Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрнере пурин те лару-тăрăва тӗрӗс хакламалла

Нимӗнле пысăк ӗç те ан планлăр çак кунсене, питӗ тăрăшсан та пурнăçлама май килмӗ. Ӗмӗтленнине сире шăпа пӳрнӗ-тӗк, каярах ӗçе пуçăнсан та йăлт ăнăçлă пулать. Хӗрарăмсен тӗл пулнă çынпа хутшăнусенче романтика сӗрӗмӗ сисӗнӗ, арçынсен парăмӗ çинчен, вӗçлемен ӗçӗсем çинчен аса илмелле.

ТАКА 21.III-20.IV

Эрнен пӗрремӗш çурринче финанс ыйтăвӗсене татса парассипе хыпăнса çӳретӗр. Кӗçнерникунран лару-тăру лăпланать, ума çӗнӗ тӗллевсем лартма та, пуласси çинчен ӗмӗтленме те юрать.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Тапхăр пуçламăшӗнче çынсемпе тӗл пулса пуплеме аван, анчах хăвăр лайăх пӗлекеннисемпе çеç. Ыттисемпе калаçни, чăвашсем каларăш «çăвар тутине яни» çеç пулӗ. Эрнен иккӗмӗш çурри канма лайăх.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Тунтикунранах хăвăра эгоистла тыткаласран асăрханăр, çывăх çынсен туйăмӗсем сирӗншӗн çителӗксӗр тесе ан иккӗленӗр. Уçă кăмăллă пулăр, ку тăванăрсемпе çыхăнусене çирӗплетӗ.

РАК 22.VI-22.VII

Тапхăрăн малтанхи кунӗсенче сирӗн илӗртӳлӗх ӳсет, кăмăлăр тӳлек. Çӗнӗ паллашусем кӗтеççӗ, интереслӗ çынсемпе тӗл пулатăр, комплиментсем илтетӗр. Мăшăрăра ытларах тимлӗх уйăрмалла.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Кил-çурта тӗпрен тасатма та, юсав ӗçӗсем ирттерме те меллӗ вăхăт. Ӗçсене тӗплӗн шутласа, васкамасăр тумалла. Кунта пӗтӗм çемьене явăçтарсан та лайăх. Ӗçре хутшăнусем лайăхланӗç, пӗр-пӗрне ытларах шанма пуçлăр.

ХӖР 23.VIII-22.IX

Харкам хутшăнусем лайăхланӗç çак кунсенче. Анчах çакăншăн хăвăрăн тăрăшмалла. Пӗчченнисен пулас мăшăрӗпе паллашас шанăç пур. Эрнен иккӗмӗш çурринче сирӗн çемьере татулăх, хăтлăх хуçаланӗ.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Тӗрлӗ консультацисем, специалистсенчен пулăшу ыйтма меллӗ эрне. Халь сирӗн сывлăхăра ытларах тимлемелле, анчах хăвăра хăвăр сиплемелле мар, диетăсем тытма та хушмаççӗ çăлтăрсем. Эрне вӗçленеспе юлташăрсемпе тӗл пулма аван.

СКОРПИОН 24.X-22.XI
Йывăр ӗçе эрне пуçламăшӗнче пурнăçламалла. Халь сирӗнте астармăш вăраннă тейӗн — е лотерея билетне туянас килет, е букмекерсем патне утасшăн, анчах çакăнпа ӗçре усă курсан лайăхрах пулӗ, сывлăхшăн та, енчӗкшӗн те.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Эрнен пӗрремӗш çурринче хăюллăрах пулмалла. Тӗплӗн шутласа теветкелленме те хăрамалла мар. Мăшăрăр канашӗсене ку эрнере итлемесен аванрах.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Тунтикунах юлташăрсемпе çыхăнăр, пӗрле ӗç тума, вӗренме меллӗ пулӗ. Çак вăхăтра теветкелленме хушмаççӗ çăлтăрсем. Техникăпа усă курнă чух та асăрхануллă пулмалла. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем савăнтараççӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Эрнен пӗрремӗш çурри канма меллӗ, анчах ют çӗршывсене, инçе çӗрсене çӳреме кирлӗ мар. Çывăх çыннăрсемпе хăнăхнă вырăнта эсир хăвăра лайăхрах туйăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче психологи, философи наукисен «чулне» кăшлама аван вăхăт.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Tӗрлӗ-тӗрлӗ ыйтусене пӗччен татса параймăр. Енчен те эсир пӗтӗм ӗçне хăвăр тӗллӗн тăвас тетӗр-тӗк, çулăр çинче пит нумай чăрмав сиксе тухӗ. Çавăнпа юлташăрсемпе, хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе пӗрле пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп