Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Ку тапхăрта çынсем лăпкă мар, чăтăмсăр, импульсивлă. Çакна пула сăлтавсăрах хирӗçсе каяççӗ. Паллах, кун пек «хӗрӳлӗхсем» хутшăнусене çеç мар, ӗçе те витӗм кӳреççӗ. Амбицисем пысăк пулни те тепӗр чух ура хурать. Кулленхи ӗçсене васкамасăр, хăй еккипе туса пырсан ӗç кунӗсем лăпкăн иртсе кайӗç. Çынсемпе ытти чухнехинчен сахалрах хутшăнсан вăрçăнма сăлтав пулмӗ.

ТАКА 21.III-20.IV 

Эрнен пӗрремӗш кунӗнченех хăвăрта хавхалану туятăр. Сирӗн вăй-хăватăрпа пуçарулăхăр темӗнле йывăр ыйтусене те татса пама май параççӗ. Ӗçӗрте çӗнӗ меслетсемпе усă курма шикленмелле мар. Тахçан çыхăну çухалнă çынсемпе хутшăнма тытăнатăр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку эрнере канса вăй илме чăннипех тивӗç эсир. Пуçланă ӗçе çине тăрса вӗçлесси сирӗн йăлара, темӗнле йывăр пулсан та аптраса алă сулмастăр. Халь сирӗн харкам хутшăнусене тимлемелле, çывăх çыннăрсемпе кăмăлтан калаçни чунăра савăнăç кӳрет. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак кунсенче нумай çынпа хутшăнма тивет, халь паллашнă çынсем ӳлӗм ӗçӗр-хӗлӗр çине витӗм кӳрӗç. Харкам пурнăçри пит пӗлтерӗшлӗ калаçусем тахçанхи ыйтусене татса пама пулăшаççӗ. Сывлăхăра тимлӗр, вăй-хăват илме лăпкă спорт тӗсӗсемпе аппаланни пулăшать. 

РАК 22.VI-22.VII 

Эрне пуçламăшӗнче пӗтӗм тимлӗхӗр туйăмăрсем, кăмăл-сипет çинче. Харкам пурнăç, çынсемпе хутшăнни çинчен ларса шутлама вăхăт пулать. Çивӗч интуици пулнипе ӗçре кăткăс лару-тăруран ăнăçлă тухатăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ку эрне çанă тавăрса ӗçлесе пысăк çитӗнӳсем тумалли вăхăт сирӗншӗн. Пӗлтерӗшлӗ проектсенче лидер яваплăхне хăвăр çине илме ан шикленӗр. Харкам пурнăçра кăмăла çӗклекен сюрпризсем пулаççӗ. Спортпа аппаланассине «тепӗр тунтикуна» ан хăварăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Пӗр тапхăр лăпланса ӗçӗрсем çинчен, шухăшăрсем çинчен шутламалла. Халь сирӗн иртнине аса илсе пӗтӗмлетме аван, пуласлăха плансем тумалла. Ӗçре кашни вак-тӗвеке асăрхама ӗлкӗрни çитӗнӳ тума пулăшать. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Таврари çынсемпе хутшăннă чух та, чунăрта та килӗшӳ, пӗрлӗх туятăр. Эсир тӗрӗслӗхе юратни, компромисс тупма пӗлни тахçантанпа пыракан хирӗçӗве вӗçлеме пулăшать. Ӗçре çитӗнӳ кӗтет, уйрăмах командăра ӗçлекенсене. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ку эрнери ӗçсене пурнăçлама пӗтӗм вăй-хала хумалла. Эсир çирӗп кăмăллă, тӗплӗн шутлама пӗлни — кăткăс ыйтусене татса пама пулăшать ӗçре. Финанс лару-тăрăвӗ укçа-тенкӗпе пӗлсе усă курма чӗнет. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Шутланине пурнăçлама шăпа шанăç парать. Эсир оптимист пулни, нумай пӗлме тăрăшни интереслӗ пулăмсем патне илсе çитерет. Çакă сирӗн таврапӗлӗвӗре самай анлăлатӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Тахçан шутланине пурнăçламалли вăхăт çитрӗ сирӗншӗн. Ӗçченлӗхӗрпе çине тăраслăхăр профессире пысăк ӳсӗм тума пулăшаççӗ. Вак-тӗвек детальсенчен тăракан проектсене вӗçлеме меллӗ эрне ку тапхăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Творчествăра çитӗнӳсем тума май паракан кунсем тăраççӗ. Эсир хăйевӗрлӗ шутлама пӗлнине, инновацисемпе интересленнине таврари çынсем асăрхаса çӗнӗ проектсем сӗнеççӗ. Профессире хăвăр шутланине пурнăçлама май пулать. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Харкам пурнăçра пулса иртекен ӗçсем сирӗнте пысăк туйăмсем вăратаççӗ. Интуици ытти чухнехинчен тата çивӗчрех — мӗн пуласса малтанах пӗлсе тăратăр. Ӗçре хирӗçсе каясран, хăвăра ăнланмасран асăрханăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп