Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Ку эрнере пур зодиак паллин те халичченхинчен икӗ хут ытларах ӗçлеме тивет, анчах тупăшӗ сахалрах пулӗ. Питӗ хăйне евӗрлӗ, экстравагантлă пулнине, ӗçе çӗнӗлле тунине ӗçтешсем ăнланмӗç.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Çак кунсенче курайман çынсем элек сарасран, ура хурасран асăрханмалла. Сăмах панă чух тӗплӗн шутлăр – пурнăçлаятăр-и? Пӗтӗмӗшле илсен çак кунсенче çӗнӗ проекта пуçăнмалла мар. Ӗç хыççăн киле васкамалла.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Пултарулăхăра кăтартма, хастаррăн ӗçлеме май паракан вăхăт халь сирӗншӗн. Интуици, туйăмсем çивӗч. Профессипе çыхăннă ыйтусене çăмăллăнах татса паратăр, карьера пусмипе çӗкленме те май пулать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V –21.VI 

Арçынсем çак кунсенче чуна çывăх çыннисемпе тӗл пулаççӗ. Ку ятпа уяв каçӗ йӗркелеме те пулать. Хӗрарăмсем кил-тӗрӗшри ӗçсемпех вăхăтне ирттереççӗ. Тахçан пулни-иртни патне таврăнма тӳр килӗ. Ачасем амăшӗсене савăнтарӗç.

РАК 22.VI –22.VII 

Çывăх çынсемпе хирӗçсе кайсан хăвăр сăмахăр çине тăнипе, ыттисене «илтменнипе» хутшăнусем пачах пăсăлма пултараççӗ. Сиенлӗ йăласене пăрахмалла, усал шухăшлисемпе явăçса каясран асăрхаттараççӗ çăлтăрсем. 

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Ӗçри лару-тăру савăнтарать. Çав вăхăтрах таврапӗлӗвӗре ӳстерес шутпа çула тухни, çӗнӗ ӗçе хăнăхни питӗ усăллă. Кирлӗ ӗçпе чиновниксемпе тӗл пулни çак кунсенче ăнăçлă. Уçлăх хăйӗн хăватне пур кăмăлтан парнелет сире. Кăмăл-сипет енчен тасалма та пулăшать. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ку эрне сирӗншӗн чи ыррисенчен пӗри. Эсир халь хăвăр илӗртӳллӗ, япшар чӗлхеллӗ пулнине кăтартма пӗлсен, интуици те çивӗчленсен, творчество пултарулăхӗ те пур-тăк, шалу çумне укçа хушса тӳлӗç. Пӗчченнисене ăнăçу кӗтет.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Пурнăç вăй-хăвачӗ сиксе çитме çук çӳллӗ шайра. Ӗç те кал-кал пырать, кăткăс ыйтусене те çăмăллăнах татса паратăр. Кӗçнерникунтан ӗçлӗ тӗлпулусем те нумай пулаççӗ, чуна çывăх çыннăрсемпе те вăхăта кăмăллăн ирттеретӗр. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Ку эрнере ушкăнпа пӗрле канма аван. Эрнен малтанхи икӗ кунӗнче чунăрта лăпкă, тен, çавăнпах юратнă çыннăрсемпе хутшăнусем çепӗç. Усал хыпар илтсен, япăх çынсемпе хутшăнсан лару-тăру пач улшăнать. Çакна пула хăвăра лăпкă мар туятăр.

УХĂÇĂ 23.XI –21.XII 

Халь сирӗн пуçланă ӗçсене вӗçлемелле, малашне хăш çулпа каяссине суйласа илмелле тата çывăх çынсемпе хутшăнмалла. Лартнă тӗллевсене пурнăçлас тесен ытти çынсемпе пӗрлешмелле. Ӗçлӗ хутшăнусем романтикăлла пулассине систереççӗ çăлтăрсем.

 ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Сирӗн шăпана халь çӗр чӗтреннипе танлаштарма пулать. Питӗ çаврăнăçуллă, хастар пулмалла çак кунсенче. Планпа тунă ӗçсенчен кӗтнӗ пекех усă пулмӗ. Ку эрнере хуть мӗн туянма юрать, пуставпа капăрлăхсăр пуçне. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Сирӗнте çӗнӗ пултарулăх вăй илет.  Эсир тавçăруллă, чипер, фантази енчен пуян пулнине çынсем те асăрхӗç. Арçынсем çак кунсенче тахçанхи юлташӗсемпе тӗл пулаççӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Иртнӗ кунсенчен куçса пынă ӗçсене çак эрнере вӗçлеме ансат. Ӗçе улăштарма лайăх вăхăт. Ку эрнере çынна шантарас,ӗнентерес пултарулăх ӳснине асăрхатăр хăвăрта. Тен, çавăнпах ӗçтешӗрсемпе, çывăх çыннăрсемпе хутшăнма çăмăлрах сире. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп