Эрнелӗх гороскоп
ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере çӗнӗ проектсене пуçăнма хăвăрта тулли вăй-хӑват туятăр. Çак кунсенче хăюлăх кăтартма ан шикленӗр – йышăну тăватăр-и, хăвăра çӗнӗ сферăра тӗрӗслесе пăхасшăн-и, мӗнпе-тӗр килӗшмесен çирӗппӗнех хирӗçлӗр. Ӗçре хастар пулмалла, тен, пысăк проект ертсе пыма шанӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрне хӗрӳ иртет – хыпарсем нумай илетӗр, вӗсемпе тӗрӗс усă курмаллине ан манăр. Çак кунсенче пӗлӗвӗре ӳстерме тăрăшни таçта та палăрать – лекцисем итлеме çӳретӗр, курссене çырăнатăр. Ӗçре харăсах темиçе проект илсе пыма шанаççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Тăнăçлăх, килӗшӳ эрни теме пултаратăр çак кунсене. Кăмăллă çынсемпе хутшăнса, хитре япаласен çывăхӗнче пулса канлӗ ирттерме ăнтăлатăр эрнене. Тахçан пуçланă ӗçсене васкамасăр вӗçлетӗр. Эрне вӗçлениччен нумая тăсăлакан лайăх тупăш паракан контракт тăвас шанăç пур.
РАК 22.VI – 22.VII
Çак кунсенче эсир питӗ сисӗмлӗ. Таврара пулса иртнине питӗ çивӗч туятăр. Çак кунсенче тумалли ӗçсенче тимлӗх, чăтăмлăх кирлӗ пулӗ. Эсир ӗç пӳлӗмне хăтлăх кӳнине ӗçтешӗрсем тивӗçлипе хаклӗç. Халӗ теветкелленмелли вăхăт мар, кулленхи ӗçсене тӗплӗн пурнăçламалла.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Ку эрнере лидер пулма тивӗççине кăтартмалла. Çын умӗнче ырă пулăр. Хăюллă проектсен вăхăчӗ ку эрне, усă курса юлăр унпа. Ӗçре ертӳçӗ тивӗçӗсене пӗр шикленмесӗр хăвăр çине илме пултаратăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ӗçре пуç çӗклемесӗр вăй хуратăр, эсир тимлӗ пулни ыттисене йăнăшма памасть. Сирӗн тăрăшулăха, яваплăха ертӳçӗ асăрхать, палăртать. Тен, сире документсемпе ӗçлеме е кăткăс шутлавпа çыхăннă ӗç шанӗç.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çак кунсенче çынсемпе нумай хутшăнма, килӗшӳ тума тӳр килет. Яланхи пекех эсир илем патне туртăнатăр, шайлашу кирлӗ сире. Ӗçри çӗнӗ проектсене командăпа пурнăçламалла пулӗ. Ӗçтешӗрсем эсир лăпкă, объективлă пулнине пысăка хурса хаклаççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çула тухма, вӗренӳ пуçлама меллӗ вăхăт ку эрне. Эсир халь ыррине шанатăр, ун патне туртăнатăр. Ку эрнере командировкăсене кайма тӳр килет е халиччен пулман, хăнăхман çӗрте ӗçлеме тивет. Хăюллăнах хăвăрăн амбицисене пурнăçлама тытăнмалла.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрне пурнăçăра улшăну илсе килет: киввине вӗçлесе çӗнӗ тапхăра пуçласси пирки сăмах пырать. Ӗçре çирӗппӗн малалла утнине тивӗçлипе хаклаççӗ. Эсир çине тăма пӗлни тӗллевсем патне çитме май парать.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Пулас çитӗнӳсен çирӗп никӗсне ямалли вăхăт теме пулать ку эрнене. Дисциплина, яваплăх, нумая пыракан плансем тăвасси – пӗтӗмӗшле çапла сăнлама пулать çак кунсене. Эсир йывăрлăхсенчен хăраманнине тивӗçлипе хаклаççӗ, ӗçтешӗрсен умӗнчи авторитетăр та ӳсет.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çак кунсенче сирӗн пӗччен юлса темӗнччен шутласа ларас килет. Професси искусствăпа, çынсене пулăшассипе е пӗччен ӗçлессипе çыхăннă-тăк, сире интуици хавхалантарса пырать. Эсир таврари çынсене, ӗç коллективӗн кăмăлне туйма пӗлни хирӗçӳсенчен хăтарать.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Çак эрнере питӗ хăйне евӗрлӗ идейăсем çуралаççӗ пуçăрта. Ушкăнпа тумалли проектсене хутшăннине çăлтăрсем ырлаççӗ. Эсир хăвăрăн имиджа тӗпрен улăштарнине таврари çынсем хапăлласа йышăнӗç. Ӗçре çӗнӗ технологисемпе усă курма тӳр килӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев