Ку эрнере пушă вăхăт тупăнсан çӗнӗ çынсемпе паллашни ӗçре те, туслăхра та усăллă пулӗ
Гороскоп

Ку эрнере пушă вăхăт тупăнсан çӗнӗ çынсемпе паллашни ӗçре те, туслăхра та усăллă пулӗ

Пӗлӗшӗрсене пула укçа-тенкӗрен татăлмастăр, ӗçӗрте те хăвăра лайăх енчен кăтартатăр. Çак эрнере питӗ нумай хыпар илетӗр, унпа пӗлсе усă курăр. Апата суйласа çийӗр, çăлтăрсем аллерги çинчен асăрхаттараççӗ.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Хăвăр япăх пӗлекен ӗçе пуçăнмалла мар. Шутланине пурнăçлама хыпар çителӗксӗр пулни чăрмантарать. Иккӗлентерекен çынсемпе ан явăçăр, сисчӗвлентерекен ӗçе кӗрсе каясран асăрханăр. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Пысăк япала туянни, уйрăмах куçман пурлăх, ăнать. Еткер, страховани докуменчӗсене йӗркелеме аван вăхăт. Машинăпа çӳрекенсен асăрхануллăрах пулмалла. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Нумай вăхăта пыракан проектсене планлама меллӗ çак кунсенче. Енчен те ӗçсене маларах палăртасси сирӗн йăлара мар-тăк, юлашки самантра хăвăрт-хăвăрт йышăну тума тивет. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Эсир хăвăра начар туйни, мӗн пирки-тӗр сăлтавсăрах хумханни сирӗн паллăри планетăсен витӗмӗпе çыхăннă. Кăмăл пусăрăнни, çак кунсенче пулса иртекен пулăмсенче начаррине çеç курни чире яма пултарать. Хăвăра алла илсе кăмăла çӗклекеннине тупăр – спортпа аппаланăр, лавккаран хитре япала туянăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Çак кунсенче ытлашшипех тăкакланма тивӗ. Туяннă япаласем те савăнтармӗç: е мая килмӗç, е ванӗç. Çăлтăрсем халь çынна кивçен пама хушмаççӗ. Çынсемпе хирӗçесрен асăрханăр.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

«Хӗвел айӗнчи вырăншăн» кӗрешмелли вăхăт сирӗн халь, кану çинчен ан шутлăр. Хăюсăр, мăран пулни карьерăра ӳсме чăрмантарать. Хăвăра тӳрре кăларма та сăлтав тупăнмӗ.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Сывлăха çирӗплетессишӗн, илемлӗрех пулассишӗн тăрăшма вăхăт çитрӗ. Енчен те халиччен ыратнине, аманнине «хăйех» иртет тенӗ пулсан, çак эрнере больницăна кайсах тӗрӗсленмелле. Сывлăх çине тăкакланă укçа хăйне тӳрре кăларать.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Пӗлнине вăрттăнлăхра тытайманнишӗн çак кунсенче ӳкӗнме тивӗ. Хăвăрпа пулса иртнине пурне те каламасан та юрать. Йӗри-тавра  курайман, ăмсанакан çысем, сăмахăрсемпе усă курса чăрмав кăларса тăратӗç умăра.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çывăх çынпа хутшăнусене лайăхлатма тăрăшмалла. Çемьере кунсем пӗрешкел иртни тунсăх çуратать. Юратнă çыннăра романтикăллă тӗлпулăва чӗнни, романтикăлла каç йӗркелени, ун валли парне хатӗрлени  туйăмсене çӗнетӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Шутламасăр каланă сăмахсем пирки ӳкӗнме тивӗ, асăрхануллăрах пулăр. Мӗн-тӗр вăрттăнлăхра хăварас тени кăлăхах. Ултав çиеле тухать, хăвăрах айăпа кăларать. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Хăйне евӗрлӗ, экстравагантлă пулнине, пӗрре курсах ӗмӗрлӗхе асра юлма тăрăшнине çынсем йышăнмӗç. Ыттисем пекех ыйтусене татса паратăр. Нушаланасси те пулать, сăпайлăхӗ те ыттисенчен кая мар – ан вăтанăр кăтартма, сире лайăхрах ăнланӗç, ытларах кăмăллӗç.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере килӗшӳпе юрату сирӗн шухăшсем, ӗçсем çине витӗм кӳреççӗ. Çавăнпах çемьере савăнăç, килӗшӳ хуçаланать. Пӗчченнисене кăмăлласа пăхакансем йышланаççӗ. Сирӗн илеме, илӗртӳлӗхе асăрхаман çын юлмӗ. 

 


гороскоп

Нет комментариев