Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнен пӗрремӗш çурринче çула тухма тытăнса тăрăр

Эрнелӗх гороскоп 12.12 – 18.12

ТАКА 21.III-20.IV

Эрнен пӗрремӗш çурринче çула тухма тытăнса тăрăр. Çак кунсенче шыв-шура, хими препарачӗсене пула аманас хăрушлăх ӳсет. Вӗренекене ăнăçу кӗтет – çак тапхăрта сирӗн ăс-тăн çивӗчленет. Вырсарникун çынпа паллашни теветкеллӗ – ултавçăсен серепине лекесрен асăрханăр.

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Тапхăр пуçламăшӗнче спорт залӗнче вăйран каймалла аппаланни ырă кӳмест. Дискотекăсене, хăнана çӳреме те кирлӗ мар теççӗ çăлтăрсем. Чи кирли – эрех-сăра ӗçессинчен тытăнса тăмалла.  Эрнен иккӗмӗш çурри психологи, эзотерика наукисене тӗпчеме меллӗ вăхăт. 

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Эрнен пӗрремӗш çурринче мăшăрăр сире улталанăн туйăннипе аптратăр. Ӗçӗрте те тикӗс мар – ӗçтеш сирӗнпе тӳр кăмăллă пулманни палăрать. Тапхăрăн иккӗмӗш çурри йӗркеллех иртет. Мăшăрăрпа мирлешетӗр, пӗрле хăнана та тухма юрать. 

 

РАК 22.VI-22.VII 

Тунтикунранах ӗçре хӗрӳ вăхăт пуçланать. Нумай çӗре ӗлкӗрмеллине пула йăнăшсем тăватăр. Ӗçри çитменлӗхсем килӗрте те такăнтараççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче вăй хушăннине туятăр, лару-тăру йӗркеленет. Вырсарникун эрех-сăра ӗçмелле мар.

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Романтика хутшăнăвӗсенчисемшӗн эрне пит яках иртмест. Тапхăрăн малтанхи кунӗсенчех кӗвӗçӳпе юратнă çыннăра кӳрентеретӗр. Çемьере ача пур-тăк асăрхăр, ашшӗ-амăшне суеçтерме тытăнать. Эрнен иккӗмӗш çурринче парнесем, ырă сюрпризсем кăмăлăра уçӗç.

 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Çемье, кил-çуртри хăтлăх çак кунсенче сирӗншӗн темрен пӗлтерӗшлӗрех. Ванакан техника кăмăлăра пăсӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче килте усă курма техника туянма та, тӗрлӗ гаджетсем суйласа илме те ăнăçлă вăхăт. Канмалли кунсенче хăна пуçтарма тăхтаса тăрăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Эрне пуçламăшӗнче таврари çынсемпе сахалрах хутшăнăр, уйрăмах аякри тăванăрсемпе тата кӳршӗсемпе. Çӗнӗ çынсемпе паллашма, савнийӗрпе тӗл пулма ăнăçлă вăхăт мар халь. Элекçӗ ята илтесрен асăрханăр, çак кунсенче калас сăмахсене тимлесе çитерме çăмăл мар сире. Эрнен иккӗмӗш çурри чиперех иртет. Мăшăрăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ. 

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Тапхăр пуçлансанах укçа-тенке типтерлӗ тыткалăр. Ултавçăсенчен сыхланăр, çын сăмахӗ хыççăн кайса укçасăр тăрса юласси пур. Кӗçнерникунтанах финанс ыйтăвӗсенче йӗрке пулать. Вырсарникун савнийӗрпе хутшăнусем япăхӗç. 

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Эрнен малтанхи кунӗнчех çемйӗрпе пӗр-пӗрне ăнланма пăрахатăр. Мӗн-тӗр тума пуçлас умӗн çывăх çыннăрсемпе канашлăр, çапла майпа йăнăш тăвасран сыхланăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче творчествăлла пултарулăхăр ӳсни куçкӗрет. Çак вăхăтрах ачăрсемпе хутшăнусем лайăхланаççӗ. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Тунтикунах элеке пула кăмăлăра пăсакан пулăмсем сиксе тухаççӗ. Çавăнпа çынсемпе сахалрах хутшăнăр. Эрнен иккӗмӗш çурри лăпкăн çемйӗрпе иртет. Канма та, кил-çуртăра тирпейлеме те ăнăçлă вăхăт ку. Вырсарникун хула тулашне ан тухăр, ют яла ан кайăр.

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Эрне пуçлансанах юлташăрсенчен пӗринпе ăнланманлăх сиксе тухать. Никамран та кивçен укçа ан илӗр, шăп çакна пула ӳлӗм хирӗçсе кайăр. Çавăн пекех астаракан вăйăсем иртекен çӗре кӗмелле мар. Пит каяс килсен те хăвăрпа укçа сахал илмелле. Эрнен иккӗмӗш çурринче çула тухма меллӗ. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Карьерăпа, çывăх çынсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт мар эрне пуçламăшӗ. Эсир йăнăшнине темӗнччен тӳрлетме тивӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринчех тавралăхăн витӗмӗ ырăрах – лару-тăру хăйпе хăйех лайăхланать. Енчен те эсир тахçанах мобильлӗ телефон туянасшăнччӗ-тӗк,  кӗçнерникун – шăматкун çакна тума  ăнăçлă вăхăт. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев