Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Бизнесменсен çак кунсенче партнерсемпе ӗçлесси çине ытларах тимлӗх уйăрмалла. Хуть мӗнле сӗнӗве те пăхса тухма хатӗр пулăр. Укçа-тенкӗ ӗçлесе илнисӗр пуçне ӗçтешсен умӗнче ят-сум та илмеллине асрах тытăр.

ТАКА 21.III-20.IV 
Ăнсăртран паллашнă çынсемпе романтикăлла хутшăнусем, юрату пуçланас шанăç пур. Çакна пула çемьере харкашу та сиксе тухӗ, çăлтăрсем асăрхаттараççӗ — пуçараканӗ хăвăрах. Ӗçре эсир тăрăшуллă, хастар. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Харкам пурнăç кӗтменлӗхсемпе тӗлӗнтерет, пур чухне те савăнăçлисем пулмӗç вӗсем. Халӗ сирӗн васкамалла мар, ку йăнăшсем патне илсе çитерет. Юратнă çыннăрпа ăс-хакăл пӗрлӗхне шырамалла. Ӗçре йăлт аван, лăпкă. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Юратнă çыннăрпа хутшăнусем савăнтараççӗ. Пӗчченнисем çак кунсенче шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç. Сывлăхпа ытти чухнехинчен тимлӗрех пулмалла. Ӗçре çăмăлрах çӗрте вăй хумалла.

РАК 22.VI-22.VII 
Харкам хутшăнусенче ку эрнере пуçаруллăрах эсир, хивререх те. Эмоцисем хӗтӗртнипе тунă ӗçе кайран улăштарма тивӗ. Çынпа вăрçăнасран тытăнса тăрăр. Тăванăрсемпе пӗр чӗлхе тупма çăмăл çак кунсенче. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Эрне тăршшӗпех эсир теветкелленме юратни сисӗнет. Анчах пур чухне те ăнăçу сирӗн енче пулмӗ. Çакна асра тытса халь илӗртекен авантюрăсене хутшăнассинчен тытăнса тăмалла. Тавракурăмăра анлăлатма, вӗренме меллӗ вăхăт.
ХӖР 23.VIII-22.IX 
Ку эрнере эсир ытти чухнехинчен ытларах пӗлӳ патне туртăнатăр. Анчах эсир те питӗ васкатăр, те пит нумай пӗлӳ илме ăнтăлнипе — тимлӗхӗре çухататăр, шутланине пурнăçласси пулмасть. Хӗрӳ тавлашусене хутшăнасран тытăнса тăрăр. Ӗçре сире хисеплеççӗ. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Юлташăрсемпе хутшăнусем тату. Çӗнӗ çынсемпе паллашасси те пулӗ. Пуласлăха планланисем те ăнăçлăн пурнăçланаççӗ. Карьера пусмипе улăхас текенсен интуицие итлемелле. Пуçлăхсемпе çемçе кăмăллăрах пулăр, вӗсемпе хирӗçни халь сире чăрмав кӳрӗ.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Юлташăрсемпе хутшăнусем эрне тăршшӗпех хӗрӳ, хăш чухне çивӗч тавлашусем те сиксе тухӗç. Мӗнле пулсан та тусăрсене шанмалла, вӗсемпе хуть мӗнле ыйтăва татса пама та çăмăлрах. Ку эрне канса вăй пухма меллӗ вăхăт.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Çак кунсенче çăлтăрсем сирӗншӗн питӗ ырă — хуть мӗнле ӗçре те ăнăçать. Халӗ ытти чухнехинчен илӗртӳллӗрех, илемлӗрех эсир. Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух пӗр хăвăрпа çеç «канашламалла», çапла тума опыт çителӗклех. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Ку эрне питӗ васкаса иртет пек, пур ӗçе те вӗçлеме васкатăр. Пит хыпăннипе тимлӗхӗре çухатса йăнăшсем тăвас хăрушлăх пур. Çăлтăрсем çынпа хирӗçме хушмаççӗ. Укçа-тенкӗпе йывăрлăхсем пулмаççӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Çулçӳреве тухни ăнăçлă пулӗ çак кунсенче. Çынпа хутшăнни те сирӗншӗн питӗ усăллă, интереслӗ, кăмăллă пулать. Укçа-тенке алла тытсан вара асăрханулăх кирлӗ — тăкакласа пӗтерес хăрушлăх пур.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Нумай çынпа хутшăнма, çула тухма тивет çак кунсенче. Çăлтăрсем сире асăрхануллă пулма хушаççӗ, ан васкăр, интуицие шанăр. Харкам пурнăçра мӗн-тӗр çӗнни тупăнать. Пӗчченнисен юрату романӗ пуçланас шанăç пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп