Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Ку эрнере кулленхи ӗçсене те çӗнӗлле тума хăнăхмалла. Пирӗнтен нумайăшне кунсем тăруках кӗскелнӗ пек туйăнаççӗ – тунтикун пуçланнăччӗ кăна, нимӗн тума ӗлкӗреймен, эрнекуна çитрӗмӗр те.

ТАКА 21.III – 20.IV

Тунтикун ирех тарăхмаллисем тупă­наççӗ, ал вăйӗпе тумалли ӗç е спорт лăплантарӗ сире. Тахçан кӳреннипе-и, хирӗçнипе-и чылайранпа курнăçман çынпа мирлешетӗр. Кӗçнерникунхи ӗçлӗ калаçусенче партнерсене ан пӳлӗр, ытларах итлӗр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Çак кунсенче пӗччен юлса чуна килентерекен ӗçпе аппаланас килет, анчах çанăран туртакансем нумай – пӗр ыйтăвне татса парсанах тепӗр çӗре васкамалла, пулăшу ыйтакансем патне те çитмелле, проектне те вăхăтра пурнăçламалла. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Ку эрнере лару-тăру çав тери хă­вăрт аталаннипе юнкуна эсир ăçта тӗ­рӗс­лӗх, ăçта элек пулнине те ăнкарайми пулатăр. Ытларикун ирхине тӗрӗс мар йышăну туни вырсарникунчченех такăнтарӗ. 

РАК 22.VI – 22.VII

Тăванăрсемпе кӳршӗсем эрнипех сире кансӗрлеме калаçса татăлнă тейӗн – е пулăшу кирлӗ, е канаш ыйтаççӗ, е мӗн-тӗр сӗнеççӗ – пӗр-пӗр улах вырăнта канлӗх тупма ӗмӗтленесси юлать сирӗн. Юнкун-кӗçнерникун хумханни-пăшăрханни кăлăхах. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Вăхăтӗнче тивӗçлипе хакламаннисен умӗнче питӗ сумлăн курăнас килет сирӗн. Анчах кӗтмен çӗртен, хăвăра та тӗлӗнтермелле пулӗ ку. Тунтикунран куллен кирлӗ вак-тӗвеке çухатни самай тарăхтарать, каярах пур япали те тупăнать.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Эсир чикӗрен иртсе йӗрке тума тăрăшнине таврари çынсем хакламаççӗ-тӗр, килте те, ӗçре те тирпейсӗрлӗхпе «кӗрешме» тивет. Енчен те эсир перфекционист пулман-тăк, халӗ виçӗ кунра тăвакан виçӗ пысăк ӗçе пӗр сехетрех вӗçлӗттӗрччӗ. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Эрне пуçламăшӗнче икӗ илӗртӳллӗ сӗнӗве пăрахăçласа, виççӗмӗшне йышăнатăр. Юнкун çывӑх çыннӑрсем сире тавлашӑва татса пама ыйтӗç. Яланхи пек компромисс шырама хăтланни пулăшмасть – тавлашакансен кăмăлӗ юлать.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Пӗр ыйту çине хурав тупасшăн «чакаланнă» вăхăтра тата темиçе ыйту сиксе тухать. Ытларикун тӗл пулнă çын сирӗнтен темӗн пытарнине сисетӗр, анчах хальхинче интуицие шанмастăр. Шел. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Пӗрешкел иртекен  кунсем йăлăхтарнипе шав мӗн-тӗр шыратăр, мыс­карасене, путишле лару-тăрăва кӗрсе ӳкесси те пулать. Тунтикун сăмах панине юнкунах манма хатӗр, умра тата илӗртӳллӗрех проект. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Тунтикунранах хăвăра алăра тытмалла – калăн, сире такам вӗслетсе тăрать, вăрçтарасшăн, хирӗçтересшӗн. Юнкунччен çакна ăнланатăр –кăшт тăхтасан эрне вӗçлениччен йăлт йӗркеллӗ пулать. Шав питлекен çын канмалли кунсенче сире тав тăвать. Çакă сире тӗлӗнтерет те, савăнтарать те. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Çӗнӗлле пурнăçланă идейăпа пурне те тӗлӗнтерес килет. Анчах çынсен хăйсен ӗçӗсем, ыйтăвӗсем – сирӗн çине çаврăнса та пăхмаççӗ. Ытларикунхи хыпар малтан култарать, унтан шухăша ярать, май уйăхне тунă плансене улăштаратăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Эрне арпашăнупа пуçланать – мӗнле кун, кампа хăçан тӗл пулмалла, тата ытти те... Юнкун хавхаланса ӗçлетӗр, интереслӗ идейăсем килеççӗ пуçа (тӳрех çырса хурăр, манатăр). Питӗ кирлӗ çырусене каçхине 4 сехетчен яма тăрăшăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп