Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Эрне тӗрлӗ пулăмсемпе пуян, интереслӗ иртет. Çак кунсенче паллашнă çынсем кӗçех сирӗн çывăх юлташăрсем пулса тăрӗç. Харкам пурнăçра та улшăнусем кӗтмелле. Пӗтӗмӗшле илсен эрне çӗнӗлӗхсемпе асра юлать.

ТАКА 21.III-20.IV 

Халь эсир хăвăра питӗ шанатăр, ӗçре те, харкам пурнăçра та çитӗнӳсем тума вăй-халăр çителӗклех. Çине тăраслăх, çирӗп кăмăлăр сире пулăшса пырӗ. Анчах çăлтăрсем харкам пурнăç çинчен манма хушмаççӗ.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эрне хӗвӗшӳллӗрех иртет, анчах эсир çухалса каймастăр — пур пек ыйтăва кирлӗ пек татса пама чăтăмлăхăр çитет. Çывăх çыннăрсемпе хутшăнусем çирӗп, шанчăклă иккенне курса ӗненӗр.Ума лартнă тӗллевӗрсене ан манăр, утăм хыççăн утăм çывхарăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Чăннипе тупăшлă эрне сирӗншӗн. Халиччен ырана хăварса пынă ӗçӗрсене пурне те çак кунсенче вӗçлеме ӗлкӗретӗр. Çакăнсăр пуçне ӗçтешӗрсемпе, пуçлăхсемпе хутшăнусене лайăхлатма май пулать. Теветкелленме ан хăрăр.

РАК 22.VI-22.VII 

Халь эсир хăвăра питӗ лайăх туятăр, никамран ытла ирӗклӗн тыткалатăр. Таврари çынсемпе хутшăнусем ăшпиллӗ. Ку эрнере шанчăклă бизнес-партнерсене те, çӗнӗ юлташсене те тупма ансат. Кану çинчен, сывлăха тимлессине манмалла мар. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ку эрнере çак паллăпа çуралнисем пуринчен хастар, вăйне ниçта хураймаççӗ. Пурнăç вӗсен умне хуть мӗнле ыйту кăларса тăратсан та туххăмрах татса параççӗ. Финанссемпе асăрхануллăрах пулма хушаççӗ çăлтăрсем, кирлӗ-кирлӗ мар çӗре укçа тăкаклама хушмаççӗ. Çывăх çыннăрсемпе, юлташăрсемпе ытларах вăхăт пӗрле пулма тăрăшăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Кун пек интереслӗ эрне пулман юлашки вăхăтра. Хăвăр тăрăшнипе карьерăра та, харкам пурнăçăрта та çитӗнӳ тăватăр. Çăлтăрсем сире канма вăхăт çитнине астутараççӗ. Витаминсем ӗçни иммунита çирӗплетме пулăшӗ.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Профессире ăнăçуллăрах пулма аталанас текенсен шанăç пулать. Çӗннине «тутанса пăхма» ан шикленӗр, экспериментсене хатӗр пулăр. Интуици тӗрӗс суйлав тума пулăшать. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Йывăрлăхсемпе тӗл пулатăр, анчах эсир лару-тăруран чыслăн тухатăр — 
çӗнтеретӗр вӗсене. Мӗншӗн тесен тӗрӗс йышăну тума пӗлетӗр тата эсир çирӗп кăмăллă. Финанс енчен илсен йăлт аван, анчах «ырана» укçа- тенкӗ хывма ан ӳркенӗр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ку эрне сирӗншӗн питӗ ăнăçлă. Бизнесра, карьерăра пысăк çитӗнӳсем тума май пур сирӗн, мӗншӗн тесен эсир креативлă, хуть мӗнле ыйтăва та халичченхи пек мар, çӗнӗлле татса пама пӗлетӗр. Çывăх çыннăрсемпе, юлташăрсемпе тăтăшрах хутшăнмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Çывăх çынсемпе хутшăнусем килӗшӳллӗ, пӗр-пӗрне шанни куçкӗрет. Пуçланă проектсене хăвăр çине тăнипе ăнăçлăн вӗçлетӗр. Çемйӗрте йăлт йӗркеллӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Эрне пуçламăшӗнче çулăр çинче пӗчӗк чăрмавсем сиксе тухӗç, кӗçех вӗсем вӗçленӗç, лару-тăру йӗркене кӗрӗ. Харкам пурнăç савăнтарать, эсир оптимист пулни, конфликтсене лăплантарма пӗлни çакăнта питӗ пӗлтерӗшлӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Шутламан çӗртен тăкакланма тӳр килнине пула финанс лару-тăрăвӗ тикӗс мар. Апла пулин те ан кулянăр — эсир тӗрӗс йышăну тăватăр, çавăнпах йывăрлăха çӗнтеретӗр. Çемйӗр сире тӗрев парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп