Эрнелӗх гороскоп 15.06 – 21.06
Куллен çӳресе те курмасăр иртсе кайнă япаласене ку эрнере асăрхатпăр. Техника вансах лармӗ, час-час чăхăмласа илӗ. Эрне варринче урăх çын тăвас ӗçе тиесшӗн пулӗç, темӗнле илӗртсен-йăпăлтатсан та килӗшмелле мар.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ытларикун иккӗрен пӗрне суйласа илмелле – хăвăртлăх кирлӗрех-и, пахалăх-и? Иккӗмӗшне суйласа тӗрӗс тунине пурнăç кăтартса парӗ. Эрнекун лотерея билечӗ туянăр, выляса илес шанăç пысăк.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикун сантехника чӗнме тивет, мӗн-тӗр ванать сирӗн ваннăйра. Ӗçре-и, юлташăрсен хушшинче-и, сирӗнте айăп туйăмне вăратасшăн пулӗç. Ан йышăнăр, ан итлӗр. Кӗçнерникун кухня валли мӗн-тӗр туянма лайăх, пӗр-пӗр ӳсен-тăран илсен те аван.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере хăвăра детектив пек туятăр: çухалнă квитанци, манăçнă пароль, пӗрре вуласах ăнланма çук смс-çыру... Çаксем пурте пӗр-пӗринпе тачă çыхăннă иккен. Тупсăмне пӗр эсир çеç пӗлетӗр. Юнкун эсир кашни утăмра мӗн-тӗр манатăр, асăрхануллăрах пулăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Çак эрнере сире усал вăйсенчен хӳтӗлекен япала сӗнӗç, илӗр. Уйăхӗпех талисман пулса упрӗ вăл. Халь сирӗн вăй-хал шывран килет – шыв ӗçӗр, шыва кӗрӗр, çырма хӗрринче канса ларăр.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Тунтикун пулса иртекен лару-тӑрура импровизаци тума хатӗр пулăр. Ытларикун ырă хыпарпа асра юлӗ. Эрне варринче сире илӗртӳллӗ сӗнӳ парӗç, анчах çакăн çинчен пӗр сехет никама та ан калăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ытларикун ӗçтешӗр йăнăшнипе хатӗр проекта тӳрлетме тивет. Юнкун холодильнике, аптечкăна тӗрӗслемелле – срокран тухнă эмелсене, апат-çимӗçе пӗр шелсӗр пăрахмалла. Кӗçнерникун хăвăртан самай аслăрах е кӗçӗнрех çын сăмахӗсене тимлени усăллă.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çак кунсенче икӗ лайăх вариантран пӗрне суйласа илмелле. Ку сире питӗ савăнтарать, хуть хăшне суйласан та лайăх пулать-çке. Çак кунсенче тӗлӗнмелле ӗç пулса иртет: çынна аса илсенех унпа тӗл пулатăр е унран хыпар илетӗр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тунтикун çынна вăл е ку ӗçе тума мӗн хистенине ăнланатăр. Ытларикун укçа илетӗр, куçараканни кам пулнине пӗлсен тӗлӗнетӗр. Юнкун ваннă япалана юсамалла теççӗ çăлтăрсем.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Тунтикунах эсир пит хавхалануллă, вăй-хăватăр виçӗ куна та çитӗ. Çак кунсенче куç тӗлне пӗр кивӗ картта лекет, çулçӳревçӗсем çинчен çырнă кӗнеке тӗлне пулатăр. Хăвăр та çула тухăттăрччӗ – хальлӗхе май килмест.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрне пуçламăшӗнчех дипломат тивӗçӗсене пурнăçламалла: хирӗçекенсене мирлештермелле. Ытларикун бюджет планлама лайăх вăхăт. Юнкун мероприятире паллашнă çынсенчен пӗринпе ӳлӗм пӗрлехи проектсемпе ӗçлӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Тунтикун сире кашни хăйӗн идейине сӗнӗ, сирӗн тӗллев – чи лайăххине суйласа илесси. Юнкун ал вăйӗпе тумалли ӗçсемпе аппаланмалла, тӗслӗхрен, кил-çурта пуçтармалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Гардеробри пӗр япала та çынна тӗпрен улăштарать иккен – уттăр та урăхларах, калаçăвăр та. Юнкун ӳнер ӗçӗпе аппаланас килӗ – ӳкерессипе-и, тăмран кӗлетке йăвалассипе-и... Кӗçнерникун электроприборсемпе ӗçленӗ чух асăрхануллă пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев