Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 25.05 – 31.05

Ку эрнере пирӗн умра дилемма – малашне те хăнăхнă çулпа чупмалла е çӗнӗ идейăсене, проектсене пурнăçлассишӗн тӗпрен улшăнмалла? Çак кунсенче илекен хыпара пирӗнтен чылайăшӗ тивӗçлипе хакламӗ, куллен илтекенни тӗшне çеç хурӗ. Чăннипе вăл пире, шухăшăмăрсене тӗпрен улăштарма пултарать.

ТАКА 21.III – 20.IV

Эрне пуçламăшӗнчех тахçантанпа пыракан тавлашăва вӗçлетӗр, ку сире чăннипех савăнтарать. Ӗçпе çыхăннă паллашу усăллă пулать. Эрне варринче хăвăр ку таранччен манма та ӗлкӗрнӗ парăма тавăрса параççӗ. Килти ӗçсене туни савăнăç кӳрет.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Çак кунсенче вăхăт ятарласа сирӗн валли хăвăртлăхне чакарнă тейӗн, кашни самантпа савăнса киленме май панăн туйăнать. Вӗреннӗ чухнехи юлташăрпа тунтикун ăнсăртран тӗл пулни кăшт манăçнă пултарулăхăр çинчен аса илтерет. Кӗçнерникун тутлă кукăль пӗçерсе кӗрекене хăнасем пухатăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Ытларикун юлташăрпа калаçни сирӗн хушăри ăнланманлăха пӗтерет. Эрне варринче кӗске çулçӳреве тухма тӳр килет, питӗ усăллă çынпа паллашатăр. Эсир кăткăс вăхăтра та шӳтлесе лару-тăрăва çăмăллатма пултарни ӗç коллективне питӗ пулăшӗ. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Çынпа калаçса татăлма пӗлни, компромислă йышăну тума килӗшни  ку эрнере питӗ пулăшӗ сире. Эрне варринче çӗнӗ çынсемпе хутшăнма пуçлатăр. Дизайн­па çыхăннă ӗç сӗнекенсем пулӗç, хушма ӗç пек. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Эрне пуçламăшӗнче инçетрен çыру илетӗр е шăнкăравласа çулçӳреве тухма чӗнӗç. Педагогсене вӗренекенӗсем тав туса кăмăлне çӗклӗç. Çӗнӗ ӗçе хăнăхас текенсен малтанлăха пӗр-пӗр мастер-класа çырăнмалла. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ку эрнере сирӗн интуици питӗ çивӗч, тӗлӗкре те кирлӗ хыпара пӗлетӗр, çын сăмахӗнчен те хăвăра каланинчен ытларах илтетӗр. Çак кунсенче хавхалансах пултарулăхăра малалла аталантаратăр. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Темӗн тӗрлӗ идея пуçа пырса кӗрет, пӗринчен маларах теприне хăвăрт­рах пурнăçлас килет. Соцсетьсенче çырнисене, ӗç коллективӗнче сăмах каланисене итлекенсем пӗр шухăшлă çынсене пухаççӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Тахçантанпа хыпар кӗтекен çын тунтикун килсе тухать. Ӗçре ултавçă пурри паллă пулать, эсир тăрăшнипе çак çынна хăвăрт тупса палăртаççӗ. Юнкун пӗр теветкеллӗ ӗçе çыхланса каяс кăмăл пулать, лайăхрах шутлăр – кирлех-и вăл сире. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Кил-çуртăрта çеç мар, шухăш кăмăлăрта та йӗрке туни чунăра çăмăллăх кӳ­рет. Ӗç техники шăп кирлӗ вăхăтра ванать, анчах хăйех ӗçлесе каять. Юнкун ӗçтешӗр­­сем кӗтмен çӗртен кучченеçпе хăналаççӗ. Кивӗ япала­­сен хушшинче питӗ хакли тупăнать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Тунтикун ушкăнран пӗр сире çеç пит пӗлтерӗшлӗ мероприяти ертсе пыма хушаççӗ. Эсир шанăçа тӳрре кăларатăр. Сирӗнпе нумай вăхăт хирӗçсе пурăнакан çын мирлешме сӗнет, эсир килӗшетӗр. Кӗçнерникун шутламасăр хаклă япала туяннипе кăмăлăр тулать.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Кил-çуртăр сирӗншӗн чи пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм пулать, урамри шăв-шавран пытанма та, хавхаланса мӗн-тӗр илемлӗ япала тума та хавас эсир. Эрне пуçламăшӗнчех инçетри тăванăр килсе тухать, çемйӗрпе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшать. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Дисциплина, йӗрке – халь çак икӗ сăмах сире лăпкăлăх, савăнăç парнелет. Юнкун-кӗçнерникун карьерăпа çыхăннă ырă хыпар илетӗр. Ватă тăванăрăн ăслă канашне итлени укçа-тенке перекетлеме пулăшать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп