Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрнере сана ӑнать

Эрнелӗх гороскоп 28.09 – 04.10

  ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрнере пурте сирӗн çинчен калаçӗç, çӗнӗ юлташсем тупатăр. Социаллă пурнăçра çитӗнӳ тума май пур. Харпăр пурнăçра тимлӗ пулăр, ют çынсене ан шанăр. Кӳрентерме пăхакансенчен çийӗнчех пăрăнăр. Юлташсене йывăр вăхăтра пулăшма тивӗ. Хăвăра япăх тăвас мар тесен юратура ытлашшине ан шантарăр. ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Пур енӗпе те харпăр шухăш пулӗ. Хăш-пӗр юлташăрсене маларах тунă йăнăшсемшӗн сирӗн умра каçару ыйтма тивӗ. Наянсене ӗçлеттеретӗр, кăмăла кайнисене парнепе савăнтаратăр. Административлă ӗçсене ырана ан хăварăр. Юратури хутшăнусене тирпейлеме вăхăт çитнӗ. Пӗчченнисен савни тупас шанăç пур. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Проблемăсем çинчен шутлама вăхăт пулмӗ – ӗç нумай. Ăнăçлă бизнес йӗркелеме е урăх ӗç тупма шанăç пур. Халиччен сирӗнпе хутшăнман çын хăй шухăшне лайăх енне улăштарӗ. Юрату çинчен ан манăр. Пӗчченнисене халиччен тимлӗхе илмен çынпа паллаштарма пултараççӗ. Килӗшӗр, юлташăрсем хальхинче йăнăшмӗç.

РАК 22.VI – 22.VII
Çемьешӗн, тăвансемшӗн тӗрев пулса тăратăр, вӗсен проблемине татса пама тивӗ. Сирӗнпе пурте кăмăллă пулӗç. Ӗçтешсем пулăшнипе​ хăвăра кирлӗ идейăна пурнăçлатăр. Амбицилле плансене пурнăçлама чăрмантараканпа хутшăнусене татăр. Пӗчченнисем хăш-пӗр паллашу​ хăйсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнланса илӗç.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Харпăр ӗçсем тӗп вырăнта пулччăр. Пурне те пулăшма ан шантарăр. Плансем улшăнсах тăрӗç. Шанма пăрахнă ӗç ăнăçлă пулса тухӗ. Сывлăх çинчен ан манăр, спортзала çӳресси çинчен шутлăр.​ Юратура та ăнать, тинех кӳренӳпе тавлашăва манса йăлт çӗнӗрен пуçлама шутлатăр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Хăвăра килӗшмен çынсенчен пăрăнăр. Ытлашши ӗмӗтленсе кайнипе вӗсене тӗрӗс мар ăнланма пултаратăр. Ӗçре ан васкăр, хăш-пӗр идейăсене кăшт каярах пурнăçлама май пулӗ. Çемье хутшăнăвӗсем тӗп вырăнта: пӗрне пулăшма, теприне шеллеме тивӗ тата ытти те. Харпăр пурнăçра та ăнать, юратса пăрахма пултаратăр.
​ ​ ​ ​ ​ ​
ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Эрне пуçламăшӗнче тӗлӗнмелле пулăмсем пулса иртӗç. Элексене ан шанăр. Ăмсанакансенчен пăрăнăр. Ӗçре ывăннине туятăр, канма вăхăт тупăр. Харпăр пурнăçра ырă улшăнусем пулӗç. Тахçанах юратса пурăннă çынпа тинех калаçма май тупатăр. Кинори пек юрату пуçланма пултарать. ​

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Вăй-хал та пур, кăмăл та савăк. Ӗçре ыттисене хăйсене кăтартма май парăр. Ӗçлӗ тӗлпулусем йышланаççӗ. Мероприятисене тухса çӳрӗр, унта хăвăра кирлӗ çынпа паллашма май пулӗ. Маларах пуçланă ӗçсем хута кайӗç. Çывăх çынна сăмах панине пурнăçлама тăрăшăр.
​ ​ ​ ​ ​
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
​ Ку эрнере асăрхануллă пулмалла. Бизнесменсен конкурентсен тупăшӗ çинчен вăрттăн информацие пӗлме май пулӗ. Сире ку должноçпа ӳсме те пулăшать. Ăнăçуллă пулатăр. Юратура савние е мăшăра ытлашши ан критиклӗр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ытти чухнехинчен асăрхануллăрах пулатăр. Ку лайăх та, мӗншӗн тесен теветкелленмелли вăхăт мар. Ӗçре конфликтсене ан хутшăнăр. Канмаллисене хирӗç официаллă мероприятие хутшăнма тивӗ. Ӗлӗкхи савни çинчен хыпар илни хавхалантарӗ. Вăл та пулин хăй ӗмӗтне пурнăçлани савăнтарӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
​ Ку эрнере сывлăх тӗп вырăнта пултăр, вара кăмăл та лайăхланӗ. Кӗркуннене япала туянни ăнать. Тинех ӗçри тавлашусем вӗçленеççӗ. Хăшӗ хăйӗн шухăшне пӗлтерӗ, тепри пӗрле проект пуçлама сӗнӗ. Харпăр пурнăçра та савăнмалли сăлтавсем пулӗç. Пӗчченнисен савни тупас шанăç ӳсет.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ Çак тапхăрта сире çӗнӗ хобби е çӗнӗ юрату кирлӗ. Халиччен пӗлмен ӗç пысăк киленӳ кӳрӗ. Эсир савăнсах вӗренетӗр. Хăш-пӗрин тӗлӗнмелле тӗлпулу пулӗ, ку нумайлăха хавхалантарӗ. Харпăр илӗртӳлӗх ӳсни çӗнӗ юлташсем тупма пулăшӗ. Канмаллисенче юратса пăрахнине пӗлтерме пултараççӗ – хатӗрленӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев