Эрнен иккӗмӗш çурринче нихăçанхинчен ытла ăнать
Эрнелӗх гороскоп 10.07 – 16.07
ТАКА 21.III-20.IV
Халь сире юрату çавăрса илнӗ – çывăх çыннăрсемшӗн тем тума хатӗр. Эрнен иккӗмӗш çурринче нихăçанхинчен ытла ăнать, финанс ыйтăвӗсене татса парассипе те, ӗçре те. Хăвăра темӗнле вăйпитти туйсан та сывлăх çинчен ан манăр, рациона йӗркене кӗртмелле.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Çак кунсенче умăрти алăксем яри уçăлӗç: ӗçлӗ тӗлпулусем, финанс лару-тăрăвӗ эрне тăршшӗпех савăнтарӗç. Алă пуснă контрактсем пысăк тупăш кӳрӗç. Апла пулин те тимлӗхӗре ан çухатăр. Çӗнӗ хыпарсене тӗплӗн тӗрӗслӗр. Каçсерен уçă сывлăшра утса çӳрени вăй-хал кӗртӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Шухăш хыççăн шухăш пуçа килет, вăй çăлкуç пек тапса тăрать. Анчах виçерен тухма юраманнине ан манăр: вак-тӗвекшӗн хӗвӗшни вăя, вăхăта çухатни çеç пулать. Канмалли кунсене çăлтăрсем сире хуларан аякра, çутçанталăк ытамӗнче ирттерме хушаççӗ.
РАК 22.VI-22.VII
Ку эрнере сирӗн чăн-чăн дипломат пулма тивет, хăвăра виçеллӗ, тарават тытăр. Ытларикун, юнкун профессипе çыхăннă илӗртӳллӗ сӗнӳсем пулӗç – пуç çаврăнса кайӗ. Эсир суяпа чăннине уйăрма пӗлсен тӗрӗс суйлав тума йывăр мар. Юратура хутшăнусем çӗнӗ тапхăра куçаççӗ.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Эрнен пӗрремӗш çурри карьерăра, профессире ӳсӗм тума меллӗ вăхăт пулать. Хăвăрăн шухăшăра калама та, интерессене хӳтӗлеме те ан хăрăр. Чи кирли – кăмăл çӗкленӳллӗ пултăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Сирӗн илӗртӳлӗхе пурте асăрхаççӗ, çывăхрах пулма тăрăшаççӗ. Çак кунсенче пуçланнă роман чылая тăсăлӗ. Финанс ыйтăвӗсене татса панă çӗрте кăткăс самантсем сиксе тухас хăрушлăх пур. Ан кулянăр, йăлт йӗркеллӗ пулать, кăшт кӗтмелле çеç.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Пур ыйтăва та пӗр самантра татса парасси пулмасть çак кунсенче. Кашни ӗçӗн хăйӗн вăхăчӗ, кăшт канса илӗр. Ӗç çинчен тимлӗхӗре кил-çурт, çемье çине куçарăр. Апатпа асăрхануллă пулăр – наркăмăшланас хăрушлăх пур.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ку эрнере уйрăмах васкамасăр тӗплӗн тумалла ӗçе. Пысăк проектсем хута ямалла мар халь. Ку таранччен вӗçленменнисене пурнăçлăр, документсенче йӗрке тăвăр, парăмсене тавăрăр. Эрне варринче хушма ӗçре вăй хуракансем кӗтмен çӗртен укçа илеççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Пуçаруллисене, хăй çине яваплăх илме шикленменнисене ăнать. Çăлтăрсем сире професси шайне ӳстерме хушаççӗ. Çӗнӗ информацие, пӗлӗве пуçа хывăр, кӗçех вăл сире кирлӗ пулать. Питӗ ерçӳ çук пулсан та çывăх, юратнă çыннăрсене, тăванăрсене ан манăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Фортуна эрнипе сирӗнтен уйрăлмасть. Пур пек ыйтăва хăвăр çине илӗр, ан шикленӗр – эсир вӗсене питӗ хăвăрт татса паратăр. Кăткăс ыйтусене те çухалса каймасăр тӗрӗс татса пама пултарни партнерсене те, пуçлăхăра та килӗшӗ. Çак кунсенче интереслӗ ӗçлӗ сӗнӳ пулӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çанă тавăрса вăй хурса ӗçлеме питӗ меллӗ вăхăт. Пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусене, контрактсене алă пусассине эрнен пӗрремӗш çуррине палăртăр. Канмалли кунсенче çын йышлă пухăнакан çӗре ан тухăр. Спортпа аппаланма пуçлани сирӗн ӳт-пӳшӗн питӗ усăллă пулать.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ку эрнере эмоцисемпе пуян пулнипе çак кунсенче ӗçре те, кулленхи пурнăçра та тавлашусем, хирӗçӳсем сиксе тухаççӗ. Хăвăра алăра тытăр. Кăткăс ыйтусене татса панă чух творчество пултарулăхӗ çине пусăм тăвăр. Кӗçнерникун, эрнекун иккӗленӳллӗ сӗнӳ тăвӗç, килӗшсе ан теветкелленӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев