Ку эрнере пурин те тӗрӗслев витӗр тухма тивет
Шавлă мероприятисене хутшăнма, спортпа туслашма, урамра, вăрманта уçӑлса çӳреме лайӑх эрне.
ТАКА 21.III – 20.IV
Тӗлпулусем йышлă пулаççӗ, çулçӳревсем ăнăçаççӗ ку эрнере. Арçынсен çӗнӗ проекта пуçӑнмалла мар, пурпӗр ăнăçсăр пулать. Хӗрарăмсен ку эрнере эрех-сăра пач ӗçмелле мар, вегетарианецсен апачӗ çине куçмалла.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрне укçа-тенкӗ паллипе иртӗ, ватлăхра ырă курса пурăнмалăх та тупăш пулӗ. Арçынсен карьера ыйтӑвӗсем пирки ытла шухӑшламалла мар, çемйӗре тимлӗр. Хӗрарӑмсен кунсем кӑшт тунсӑхлӑ иртӗç.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Хастартарах, хăюллăрах пулмалла халь. Творчествӑра çитӗнӳсем тума ăнăçлă вăхăт. Арçынсем пур ыйтӑва та çӑмӑллӑн татса парӗç, укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лăпкă. Хӗрарӑмсен ачисене ытларах тимлӗх уйӑрмалла.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрне çивӗч ыйтусене татса пама лайӑх. Мӑшӑрланма, тӗрлӗ килӗшӳ тума юрать. Арçынсем ку эрнере çынсене питӗ йывӑр ăнланаççӗ. Хӗрарӑмсен кăмăлӗ пит пусăрăнчăк, медитаци ирттерни, йога занятийӗсем, кӗлӗ вулани сире пулăшӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Питӗ лайӑх вӑхӑт – эсир вăйпитти туятăр хăвăра, хастар, çынсемпе хутшăнни шанчăк кӳрет. Арçынсене халиччен хăнăхнă специальноçе улăштарма сӗнӳ пулӗ, тен, ӳлӗм ку сирӗншӗн шăпа пӳрнӗ ӗç пулса тăрӗ. Хушма ӗç шыракан хӗрарӑмсене ăнать.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Пысӑк çитӗнӳсем тăватăр, анчах ӗçтешӗрсен кăмăлне шута илмесен умăрта чăрмавсем сиксе тухӗç. Арçынсене кӑмӑла каякан ӗç сӗнме пултараççӗ. Хӗрарӑмсем ӗçре хӑйсене лайӑх енчен кӑтартаççӗ.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Хăвăрăн проблемăсене патшалӑх учрежденийӗсене кайса е çывӑх ӗçтешӗрсемпе çыхӑнса татса парăр. Арçынсен пӗр иккӗленмесӗр çӗнӗ ӗçе пуçӑнмалла, анчах ют çынна ан хутшăнтарăр. Хӗрарӑмсен çулçӳреве тухмалла е спортпа аппаланмалла.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Чуна уçса калаçмалли вӑхӑт ку, сиксе тухнӑ ыйтусенчен ан пӑрӑнăр, çемйӗре тимлӗр. Арçынсен ку эрнере ӗçлӗ тӗлпулусем, çулçӳревсем пулаççӗ. Хӗрарăмсен палламан çынсемпе калаçмалла мар, сывлăха тимлемелле.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çемйӗрте хутшăнусем савăнтараççӗ, анчах укçăра перекетлеме тăрăшни тӳрре тухмӗ. Арçынсен хутшăнусенче компромисс шырани усăсăр. Хӗрарӑмсен çивӗч ыйтусене татса пама конструктивлă калаçусем ирттерме тивет.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çак кунсенче хăвăра япăх туйни планетăсем ăнăçсăр вырнаçнипе çыхăннă. Арçынсене ӗçрен хăтарма пултараççӗ, кулянмалла мар – çӗнӗ пӗлӗшӗрсемпе ӗç йӗркелетӗр. Хӗрарӑмсен ку эрнере пуçаруллăрах пулмалла, тусӗсене шанмалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Ку эрнери пулăмсене ӑнланма хӗн сире. Таврари çынсем сире пӗр-пӗр ăнман ӗçе явăçтарасшăн пулӗç, ан хутшăнăр. Арçынсен юнкун аманасран сыхланмалла. Ку эрнере çăлтăрсем кредит илме хушмаççӗ. Хӗрарăмсен питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗçлӗ тӗлпулусене урăх вăхăта куçарни аван.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Закона хирӗçле ӗçсем тăвакансемпе ан çыхланăр. Ал-урана асăрхамалла – аманас хăрушлăх пур. Арçынсен контрактсемпе килӗшӳсене алӑ пусассинчен пӑрӑнмалла. Хӗрарӑмсен ӗç коллективне çӗнӗ çынсем килеççӗ. Вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма тăрăшмалла.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев