӑхтарать. Хӗрарăмсенче шалти магнетизмпа илӗртӳлӗх уççӑн палӑрӗç. Анчах ӑс-тӑнпа, хӑвӑр нумай енлӗ, интереслӗ çын пулнине кăтартма та ан манăр.   

РАК 22.VI – 22.VII 

Çак эрнере тӗрлӗ шайра ирттерекен тӗлпулусене шăпа пӳрнӗ тесе ăнлантарма пулать. Уйăх тăршшӗпе вӗсем хирӗçӳсемпе ӑнланманлӑхсенчен упранма пулăшӗç. Планăрсене пурнăçлама витӗм кӳме пултаракан çынсене явăçтармалла.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Халиччен хутшăннă çынсенчен ывăннă эсир, çӗнӗ общество, асра юлмалли пулăмсем шыратăр. Çăлтăрсем сире авантюрăсенчен сыхланма хушаççӗ. Çынсемпе хутшăннă чух ан тарăхăр, чун ăшшине,  пархатарлăхăра кăтартăр.                                                          

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ку эрнере ӗç патне урăхларах пымалла – креативлăрах пулни ӗçе ăнăçлă вӗçлеме парать, хушма тупăш кӳрет. Çӗнӗ проекта йӗркеллӗ, шанчăклă çынсемпе пуçăнăр. Вӗсем сире йăнăшма памӗç.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Тунтикунран питӗ килӗшӳллӗ тапхӑр пуçланать. Халӗ сирӗн тӗп финанс лару-тӑрӑвӗ çирӗп, хăвăра пурте асăрхаççӗ, сума сăваççӗ. Чи кӗтнӗ, пысӑк ӗмӗтлӗ планăрсем çак кунсенче пурнӑçа кӗрес шанăç пысăк. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Çӗнӗ паллашусем, тӗлпулусем нумай пулаççӗ. Хутшӑнусене тимлемелле, пушă вăхăтра пултарулӑх занятийӗсемпе, спортпа аппаланмалла. Кашни куна хаваслӑн пурăнса ирттермелле.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çывӑх çыннӑрсем ытла нумай ыйт­сан та ку эрнере ан çилленӗр. Çак кунсенче тарăхни сире тӗрӗс йышăну тума чăрмантарать, çавăнпа кăмăлăрпа евӗк пулăр. Йывăр кунсем хыççăн эрне вӗçӗнче канса илес тесен те эрех-сăра ӗçме хушмаççӗ çăлтăрсем. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Хăвăрта пӗр чарăнми çитменлӗхсем шырани депрессие ярать. Юратнă çыннăрпа пӗр-пӗрне пачах ăнланмастăр, тен, хутшăнусене вӗçлемелле? Спортпа аппаланма, ӗçлеме лайăх вăхăт. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Халӗ сирӗн çемье çавӑрма вăхăт çитнӗ. Кил-çуртӑра мăшăрăрпа пӗрле хăтлăх кӗртмелле. Тирпей-илем сывлăша та уçăрах тăвать, хутшăнусене те ырă витӗм кӳрет. Эрне çемьери хутшӑнусене çирӗплетме лайӑх, пӗрлехи ӗçсем туйăмсене вăйлатаççӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Çак кунсем ăс-хакӑла аталантарма, тавракурăма анлăлатма меллӗ.  Хăвăрпа пӗр шухăшлă çынна тӗл пулма шанӑç пысӑк. Ӗçре чăн-чăн профессионал пулни, вăй-халăра шеллемесӗр пуçланă проекта вӗçлеме тăрăшни халь çитӗнӳ тума пулăшать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп