Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III – 20.IV Хăвăра кӳрентернӗ çынсене тунтикун каçарма май пулать, çапла туни хăвăршăнах лайăх. Килте те, ӗçре те вăйран кайиччен ӗçлеме хушмаççӗ çăлтăрсем. Эрне варринче сăмаха шутласа калаçăр, кăнттамлăхпа çывăх çыннăрсене кӳрентеретӗр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Эрне пуçламăшӗнче мӗн тытни алăран тухса ӳкет-тӗк хăвăра вăрçма ан васкăр, çăлтăрсен аспекчӗ çак кун пит ăнăçлах мар. Халь аманас хăрушлăх пысăк сирӗн. Çавăнпа экстремаллă спортпа аппаланакансен кăшт канса илмелле. Ӗçлӗ килӗшӳсем тунă чух тӳркăмăллăх çинчен ан манăр, кăшт усă илесшӗн таса ята ямалла мар.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Лару-тăрăва лайăхлатма мерăсем йышăнмасан чылай вăхăт укçасăр ларма тивӗ. Ку эрнере парнесем те пулӗç, хăвăра çывăх çынсемпе савăнасси, шӳтлесси те пулӗ.  Эрнен иккӗмӗш çурри лăпкă иртет, васкамасăр ӗçри ыйтусем çине хурав тупма та ӗлкӗретӗр.  

РАК 22.VI – 22.VII 

Тунтикун çын йышлă пухăнакан çӗрте укçа-тенке çирӗп тытăр – ултавçăсенчен е вăрăсенчен шар курас хăрушлăх пур. Эрне варринче чӗрепе юн тымар чирӗсем аптратма пултараççӗ. Тăванăрсемпе хутшăннă чух хăвăра килӗшмен çивӗч ыйтусенчен пăрăнма тăрăшăр.  

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Кăмăл ыйтнине туянмалăх укçăр пур-тăк, енчӗкӗре салтмалла. Ӗçтешӗрсемпе нумай хутшăннă чух, корпоратив мероприятийӗсенче хăвăра мăнна ан хурăр. Эрне вӗçӗнче кăмăл улшăнсах тăрать – кăшт сăлтавпах кулянатăр, çавăнтах савăнмалли тупатăр. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Шутланине пурнăçлама ура хураканни тупăнать. Кулянма кирлӗ мар, эсир çăмăллăнах чăрмава парăнтаратăр. Спортпа аппаланнă чух аллăра упрамалла. Ку эрнере тăвакан йышăну питӗ пӗлтерӗшлӗ пулать, пӗтӗм пурнăçăра улăштарӗ. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Çынсемпе калаçни сирӗн çине ырă витӗм кӳрет. Куна гимнастикăран пуçламалли çинчен ан манăр. Халиччен кӗтни çак кунсенче пурнăçланас шанăç пур. Çӗнӗ проектсене йышăниччен пуçланисене вӗçлемелле.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Халь, Юпитер тимлӗхӗре ӳстернӗ вăхăтра, питӗ кăткăс проектсемпе ӗçлеме çăмăл. Сирӗн çинетăраслăх пысăк, темӗнле чăрмава та çӗнтеретӗр. Юлашки вăхăтра укçаллă пулас тесе нумай ӗçлетӗр, хăвăршăн пӗлтерӗшлӗреххине куçран вӗçертесрен асăрханăр. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Çемьеллисен эрне лăпкăн, савă­нăç­лăн пуçланать. Халь пӗтӗм ӗçе хăвăр çине илни тӗрӗс мар. Кӗçнерникун шухăшăрсене хӳтӗлесе чӗрре кӗнин усси çук. Эрне вӗçӗнче пӗр хӗрарăмпа хутшăнусене лайăхлатма май пулать. Айăплă пулсан каçару ыйтăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Çемьери лару-тăру хӗрсех пырать, çак кунсенче пӗтӗм ыйтăва татса памалла. Аслă çулсенчи тăванăрсемпе калаçни кăмăлăра çавăрӗ, пурнăçшăн, ӗçшӗн усăллă пулӗ.  Эрне вӗçӗнче стоматолог патне çитӗр. Ума лартнă тӗллевсем патне талпăнни лайăх, анчах та ытла инçетре мар-и вӗсем?

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Романтика сирӗн валли мар ку эрнере. Самантлăх туйăмсем çавраçил пек тытса илсе сире ӗмӗрлӗх хутшăнусен чури туса хурӗç. Иммунитета çирӗплетессипе мерăсем йышăнмасан эмел туянса укçа пӗтересси ӳсет. Таврари çынсене пит шанмалла мар. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Тунтикун ӗç ăнмасть – ӗçлӗ тӗлпулусенче килӗшӳ тупаймастăр, çăлтăрсем çӗнӗ проектсем пуçлама хушмаççӗ. Сире кăмăллакан пӗр çын чӗрине уçса калаçасса кӗтӗр, çӗнӗ роман пуçланасса систерекен паллă ку. Эрнекун хăвăра хумхантаракан ыйтусене татса пама пуçламалла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп