Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Финанс ыйтăвӗсене татса пама меллӗ тапхăр. Çывăх çынсемпе хутшăнусем пăсăласран асăрханăр. Сывлăхăр çинчен ан манăр, сывă пурнăç йӗркине тытса пырăр — апата суйласа çийӗр, спортпа пит аппаланмасан та ирсерен хусканусем туса çан-çурăма çемçетмелле.

ТАКА 21.III-20.IV 

Ку эрнере хăвăра питӗ шанатăр, никам çӗнейми вăй-хал туятăр. Ума лартнă тӗллевӗрсене асрах тытăр, планăрсене пурнăçламалла. Хăвăра йывăрлăхра пулăшма хатӗр çывăх çыннăрсемпе юлташăрсем çинчен ан манăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Шутланине пурнăçлама чăрмавсем сиксе тухаççӗ. Çине тăракан çын пулни сире йывăрлăхсене çăмăллăнах çӗнтерме май парать. Сывлăхăра профилактика тума, вăхăтра канма ан манăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Тӗллевӗр патне çитме шанăç парать шăпа сире, малашлăха хăюллăнах плансем тума пултаратăр. Карьерăпа ӳсме те май пулать. Анчах йышăну тунă чух васкамалла мар, асăрханулăх кирлӗ. Халӗ йăнăшсан ӳлӗм тӳрлетеймӗр.

РАК 22.VI-22.VII 

Ку тапхăрта эсир лăпланса лараймастăр, шав мӗн-тӗр тăвас килет, хăвăрти иксӗлми вăя ниçта хума çук пек. Çакăнпа хăпартланса чикӗрен иртесрен асăрханăр — ăнсăртран çынна кӳрентересси те пулӗ. Ӗçпе харкам пурнăçа пӗрлештермелле мар, уйрăмлăха тытса пымалла.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Пурнăçра улшăнусем пулаççӗ, анчах çакă сире ан хăраттăр. Çӗнӗлӗхсемпе пӗрле пурнăç опычӗ анлăланать, пысăк шанăç парать. Çӗнӗ идейăсене хавхаланса йышăнăр, ыйтусем лартма ан вăтанăр.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Кӗтмен ӗçсем пайтах пулса иртеççӗ çак кунсенче. Пурнăçăр кашни самантра тӗпрен улшăнма пултарассине пӗлсе тăрăр. Теветкелленме ан хăрăр, çӗнӗ проекта пуçăнма ан шикленӗр. Сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли — ума лартнă тӗллевӗре асра тытса малалла утни. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ку эрнери йывăрлăхсем çывăх çыннăрсемпе çыхăннă. Лару-тăру хуть мӗнле аталансан та лăпкă пулма тăрăшăр, чӗрене çывăх ан илӗр. Астăвăр: пур ыйтăва та татса пама пулать, хуть мӗнле çуртран та тухма алăк пур. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Карьера пусмипе çак эрнере тата çӳлерех улăхатăр. Пуçаруллăрах пулма ан вăтанăр, хăюллăнах çӗнӗ идейăсем сӗнӗр. Эсир тăрăшнине пуçлăх асăрхать, чăннипех тивӗçлипе тав тăвӗ.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ку эрнере пулса иртекен ӗçсем пӗр-пӗринчен питӗ уйрăлса тăраççӗ. Хуть мӗнле лару-тăрăва йышăнма хатӗр пулăр, çухалса ан кайăр. Эсир хăвăра шанса, çирӗппӗн ӗçе пуçăнсан пур пек йывăрлăхсене çӗнтеретӗр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ку тапхăрта харкам пурнăçăрта кăткăс ыйтусем сике-сике тухаççӗ. Ан кулянăр, аллăра ан усăр. Çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтăр е профессиллӗ консультантсем патне йышăнăва кайăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Çак кунсенче çӗнӗрен те çӗнӗ проектсене пуçăнма хатӗр. Çакна тума вăй-хал та çитет, кăмăлăр та пур. Анчах ума лартнă тӗллеве пурнăçланисӗр пуçне канса илсе организма вăй илме май памалли çинчен те астумалла. Спортпа, юратнă ӗçпе аппаланма вăхăт тупмаллах сирӗн.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Ӗçӗрте чăрмавсем сиксе тухаççӗ ку эрнере. Аптраса ӳкме кирлӗ мар, халь эсир хуть мӗнле йывăрлăхран та çӗнтерӳçӗ пулса тухатăр. Сирӗншӗн чи кирли — хăвăра шанса тӗллевӗр патне çывхарни.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп