Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере ӗçтешсемпе çыхăннă хутшӑнусенче кӗтмен ăнсăрт сиксе тухать. Ӗçре документсемпе, килӗшӳ хучӗсемпе тимлӗ пулмасан проектсене вăхăтра вӗçлеймӗр. Эсир хатӗрлесе ӗçе кӗртнӗ проектсемшӗн тӳлев илесси кăшт тытăнса тăрать.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Кулленхи пурнăç йӗркине улшăнусем кӗрсе арпаштараççӗ. Ӗçре сиксе тухнă ыйтусене пула харкам плансене урăх вăхăта куçарма тивет. Ӗçре лăпкă мар – кашни хăйӗнле татса парасшăн ыйтусене, сирӗн вара нейтралитет тытса пыма тивет. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Халиччен пурнăçланă проектсем пирки ăнлантармаллисем тупăнаççӗ, архивпа ӗçлеме тӳр килӗ. Кам мӗнле ӗçлени пирки коллективра тавлашнипе тивӗçӗрсене вăхăтра пурнăçлаймастăр. Куллен пӳлӗме уçăлтарни сывлăхăршăн усăллă пулӗ.

РАК 22.VI – 22.VII 

Проектпа пӗрле ӗçлекенсемпе тимлӗрех пулмалла. Харкам хутшăнусенче эсир кашни сăмаха, хăтланăва ытлашши чӗрене çывăх йышăнатăр. Тӗплӗн шутламасăр ӗçтешӗрсене сăмах парса шантармалла мар. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Ӗç йӗрки кӗтмен çӗртен улшăннипе сирӗн çӗнӗлӗхе хăвăрт хăнăхма тивет. Коллективра хăйсене пурте лидер тесе шутланипе пултарулăха кăтартмаллах. Çемйӗрте укçа-тенке тӗрӗс тăкакласси пирки дискусси хӗрсе пырӗ. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Документсемпе ӗçленӗ чух вак-тӗвексене тимлемелле – кайран йăнăшсене тӳрлетиччен халӗ икӗ хут тӗрӗслени аванрах. Юратнă çыннăр çине ытла тиркесе пăхмалла мар. Ӗçтешӗрсем хирӗçсе кайсан никам енне те ан тăрăр.  Юлташăрсем çула пуçтарăнма пулăшу ыйтӗç.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ӗç пирки калаçса татăлнă чух хăвăра дипломатла тыткалани çитӗнӳ кӳрет – эсир компромисс тупма та ăста, партнера чăннипе мӗн кирлине те ăнланатăр. Ӗçре проекта мӗнле меслетпе пурнăçласси пирки тавлашу тухӗ, ан хутшăнăр.  Тахçанхи пӗлӗшӗрсем ӗçлӗ партнерсем пулса тăрӗç.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух асăрхануллă пулмалла. Çывăх çыннăрсене вăрттăн сăнаса тӗрӗслеме тытăнатăр. Ӗçӗрте вăрттăн хыпара никама та ан пӗлтерӗр, ӳкӗнмелле пулӗ. Кил-çурт­ри ыйтусене татса панă чух страховани тумалла е аренда килӗшӗвӗ çырмалла.  

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Плансем сасартăк улшăннипе вас­каса йышăну тумалла. Халь сирӗн хăвăрт суйласа илмелле ӗçри ыйтусене тимлессине е харкам пурнăçрисене. Хăвăр мӗн ӗçленине сăпайлăн ăнлантарса парса пуçлăх тимлӗхне  тытса илетӗр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Пысăк ӗç тунă чух подрядчиксене тимлӗн суйласан укçа-тенкӗ сахалрах тăкакланӗ. Компьютер умӗнче нумай вăхăт ларнипе çан-çурăм ыратӗ. Тӗрлӗ хусканусем туни мышцăсене кантарӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çак кунсенче хăвăрăн идейăсене харăсах темиçе çынна каласа пама тӳр килет. Пӗр ӗçех тӗрлӗ майпа пурнăçланине пула ăнланманлăхсем сиксе тухаççӗ. Пит хӗрӳленме кирлӗ мар кун пирки. Стоматолог патне пуçтарăнтăр-тăк, халех кайăр. Вăхăтра кайсан кайран аптратмӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Суту-илӳри хаксене пӗлмесӗр кирлӗ япалана ан туянăр, пысăк тăкаксем пулӗç. Юлташăрсене юрист пулăшăвӗ кирлӗ пулать, эсир лару-тăрăва ла­йăх пӗлнипе, тимлӗ пулнипе пулăшаятăр вӗсене. Эрне вӗçӗнче тахçантанпа пыракан хирӗçӗве айк­кинчен çын пулăшнипе вӗçлеме шанăç пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп