Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 25.09 – 01.10

Такасен сывлăха тимлемелле, Йĕкĕрĕшсем сахал пĕлекен çынсемпе хутшăнмасан аванрах.

  ТАКА 21.III-20.IV

Питӗ асăрхануллă, сисчӗвлӗ пулмалла çак кунсенче. Халь сирӗн çӗнӗ çынсемпе тăтăш хутшăнма тивет, вӗсенчен чылайăшӗ пирки «калаçса çăвар тутине сая яни» тесен тӗрӗсрех. Сывлăхăра тимлӗр. Вăхăтра апат çименнипе хăвăрт ывăнатăр, пуç çаврăннине те сисетӗр. Çывăх çыннăрсемпе çепӗç пулăр. Илӗртӳллӗ ултав хыççăн ан кайăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Сирӗн кăмăлăр хăйне евӗр, романтикăллă, ытарлă пулать. Халиччен шутламан çӗрте те çӗнӗ паллашусем шыратăр. Палламан çынсемпе калаçнă чух тимлӗхе ан çухатăр. Çемйӗрпе, тăванăрсемпе хутшăнма ырă вăхăт.Тăванăрсем инçетре пулсан та вӗсем патне çитме çула тухăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Документсемпе ӗçленӗ чух йăнăшасран асăрханăр, юристпа канашлама ан ӳркенӗр. Сахал пӗлекен çынсемпе хутшăнмасан аванрах. Эрне пуçламăшӗнче те, эрне варринче те эрех-сăра ан ӗçӗр – çынсемпе хирӗçме пултаратăр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Ӗçлӗ тӗлпулусем ку эрнере ăнăçлă иртеççӗ. Сахал укçа-тенкӗ хывсах пысăк тупăш илме шанăç пур. Çӗнӗ ӗçсене вăхăтра пуçăнăр, халь сирӗншӗн телейлӗ вăхăт. Шала кайнă чирсем хăйсем çинчен аса илтереççӗ. «Хăйех иртет», – тени хальхинче тӳрре тухмӗ, тухтăр патне çитӗр. Пӗр эрне диетăра ларни сывлăхăршăн усăллă. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ӗç çине çăмăлттайла ан пăхăр. Ӗçлесе çитерейменни патне таврăнса тӗплӗн пурнăçламалла. Тен, ку енчӗкӗре укçа хушмӗ те, анчах ăна вӗçлемесӗр çӗнӗ ӗçе пуçăнаймастăр. Çак кунсенче сирӗн карьерăра ӳсме май пур. Ывăннине те туятăр, шеллес те килет хăвăра, анчах малаллах талпăнмалла.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Творчество профессийӗпе ӗçлекенсемшӗн эрне ăнăçлă. Çак кунсенче тăвакан ӗçе тивӗçлипе хаклӗç – мухтавӗ те, укçи-тенки те пулать. Тусăрсем пулăшу ыйтса пыраççӗ, май пулсан пулăшăр. Ватăлнă аçăр-аннӗре тимлӗр, сывлăхӗсене пăхăр. Çӗнӗ çынсемпе ан паллашăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ку эрнере сире укçа-тенкӗрен ăнать. Кирлӗ çӗрте, кирлӗ вăхăтра пулма пӗлни çӗнӗ çынсемпе паллашма май парать. Вӗсем ӳлӗм сире карьерăра пулăшӗç. Хăвăр ӳркенмесен йăлт аван пулать. Астăвăр, телейшӗн кӗрешмелле, çине тăмалла, спортпа аппаланма та ан манăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ку эрнере сире çӗнӗ проект сӗнсен йышăнма ан васкăр. Эрех-сăра ӗçнине пула савнийӗрпе хирӗçетӗр е çемйӗрте харкашу тухать. Çăлтăрсем сире шавлă ушкăнсенчен аяккарах пулма сӗнеççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Сирӗн шалта ларакан дипломат тем вăхăтра ултавçа çаврăнать. Вăл вара хуть кама та, хуть мӗнле сăмах пама хатӗр – çынни унăн еккине тутăр çеç. Тӳр кăмăллă пулăр, тӗрӗссине кăна калăр. Çапла тусан йăлт йӗркеллӗ пулать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Пуринчен илемлӗрех курăнас килнипе канăçсăрланатăр. Ултавçă аллине лекесси те, укçа-тенкӗре шелсӗр тăкаклани те тытса чараймасть сире. Таврари çынсем кăмăлăр сӳрӗкленнине асăрхаççӗ. Тăванăрсемпе ăшпиллӗ пулăр, тимлӗр вӗсене, эсир юратнине ӗненсе тăччăр. Ан тарăхăр вӗсем çине, ан вăрçăр. Йогăпа аппаланăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Пит пӗлтерӗшлӗ йышăну тумалла. Сире мӗнле-тӗр иккӗленӳ чарать. Тӗплӗн шутласа йышăнсан иккӗленнисем çухалаççӗ. Пӗрре тăнă çул çинчен сире никам та пăраймӗ. Хăвăра шанма вӗренӗр. Канмалли кунсенче юратнă çыннăрпа илемлӗ фильм пăхăр.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Халь сирӗн интеллект нихăçанхинчен çивӗч, критиклесе шухăшласси те вăй илет. Мыскараллă ӗçсем тума чарăнатăр. Çул çинче тирпейлӗ пулăр, правилăсене пăхăнăр. Пысăк штраф çырса парас хăрушлăх пур. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп