Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

гороскоп: январӗн 12 – 18-мӗшӗсем

Çитес эрне пурне те ăнăçлă кунсем парнелет. Хуть мӗнле хăюллă проекта пуçăннă чух та теветкелленме хăрамалла мар. Тахçанхи юлташсемпе, ӗçтешсемпе, тăвансемпе тӗл пулатпăр. Вӗсемпе вăхăта савăнăçлă иртеретпӗр кăна мар, усăллă идейăсем те сӳтсе яватпăр

 

ТАКА 21.III – 20.IV

Тунтикунран  финанс ыйтăвӗсене татса пама меллӗ. Пӗр-пӗр ӗçе укçа хывма шухӑшлаттăрччӗ-тӗк, ку иăдейăна пурнӑçлама вӑхӑт çитнӗ. Кил-тӗрӗшри ӗçсене çак кунсенче туни ывӑнтармасть. Эрне вӗçӗнче кӗтмен хыпар илтетӗр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Пулни-иртнисен ахрăмӗ ку эрнере пырса çитет: кăмăллисем те, пăшăрханмаллисем те пулаççӗ. Кармăна тасатма вăхăт-тӗр. Тахçан кӳрентернисенчен каçару ыйтмалла, кӗтмен çӗртен сиксе тухнӑ йӑнӑшсене тӳрлетмелле, ваннине юсамалла. Хӑвӑра кӳрентернисене каçармалла.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Творчество профессийӗсенчисемпе усламçӑсемшӗн лайӑх кунсем. Палӑртнӑ тӗллеве пурнӑçлама сирӗн çӗнӗ партнерсемпе пӗрле вăй хумалла. Çывăх çынсемпе хутшăнусем лайăх, ăнлану, юрату хуçаланать.

 

РАК 22.VI –22.VII

Халь пулса иртекен ӗçсем икӗ тӗрлӗ аталанма пултараççӗ. Е эсир хăвăршăн çывăххишӗн, хаклишӗн вăй хурса тăнăçлăх кӳретӗр, е аллăра усатăр, ыррине шанма пăрахатăр, лару-тăру тата япăхать. Ку эрне çемьери кăлтăксене пӗтерме аван. Çăлтăрсем сире халь килте ларма хушмаççӗ, экскурсие, çулçӳреве тухмалла.  

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Кӑмӑл савăк сирӗн çак кунсенче: хӗрсем илӗртӳллӗ, арçынсем халь уйрӑмах паттӑр – таврари çынсен тимлӗхӗ сирӗн çинче çеç пулӗ. Çак кунсенче хăйсене шанакансем, çивӗч чӗлхеллисем çитӗнӳ тăваççӗ. Анчах асӑрханулӑх та чӑрмантармӗ: çӑлтӑрсем халран кайиччен ӗçлеме хушмаççӗ, сывлӑха упрамалла.

ХӖР 23.VIII – 22.IX

Ку эрнере ют çӗршывсенчи çынсемпе çыру çӳретес шухӑш кӑсӑклантарать. Эсир хăвăра кирлӗ хыпара пӗлесшӗн, çапах та пӗр-пӗр япшар чӗлхеллипе хутшӑнусем çывăхланма пултараççӗ.  Хăвăр çакăн пек çыхăнусене шансах пӗтермесен те куçа-куçăн тӗл пулсан иккӗленӳсем сирӗлӗç.

ТАРАСА 23.IX – 23.X

Çитес кунсенче шутланисем пурнӑçланаймӗç. Халь пуррипе çырлахмалла, çӑлтӑрсене çиллентермелле мар. Çак унсенче хăвăра япăхрах туятăр, суранланасран асăрханăр. Инкек-синкеке лекес хăрушлăх пур. Çавӑнпа та хӑвӑра упрăр: çынпа тарăхса хирӗçсе каймалла мар, машинăпа пысăк хӑвӑртлăхпа ан çӳрӗр, пӗччен уçӑлса çӳреме тата сӑлтавсӑр теветкелленме юрамасть.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Ку эрнере сирӗн халиччен пулман сферӑра пысӑк проект хута яма тивӗ, çакна пула кӑшт хумханатăр. Çапах та ӑсталӑхӑра ӳстернипе кăмăлăр тулать. Канмалли кунсенче хаваслă фильм пӑхни ывăннине ирттерет.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Халӗ сирӗн нимӗнле ӗç патне те алă пымасть, пурнӑç вӑй-хӑвачӗ чакнӑ. Сывлăхăр çине тимлӗх уйӑрмалла. Пуç е сыпӑсем ыратнă пек туйăнсанах тухтӑр патне васкӑр. Чир хӑвӑрт аталанса вӑраха тӑсӑлаканнисенчен пӗри пулма пултарать. Тухтӑр сӗнӗвне пӑхӑнас килмесӗр кутӑнланни сывлӑхӑра япӑх витӗм кӳрӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Ку эрне юратнă профессипе аппаланма меллӗ. Çапах та ӗçе пуçӗпех путиччен маларах тунă планпа ӗçлемеллине асра тытăр – ӗçлесе вăйран та каймăр, çитӗнӗвӗсем те кăтартуллă пулӗç. Каçсерен уçӑ сывлӑшра утса çӳрени свылăхăршăн усăллă пулӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Халӗ шухӑшланӑ кирек мӗнле ӗçе те пуçăнма юрать, ăнӑçу сирӗн енче. Анчах плансене пурнӑçлама лӑпкӑ мел суйласа илмелле. Эрне ӑс-хакӑла аталантарма та лайăх. Май пур таран ыркăмăллăх ӗçӗсене тăвăр, храма çитсе килӗр. Вак-тӗвеке тимлесе хăвăршăн пӗлтерӗшлӗреххине асăрхамасăр ан хăварăр.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III

Халӗ сирӗн хастар ӗçлемелле, пӗр вырӑнта лармалла мар. Хӑвăрăн профессире опытăр çителӗклине, пӗлӗвӗре шăпа тӑтӑшах тӗрӗслӗ. Çак кунсенче кӑшт пӑшӑрханма та тивет. Хăвăрăн кăмăлăрсене, ӗмӗтӗрсене пурнăçлама майсем шырамалла.

Сăнÿкерчĕке ИИ тунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп