ТАКА 21.III – 20.IV Тахçанах пӑрахӑçланӑ проектсене вӗçлеме е мӗн-тӗр çӗннине хута яма ӑнтӑлнипе пуçланать эрне. Ӗçре кӗтмен сӗнӳсем сиксе тухаççӗ, сирӗн васкасах йышăну тума тивет. Харкам хутшӑнура лару-тăру лăпкă мар пек, çывӑх çынсем сирӗн çинетăраслăха хӗсӗрленӗ пек ăнланаççӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Куçман пурлӑх е пысӑк япала туянассине сӳтсе явма тӳр килет. Харпӑр пурнӑçра лӑпкӑлӑх хуçаланать, анчах çывӑх çыннӑрсем кӑткӑс лару-тӑрура сирӗнтен канаш ыйтасса пӗлсе тăрăр. Ӗçре тавлашусене ан хутшăнăр, ыйтусене хирӗçӳсӗр татса пама пултарни авторитетăра çирӗплетӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эсир çак кунсенче уйрăмах япшар: шухӑшсем хӑйсем тӗллӗнех çуралӗç, диалогсем сирӗн майлă вӗçленӗç. Ӗçре плансем куллен улшӑнӗç, эсир çӗнӗ условисене хăвăрт хӑнӑхма пултарни çитӗнӳ кӳрӗ. Çывӑх çынсем юнтармӑш пек туйӑнсан та чӑтӑмлӑ пулăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере çывӑх çынсен кӑмӑл-туйӑмне ытларах туятӑр, çакӑ сирӗн çемьери хӳтӗлевçӗ е канашçӑ вырӑнне вӑйлатӗ. Ӗçре асӑрхануллӑ пулни пӗлтерӗшлӗ – ӗçтешсенчен хăшӗсем икӗпитлӗ. Ку эрне сире шăплăха хаклама вӗрентет, хумханнисем-пăшăрханнисем ăс кӳреççӗ, пурнăç опычӗ пулса тăраççӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Ку эрнери паллӑ пулӑмсем сирӗн уйрӑмлӑха палӑртаççӗ. Ӗçре эсир тӗп вырӑн йышӑнатăр: çӗнӗ проекта хăтлатăр, халӑх умӗнче час-час тухса калаçатăр. Харкам пурнăçра тахçанхи хутшӑнусем çӗнӗ сӗм илеççӗ, халь паллашнă çын ӗмӗрлӗх тус пулӗ.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Çак кунсенче уйрăмах тӗплӗн планламалла шутланисене: кашни вак-тӗвек пӗлтерӗшлӗ, уйрӑмах ӗçре. Çемьере çемçе кăмăлăра кăтартма ан именӗр – эсир ырă сунса критикленине ăнланмасăр вырăнсăр питлет тейӗç.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Тахçантанпа ӗмӗтленнӗ проект е çывӑх çынсем – иккӗшӗнчен пӗрне суйласа илме тивет ку эрнере. Ӗçӗр ӳнерпе çыхӑнман пулсан та интерьера илемлетме е гардероба улăштарнă чух çӗнӗ сӑнар суйласа илме меллӗ кунсем.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тахçанах пӗлтерӗшне çухатнӑ хутшӑнусене татăклăн вӗçлетӗр, харпӑр ӳсӗм çулӗ çине тӑратӑр. Ӗçри лару-тăру ӗçтешӗрсен чăн шухӑш-кӑмӑлне уçса парать. Харкам пурнăçра шалти сасса ытларах итлемелле.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрне ирӗклӗх вăхăчӗ – тивӗçсем çукки мар, кашни утӑмра савӑнӑç тупма пӗлни çинчен сăмах. Çак кунсенче сирӗнте хусканупа шырав хăвачӗ вăйлă палăрать. Ӗçре оптимизма ан çухатăр, вăл ăнăçу магничӗ пулса тăрать.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Йышӑннӑ тивӗçсемшӗн яваплӑха туйни кăткăс проектсемпе тӑрӑшса ӗçленинче те палӑрать. Ӗçре эсир тӗплӗн шухăшласа çирӗппӗн каланă сăмаха тимлӗн итлеççӗ. Харкам пурнăçа тимлӗх уйӑрӑр: тӳррӗн ыйтмасан та çывӑх çыннӑрсене пулӑшу кирлине сисетӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Стандартлӑ мар идейӑсемпе социаллӑ проектсем ку эрнере тӗп вырӑн йышӑнаççӗ. Технологи çӗнӗлӗхӗсемшӗн вӑхӑт лайӑх – пӗр-пӗр гаджет алла тытмаллах, тен, сирӗнте «технарь» вăранӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Фантастика пек туйăнакан шухăшсене сирсе яма ан васкăр, вӗсенчен хăшӗсем чăннипех генилле. Ӗçре логикăна мар, хавхаланăва шанăр. Çывӑх çынсене канашран ытларах ӑнланни кирлӗ, хӗрхенӗр вӗсене, савăнăр пӗрле.
Нет комментариев